Поиск: Çăва кукри - Словарь чувашского языка

Введите слово для поиска:    
искать только в словаре Словарь чувашского языка
[+] дополнительно

Словарь чувашского языка

сайраран

изредка. Скотолеч. 23. Вара (потом) сайраран шăн çăва ăшăтса сĕрес пулать. N. Сайраран çӳрекелеççĕ (пароходы). Ск. и пред. 98. Сайраран çеç катаран карăш сасси илтĕнет.

сĕр

(сăр), мазать, замазать. Çутт. 29. Аппа çав эмеле сĕрсе кĕçĕрен аран-аран тасалчĕ. Ау 21. Унтан килтĕм-килтĕм те, чипер аппан тути çурăлнăччĕ те, ăна çăва сĕрсе хăвартăм. N. Эс ман çурăма сĕрсе яр-ха. Сред. Юм. Орапа сĕр, мазать телегу дегтем. ЧС Манăн алла анне пиçнĕ хăмлапа та çыхатьчĕ, тата эрехпе те сĕретчĕ те, çапах та час тӳрленмерĕ. Орау. Чӳречесене сĕрсе лартнă, уçас мар. Ib. Путылккана питĕрсе сĕрсех хунă (замазали). N. Шур çуçлĕ пулаччен пурăнччăр тесе парнипе тутисене сĕреççĕ. || Гдадить. Собр. Лаша çине çĕрĕ тăхăннă алăпа сĕрсен, лаша мăнтăр пулат, теççĕ. Шурăм-п. Пусма картлашки çине выртрĕ, тет те, хырăм сĕрме (сĕтĕрме) тапратрĕ, тет. Хастарлăх 38. Сĕрсе утни — кивелчĕ вăл. || Тереть (mortuum in Iavando). Юрк. Алă тупанĕпе сĕрмеççĕ, тепĕр енĕпе сĕреççĕ. || Шăркать (о спичке). Хурамал. Шăрпăка сĕрсе тивретеççĕ (зажигают). Орау. Сĕрмелли, спичка (иносказательно). Тюрл. Вăсем вутне шăрпăкпа чĕртмеççĕ, икĕ пулинкене сĕрсе чĕртеççĕ. || Пилить. Ала 56. Çак кĕлтунă вăхăтра темĕскер кĕмсĕртетнĕ сасă илтĕнчĕ, унччен те пулмарĕ, темĕскер пăчăкăла сĕре пуçларĕç, вĕсем сĕрсен-сĕрсен, тинех пĕлтĕм вĕсем эпĕ тăракан йăвăçа сĕрнине. Çурри йăвăçа сĕрсе çитсен тепĕр еннен сĕре пуçларăçĕ, çак вăхăтра манăн чунăм пĕтĕмпех чĕрне вĕçне çитрĕ. || Резать. Альш. Çĕççи мука пулат, тет те, сĕреççĕ, тет, сĕреççĕ, тет, çеççи сĕрмес, тет. || Ударить, стегать. Орау. Сĕр пĕре пушупа. Ib. Лешне пĕрре пушипе сĕрсе ячĕ (вытянул). Ст. Чек. Сĕрсе илнĕ, стегнул (кнутом). || Мыть. С. Тим. † Урай хăмисем сарă мар, пусса сĕрекен эпир мар. N. Сакă сĕрмелли. || Петь песни. Орау. Сĕрет юрра! Поет и поет (хорошим мотивом; задушевно). || Чистить. N. Хамăр ялăн хĕрĕсем, сĕрсе çакнă укçа пек, ялтăртатса çӳреççĕ. | Мямлить. КС. Сĕрсе калаçать, мямлит. || „Устроить“ (иронически; т. е. напортить). Сред. Юм. Сĕрет ĕнтĕ ô. Но он уже это сделает (с иронией, о человеке, не могущем сделать). Ib. Маçтăрсем тăвайманнине эс туса сĕрен ĕнтĕ ôна (с иронней). Мастера не могли сделать, а уже где тебе. || Дать взятку, „подмазать“. || Наговорить на кого, нашептать, наябедничать.

çав

вон тот, вон этот (означает предмет более отдаленный). Панклеи. Карчăкки: тор! тор! çав йытта çапса пăрах-ха, старик! тет. Регули 745. Çавна исе пар. Ib. 639. Çав сохалсăр старик (çав старик сохалсăр) салтакра çӳресе. || Этот, тот (упомянутый раньше). Чаду-к. Вăл каланă: пирĕн апи çук, çавна (её) шыраса çӳретĕп, тенĕ. Шурăм-п. Михаля: çавна кайса илес-ха, тесе, чупса кайрĕ те... Альш. † Ватта-вĕтте мĕн илем, çамрăксене çав илем. Ib. Елшелин те, таçтан килет шывланса хай Чăнлă юппи, çав тăрат шывланса. Вишн. 71. Çавсем (эти названные предметы) пурте çĕреççĕ те, шыва каяççĕ, шыв вара çавăнта шăршлă пулать. Ib. 61. Çав çинин мĕн кирлинчен ытлашши çăва каять те, ун йышши çын мăнтăрланса каять вара. Изамб. Т. Тепĕр кунне ирхине: çав Михалян (у этого Михайлы) виç сурăхне илсе кайнă, тенине илтрĕмĕр. СТИК. Çавăн (у этого человека) хĕрне калаçаççĕ (= çавăн хĕрне килĕшмешкĕн калаçаççĕ). Юрк. Çав вăхăтра (в это время), мĕскерлескер-тĕр (какая-то личность), пĕр çын, алăка уçса, еррипе кăна кĕрет те. Орау. Çав вăхăтра çынсам ун патне мĕн пулнине пĕлме пырсан, аçа çапса та вĕлерчĕ, тет. N. Эпĕ калах çав лашана пăхатăп. Я опять ухаживаю за тою (же) лощадью. Т. VIII. Çав каçхине, в тот вечер (в упомянутый вечер). Байгул. † Хура вăрман хĕрри хурлăханлă: хура чĕкеç лармас — çав хуйхă (вот в чем горе). || Такой (ставится вместо пропущенного собственного имени). Артюшк. Çав, çав çĕрте вăкăр пур. В таком-то месте есть бык. N. Çав тытнă. Такой-то покойник поразил болезнью. || Иногда подчеркивает подлежащее. Ст. Ганьк. † Таппăна (ловушку) ăçта хуратăн? — Юман тăрне хуратăп.— Юман тăрăнче мĕн лекет? — Сарă-кайăк, çав лекет. || Соединяется с наречием авă. Юрк. Пĕр тăван та пĕр пулмаст, теççĕ чăвашсем, авă çав сăмахсем пирĕн тĕп-тĕрĕс ĕнтĕ. Ib. Пирĕн йăха, пирĕн киле ырă кин килсе кĕменччĕ... — Авă çав тĕрĕс иккен, тет хунямăшĕ. || Заключает в себе ссылку на прежнее, указывая на факт, который вытекает или является последствием предыдущего или следствием других наличных обстоятельств. По-русски здесь могут стоять разные обороты. Сĕт-к. Кĕрконне, çав Ваçок кайсан, Ольон пит коллянатьчĕ. (Здесь „çав“ не указ. местоимение). ППТ. Çыннисем те тата, пурте, чăнахах, чир-чăр тесе пуль çав, ăçта тĕл пулнă, унта çаптараççĕ (позволяют бить себя прутьями, во время „сĕрен“). || Иногда употребляется для большей яркости и картинности изложения. БАБ. Старик кăна: мĕн чухлĕ пулĕ ĕнтĕ санăн вăю? терĕ, тет. Ку калат, тет: нумаях мар: çак çĕр варрине пĕр ылттăн юпа лартсан, çав юпаран тытса çĕре çавăрса ярăп çав, терĕ, тет. Шурăм-п. Шалти пӳлĕмри чӳречесем çинче сарă, хĕрлĕ, кăвак чечексем пур çав. N. Тăнă та çак çын (встал), вăл тăриччен пӳрт пулса ларнă (построилась) çав, пăхмали те çук (очень хорошая)! ППТ. Вăсем çапла, çăмартана, тепĕр иккĕ-виçĕ çăмарта çиесчĕ тесе, хăвăрт хыпса яраççĕ, анчах урăх лекмес çав вара. См. еще прим. в Оп. иссл. чув. синт. II, 232. || Иногда выражает согласие (соотв. русск.: да, конечно, разумеется). СТИК. Çапла, пурăнма питĕ хĕн çав пирĕн пек çынсене (çав придает выражению оттенок соглашения и грусти). Изамб. Т. Энтри ухмахланнă темест-и? — Çапла, тет, çав. Усен ăрăвĕ çав. || Употребляется для выражения подтверждения слов собеседника. Юрк. Апла ĕнтĕ, пулĕ çав (ну да), теççĕ итлесе ларакансем. Альш. Карчăк калат: кай çав (ну да, ступай), аранчĕ (немного) сана та парĕç, тет. Сред. Юм. Çырмара çан чôл шыв йохнă çĕрте те пĕрмай çав шывва кĕрсе çӳрет. Шывпа йохса кайтăр çав (в конце повышение голоса). || Хотя, правда. Т. VII. Амăшĕсем: хĕрĕм, пурăнма аван-и? тесе ыйтаççĕ, тет. Хĕрĕ: аван та çав, эпĕ тăнă çĕре ялан кĕтӳ хăвалаççĕ, тесе калать, тет. Изамб. Т. Тепле унпа ĕмĕре ирттермелле.— Ирттерĕн çав! Не знаю, как с нею прожить век! — Ничего не поделаешь, проживешь! (т. е. таково положение вещей). || Изамб. Т. Эсир миçен çав? А вас сколько человек? А велика ли ваша семья? (Так спрашивает человек, уже знакомый с семьей). || Ставится в безразличных и неопределенных ответах. Трхбл. Аван çывăртăн-и? — Çывăрнă çав ĕнтĕ. N. Мĕшĕн сахал ĕçлерĕн? тет.— Ĕçĕ сахал мар та, çурмалла ĕçĕн çав ĕнтĕ вăл (условия работы исполу известны): çурри ăна, тет. || Уж. КС. Апат телĕшĕнчен ашшĕ хĕрĕ çав (уж). || Соотв. русск. частице же (произносится с оттенком раздражения). Йӳç. такăнт. 7. Пĕçер ху тата, пĕлен пулсан! Пулать çав арçын (бывают же такие мужики)!. || С вопр. част. „и“ соотв. русскому что ли это. N. Сирĕн ялсем-и? — Çук, чураппансем-и çав, кушкăсем-и... (Они) из вашей деревни? — Нет, не то черепановские („черепановские что ли это“), не то кошкинские... Альш. Çапла пулчĕ çав пирĕн ĕç! Вот такие-то у нас были дела... (Заключает рассказчик повесть о том, что с ним случилось). || Дело в том, что... (заключает в себе возражение или противоречие с предыдущим). N. Эсĕ мĕшĕн ăна театăра ертсе каймарăн? — Унăн укçа çукчĕ çав. N. Эпĕ ăна хамах кӳлсе парăттăм та, манăн алă ыратат çав. Основу çавăн см. особо.

Çавал

(с'авал), назв. реки Цивиль. N. Çавал хĕрринчи юшкăн тăпри çинче çутă çурхахсем ылттăнăн-кĕмĕлĕн курăнса çӳлелле сиксе тăраççĕ. ЧП. Çавал кукри — çĕр кукăр. Ерк. Çулла çултăмăр Çавал (косили луга), халь утине çичĕ ял...

çавăр

(с'авы̆р), вертеть, вращать; перевертывать, навертывать. ЧС. Ашшĕ унăн сăмахне итлесе тараса (колодец) патне пынă та, каткана (бадью) çавăрса улăхтара пуçланă. Ск. и пред. чув. 99. Чупать ав вăл васкаса, урисене çавăрса. Собр. † Кăвак лашасе кӳлер-и, хĕврисене çавăрса тӳлер-и. N. Ăçта выльăх-чĕрлĕхĕн пуçне те çавăрса лартат (ие). Бугульм. † Пĕчĕкçĕ çĕлĕк, çавра çĕлĕк, çавра-çавра ларта пĕлмерĕм (не мог надеть как следует). Кан. Пуслăх пек рычак тытнă та, çавăра тăрать (так и вертит, угрожающе). || Повертывать, размахиваться (чем). Макс. Чăв. К. I, 60. Кĕтĕм эпĕ хура, ай, вăрмана, пуртă çавăрайми йывăç пур (так как лес очень густ, то нельзя размахиваться топором). N. Енне-енне çавăрса тăратса. Образцы. Самар çуни — сарлă çуна, çаврайăттăм пӳрт умне. || Повернуть; завернуть. Тайба-Т. Пĕчĕккеççĕ лаша — турă лаша, çунине çавăрса хуринччĕ (а если бы повернула!). Çутт. 31. Шкула кĕнĕ чух урисене çавра-çавра пăхса тасатать. Изамб. Т. Лашана хапха патне çавăрса кил. Заверни лошадь к воротам. Бур. † Кил-йышĕ килте пулинччĕ, хирĕç тухса илинччĕ; лаши матур пулинччĕ, вăр çавăрса ларинччĕ (надо: лартинччĕ). N. † Çавăрма çук сылтăм хула, ытарма çук савнă сар хĕре. || Перевертывать (настроение; одежду, при перешивании). Баран. 42. Йытă улашни выçă кашкăрăн чĕрине шарах çурать, пĕтĕм ăшчиккине çавăрать. N. Халата çавăрса çĕлетрĕм. || Обращать внимание. N. Псков, Новгород таврашĕнчи юçлĕх çĕрсене типĕтсе çереме çавăрĕç. N. Унăн чирлĕ выртакан вырăнне канмалли вырăна çавăрĕç. Т. VII. Ĕлĕк пĕр арăм чире хывнă тет те, çемйисем хире кайсан: турăçăм ырлăха çавăрччĕ! тесе юрласа çӳрет, тет. || Возвращать назад, привести (о судьбе). N. Хăçан та пулсассăн вăл сана киле çавăртăр (пусть вернет домой). N. Темлерен çавăрăнăп-и анчах. Пазух. Кĕркуннехи уçăма тур ут пусĕ малашне. Ан йĕр-ха, атте-анне, турă çавăрмĕ-и малашне. Н. Карм. † Çӳлĕ тусем çинче çавра кӳлĕ, çил çавăрса кӳртрĕ пĕр çулчă; пирĕн тăвансемех пит аякра, тур çавăрса кӳчĕ пĕр çĕре. Календ. 1907. Çĕре çапла тума, çапла ĕçлеме нумай расхот та, вăй та тухать. Анчах ун вырăнне, тухнă расхота, пĕтнĕ вăя çавăрса, нумай усă кӳрет. Ерех 16. Нимле те алла çавăрма çук, ытла йывăр çул килчĕ. Янтик. † Ах йыснаçăм Якку пур, сана пулас марччĕ, такçтан турă çавăрчĕ. Альш. Пулăçăсене ку ача калат: турă çавăрнипе татах çаврăнтăм çав (опять пришлось здесь пройти), тет. || Кружить, бушевать (о буре). Сред. Юм. Ах тор, паян тăман çаврать (буран кружит). Епле çӳрет çôл çӳрекен çын! Коракыш. Çанталăк пит кансăр пулнă, çил-тăман тем пек çавăрнă (бушевала пурга). N. Айĕн-çийĕн çаврать (буран). Кан. Час-часах çил-тăмăн тухса çавăрать. || Кружить голову. АПП. † Хӳмесем çинчен ан çӳрĕр, çамрăк пуçăра çавăрса. N. Тем хам пуçа хам çавăрса порнап. Янтик. † Çын сăмахĕ хыççăн ан кайăр, çын сăмахĕ пуçа çавăрать. Полтава 14. Çамрăк илем анчах мар хĕрсен пуçне çавăрать. N. Мĕкĕтепе Петĕр, вĕсен пуçне такам çавăрнă пек, карчăк сăмахне итлесе, тумтирсем, çĕлĕксем тăхăнаççĕ те, чупаççĕ хупаха. || Обдумывать. Ск. и пред. чув. 21. Лайăхрах ыйтса пĕлем, ăспа пуçра çавăрам, унтан вара ĕненем. || Проплыть вокруг. N. Ку шӳкке пулат, тет те, кăна хăвалать, тет. Пĕтĕм кӳле çавăраççĕ, тет. || Обернуть. Сборн. по мед. Тутăр татăкĕ илсе, ăна кача-пӳрне çумне çавăрса. N. † Йори илтĕм çут пиçхи, çавра-çавра çыхмашкăн (обернув вокруг), йори килтĕм çак хоçа патне, çавра-çавра поплеме. || Украсть, присвоить. N. Иван: эпир сутăçсем пулă сутма пурсан, пуллине ак çапла çавăратпăр, тет. Хăй сутăç умĕнчен лушкипе çăва йăлт хăй патне пуçтарса илчĕ, тет. || Обойтись (в течение известного времени). Тим. † Алăкран тухми çӳпçи пур, аллă пилĕк сурпанĕ пур, аллăшне парне парсассăн, çул çавăрма çитĕ-ха, пилĕкĕш хăне (= хăйне) юлĕ-ха. || Обходить, подносить. Мусир. Çитмĕл курка çитмесен, çавра куркапа çаврас (обнести), тет; çавра куркапа çавăрăнмасан, тимĕр куркапа тивертес, тет. || Собирать в одно место. Ст. Чек. Хĕрĕм, кĕтĕве çавăрса хăвар-ха. Дочка! собери-ка стадо в одну кучу. || Рыть. В. Буян. Çав шăтăкра патша ывăлĕ çĕр тĕпĕнче хăйăр çавăрнă. || Свить (гнездо). Сред. Юм. Çерçи йăва çавăрнă. Воробей свил гнездо. Баран. 150. Пурте йăва çавăрса чĕпĕ кăларăççĕ. Ib. Тилĕ... вĕçен-кайăксен çĕре çавăрнă йăвисене шыраса тупать. || Строить (дом). Сред. Юм. Ô çын халь çорт пит çаврать. Он теперь строится во всю (строит дом, усиленно занят постройкой дома). Кан. Халĕ вăл пĕр уйăх хушшинче килне çавăрса çитере пуçларĕ (стал достраивать), пӳртне тимĕр витнĕ. N. Пӳртсем лартрăр-и? Кил-çорт çавăртăр-и? Çуртăрă-йĕрĕре çавăртăр-и? Кил-картиш çавăрайрăр-и? Построились ли вы? (Так спрашивают в разных говорах погорельцев). N. Кусем хăйсем пĕр тĕрлĕ ял çавăрса пурнаççĕ. || Городить. Пазух. Тимĕртен анкарти эп çавăртăм, йĕтемиине шăвăçран сартартăм, юпине ылттăнран, ай, ларттартăм. Альш. Кив çурт çинче (на прежнем месте деревни) анкартисем çавăра-çавăра, тыта-тыта пĕтернĕ. N. Пирĕн атте картишне шурă хăвапа çавăрнă. Якейк. Холая чолпа çавăрнă. Город огорожен каменною стеною. || Класть (печь). Изамб. Т. Кăмака çавăрас. || Точить (о токаре). КС. Йĕке çавăр, вытачивать веретено; чашăк çавăр, вытачивать блюдо. || Обойти. Бюрг. † Анкарти тулашĕнче мулкаç вылят, пĕр çавăрса пулма-çке (= пулмаст-çке). N. Эпĕ çĕр çинче çӳрерĕм, пĕтĕм çĕре çавăрса тухрăм (обошел всю землю). || Вышивать. N. Мĕн ĕçлетĕн, тăхлачă? — Йывăр тĕр (тĕрĕ, узор?) çавратăп. || Оторачивать. Алших. † Çипирккене хăнтăрсем эп çавăртăм. || Отделывать. Тим. † Пурçăн пиçиххи ярапине çавăрса пулмарĕ укапа. Пуянăн та сарă ачине çавăрса пулмарĕ çамрăк чух. Бур. † Ука кирлĕ çухана (вар. суха) çавăрма; хайла (уменье, сноровка) кирлĕ юрăсене юрлама. Ib. Тулĕсене пурçăн туртăр-а (у „тарай енчĕк“) ăшĕсене ука çавăрăр-а? Срв. Оп. иссл. чув. синт. I, 177. Лашм. † Улача кĕпе аркине çавра-çавра тыта пĕлмерĕм. || Закруглять. Альш. † Эпир ларас вырăна çавăрса тунă иккен тенкелне. || Увлечь, seduire. N. Ăна час çавăрма пулать. Её легко увлечь. Алешк.-Сапл. † Ылттăн ука çуха çавăрать, маттур ача сар хĕр çавăрать. АПП. † Вăрман хĕрринчи сар-кайăк, сала çаврас сасси пур... Тим. † Пирĕн савнă туссем ялта мар, сире çавăрмашкăн эпир мар. || Расположить к кому-либо; склонить. КС. Ун кăмăлне çавăрсан, тем чул та сăпаççипа калăттăмччĕ сана. N. Халăх кăмăлне çавăрас шухăшпа, вăл комиссияна (= комиççие) халăхран та суйланă çынсене кӳртмелле тунă. Бюрг. † Хамăн тенĕ тантăша пĕр çавăрса пулмарĕ мулпалан. N. Вăл патшалăхра мĕн те пулсан нумай вĕтĕ-вĕтĕ çĕр тытакансем туса, вĕсене хăй енне çавăрасшăн. Кубня. † Ай-хай савнă тусăм, хура куç! çавăрса пулмĕ-ши хам çумма? Юрк. Сирĕнпе пĕрле ĕçсе çиме пире çăкăр-тăвар çавăрчĕ. Ib. † Килес çукчĕ эпĕ çак киле, сирĕн çăкăр-тăвар çавăрчĕ. || Уговорить, убеждать (сильно раздраженного). Сред. Юм. Темле çиленнĕ çынна та хай маййăн çаврать (может уговорить). Альш. Унтан çавăра-çавăра хай хĕре йӳнерех хака килĕшеççĕ те, çураçаççĕ. Орау. Калаçкаласа аран-аран çавăртăм (уговорил). Альш. Карчăк хĕр тупать, карчăк каччă çавăрать. || Привлечь на свою сторону. Кан. Ку ĕçе пĕччен майлама çăмăлах мар, Ортяккова çавăрар. Кан. Ку кооператив халăха çавăрма (привлечь) пĕлменнинчен килет. || Ловко говорить, говорить обстоятельно. N. Халĕ вĕсем вĕсене хирĕç пит аван çавăрса çыпаçтараççĕ (ловко отвечают на выпады их). ТХКА 58. Ăслă, тăнлă çынсем аван, сăмаха çавăрса, ырă кăмăллă калаçнине илтсен, илемлетсе шăнкăл-шăнкăл шыв юхнă пек шăкăлтатса, кăмăла-чĕрене пусарса, лаплантарса, пит ăслă, вырнаçуллă, çыпçуллă çырнине вуласан, калаçнине илтсен, ах, вара, çавра-çил пек, ман шухăш кĕвĕçпе явăнать. КС. Ăна хирĕç лайăх çавăрса хучĕ. Ловко отпалил (ответил) ему. N. Çавăрса калаçаймаçт. Шемшер. † Йори килтĕм çак хоçа патне, çавра-çавра поплеме. Конст. чăв. Çапла сан пек çавра-çавра каласа ăнлантаракан пулнă пулсан, капла пулас çукчĕ эпир, терĕç. Лашм. † Пĕчĕкçĕ çĕлĕк, çавра çĕлĕк, çавра-çавра ларта пĕлмерĕм; çак тусăм килсен, çавра-çавра калаçа пĕлмерĕм те, калаçа пĕлментен сивĕнчĕ. || ЧП. Выртрăм, ăйхăмсене çавăраймастăп (не могу уснуть) || Спеть куплет. Кильд. † Пĕр çавăрса илсе пĕр юрлăтăм, ăшăмра мĕн пуррине калăтăм. Кĕвĕсем. Чĕкеç килет сассипе, çавăрса юрлать юррине. || Уплетать. Кан. Нимрен ытла, кĕселе атте юратсах çавăрать. || Иногда выражает силу, ловкость, законченность действия. СТИК. Çавăрса çырт, укусить.

Çарăмсен

то же, что Çарăмсем. Карм. Çарăмсенĕн (река) кукри çичĕ кукăр, çиччĕ çаврăнасси час пулмĕ. АПП. Кăвакалĕ ула, мăйĕ хăла, Çарăмсенĕн савнă кайăкĕ. Сунч. † Кĕçĕн Çарăмсен (шыв кукри) леш енче йĕпкĕн хура учĕ кĕçенет.

çемĕн

по мере того, как... Сĕт-к. Пирĕн ĕнейăн сĕчĕ сахалланнă çемĕн сахалланса пычĕ (удой все убавлялся и убавлялся). Кожар. Ачисем пурăннă çĕмĕн уйăрăлнă. Ст. Янсит. Ӳснĕ çемĕн эпĕ аттесене ĕçсем тума пулăшаттăм. Ст. Яха-к. Акă ĕнтĕ, раштав иртсессĕн, çавăрни çывхарнă çемĕн çывхарса çитет. Ib. Çапла Маçилке каласан, йĕп тăрăнчи çăкăр хытти мĕн чухлĕ сулланнă çемĕн сулланма пуçларĕ. Ала 16. Çапла вăсем кайсассăн-кайсассăн, пынă çемĕн хăйсен ялĕ курăна пуçланă, тет. Якейк. Хĕвел хăпарнă çемĕн хăпарать. N. Хĕвел çывхарнă çемĕн пирĕн çанталăк ăшăтсах пырать. Шел. 28. Кĕнĕ çемĕн кĕрет вăл çулпа вăрман ăшнелле. N. Ытла çемĕн ытла пултăр. Пусть все прибывает и прибывает (добро, имущество). В. С. Разум. КЧП. Юрланă çемĕн сасси уçăлса пырать. N. Кирлĕ çемĕн (по мере необходнмости), пурне те валеçсе панă. N. Кăçкăрнă çемĕнех вăл авăралла чупса кайрĕ. || По... N. Çунакан япаланăн хăвачĕ çемĕн вучĕ-хĕрĕвĕ çапать. Чураль-к. Атăл кукри аллă кукăр, кукри çемĕн вĕт хăва. Хора-к. Йывăçи çемĕн çырли. Собр. Чӳкĕ çемĕн тĕсĕ, теççĕ. (Послов.). См. -çем, çемин.

çырма

(с’ырма), река; речка. Ск. и пред. чув. 91. Çумăр çырма пек юхать. Альш. † Çырма тĕпне вак касрăм, тур лашана шăварма. N. Çырма тесе юхса выртакан шыва калас. НАК. Ял тулашĕнче, пĕр-пĕр шывлă çырма хĕрринче. Юрк. Çырма урлă каçмалла. Трхбл. Çырмара ейӳ тухнă. Вăл тĕлте ейӳ сарăлат. || Овраг. Янш.-Норв. † Çинçе çырмара виç кукăр, кукри сайран куккук йăви, куккук! тиен пĕри çук. Сред. Юм. Çырмана шыв аннă тесе çорконне йор ирĕлсе çырмара шыв йоха пуçласан калаççĕ. Якейк. Çырмаялла виçĕ ача анса карĕç.

çимĕк

(с’имэ̆к), назв. праздника, семик. Орау., К.-Кушки. Байглыч. Çимĕк, последний четверг перед троицей; в этом день проводили обязательное поминовение умерших. См. Магн. М. 185. Н. Седяк. Çимĕке чăвашсем эрне каç тăваççĕ, тройтсă умĕн. Çак каç вилнĕ çынсем киле таврăнать, теççĕ. Çăмарта пĕçереççĕ, кашни вилнĕ ачана пĕрер, çак çăмартасемпе выляса çӳрет, теççĕ. Хурăнташсене пуçтараççĕ, вара ĕçеççĕ, çиеççĕ. Хурамал. Çимĕке, акана иртерех пĕтерсессĕн, вырас çимĕкĕ умĕнчи кĕçнерникун тăваççĕ, акана час пĕтереймесессĕн, вырăс çимĕкĕ (троица) хыçĕнчи кĕçнерникун тăваççĕ. Аттик. Вĕсем пуринчен ытла çимĕк тенине мункун иртсен çичĕ эрнерен виçĕ кунччен пĕтĕм ĕçĕсене пăрахса уяççĕ. Тайба-Т. † Çимĕк çите пуçласан, хĕр пуçтарăнат урама; Хăят (назв. ярмарки в с. Кияти) çите пуçласан, хĕр саланат урамран. Сред. Юм. Çимĕке вилĕсĕм пыраççĕ. (Çимĕк ыран чôхне, ратил ыран тенĕ чохне, вилĕсĕм хăйсĕм вилнĕ киле пыраççĕ, тет). Якейк. Первайхи çимĕкчен çиччĕ шăва кĕрсен, е çич тьыха корсан, çын тепĕр çолталăкчен лайăх порнать, теççĕ. Ib. Çимĕкре пусăк пир кĕпи полсан та, çĕнĕ полтăр, мăнконта çĕтĕк полсан та, шорă полтăр. Регули 1198. Çимĕк тĕлĕнче килимарĕ вăл. Ib. 1188. Çимĕкренпе сумар выртать. Ib. Çимĕкчен онта порнатăп. СПВВ. ИА. Çимĕкрен чăваш хĕрĕсем вăйя тухаççĕ (начинают устраивать хороводы). Шурăм-п. Çуркунне, çемĕкчен шыва кĕме пуçларăн пулсассăн, çичче çитиччен кĕр, ахаль лайăх мар. Çимĕкчен е пĕртте кĕрес пулмасть, е çеччĕ кĕрес пулать. Ильково. Çимĕк виç эрне юлсан, çамрăк ачасем выляма пĕр-пĕр пушă вырăна тухаççĕ. N. Çимĕк çитеччен çиччĕ шыва кĕрес пулать, теççĕ. С. Дув. Çимĕк вăййи çичĕ эрне каç выляни килĕшет. Собр. † Çимĕк çич кун, терĕçе, çимĕк çич кун, терĕçĕ, ма çич эрне килмен-ши, ма çич эрне килмен-ши. ТХКА 34. Çимĕк сăрн ĕçме кăçал эпĕ хам арăмпа кукки патне карăм. Утăм № 1, 29. Çимĕкелле çав кĕриччен тавлашăва татасах, терĕç, çук çын ытла пит кӳтнĕрен пуянсем: чарасах, терĕç. Т. И.-Шем. Вилнĕ çынсене çимĕкре хывас йĕрке. Çимĕк çитес умĕн вилнĕ çынсене сăра туса хураççĕ. Вăл сăрана çимĕкре ĕçмелли сăраран ăрасна тăваççĕ. Унтан çимĕк умĕн кĕçнерникун ирех икерчĕ пĕçереççĕ. Чăн пирвайхи икерчине хуçа арăмĕ алăк патне чашкăсăр, çуртасăр, ахаль анчах вилнĕ çынсене хывать, унтан икерчине çемйипе ларса çиеççĕ. Сăра тунă чух та, ăсли ĕлкĕрсен, ăслине малтан вилнĕ çынсене хываççĕ, унтан хăйсем ĕçеççĕ, сăра сĕрнĕ чух та çапла тăваççĕ. Кăнтăрла сулăнса каçхи апат енне кайсан, кашни килĕре хăйсен çемйисемпе мункунти пекех алăк патне çуртасем çутса сĕтел лартса хываççĕ. Пĕр-пĕр килĕрен уйăрăлса тухнисем малтан тĕп çурта кайса тĕпри вилнĕ çынсене хываççĕ, унтан хăйсен килĕсенче хăйсен çемйинчи вилнĕ çынсене хываççĕ. Унтан каçхи апат тĕлĕнче кашни килĕрен икшерĕн, виçшерĕн лаша кӳлсе урапа çине, тарантас пуррисем непременно тăрантас çине минтерсем хурса ларса, лакăмпа сăра илсе, эрек илсе, масар çине каяççĕ. Масар çинче ăратни-ăратнипе хăйсен вилнĕ çыннисене пытарнă тăприсем патне пырса хываççĕ. Кашни ăратне хăйсен вилнĕ çыннисене ытти çынсен вилнĕ çыннисенчен ăрасна çĕре — пурте пĕр çĕре пытараççĕ, çавăнпа çимĕкре кашни ăратне хăйне ушкăн пуçтарăнса хываççĕ. Хываççĕ тӳрех çĕре, çимĕçпе пĕрле тата, камăн пурри, симĕс сухан хывать, унтан эрекпе сăра хываççĕ. Кашни татса пăрахмассерен вилнĕ çынсене асăнса: çавăн умĕнче пултăр, çавăн умĕнче пултăр, эпĕр асăнатпăр, эсĕр ан асăнăр, сĕт-кӳлĕ пултăр умăнта, теççĕ. Унтан вара çавăлтех ăратнипе ларса ĕçсе çиеççĕ; ĕçеççĕ ӳсĕрĕличченех, вара çĕрле пулас умĕн таврăнаççĕ. || Троица. Череп. СТИК. Çимĕке (к тронце) пурте сăра тăваççĕ. Ib. Çимĕк иртсен хыт-сухана тухаççĕ. Т. IV. Çăва çине çимĕке кайса, вилнĕ çынна асăнса ĕçсе-çисе юрламасан, ташламасассăн, вăл выртнă чухне те хурлансах выртат (ему бывает горько), теççĕ. || Назв. однодневной ярмарки. N. Çимĕк нумай полат: Микон-кон (9 мая) çимĕк, Хораç-ту (Вознесение) çимĕк, Явăш-кон çимĕк (за три дня до троицы) Троски-кон çимĕк (в день троицы). Якейк. Сар-кайăк, сар-кайăк, йăмăксене кортăн-и? Корсаттăмч, калаçсаттăмч, çимĕкрен çимĕке чопатьчĕç. В. С. Разум. КЧП. Халăх утать çимĕке хуп-хура та шап-шурă. || Назв. рыбы. Шибач. См. çимек пулли.

çу

то же. что çум (послелог; по строению см. у, ум). N. Ман çăва лар. Садись рядом со мною (также — сан çăвăнта, он çăвăнче). Коракыш. Тата Мункунта асăннă чухне алăк айăккине пĕрене çине, тата кăмака çăвăнчи шкаф çине çуртасем çутса лартаççĕ те, çав ыттисем пекех тăваççĕ. Алăк панчи çуртасене икерчи çинех, сăра çинех яраççĕ, шкаф çумăнчисене вучаха ярса çунтарса яраççĕ. Г. А. Отрыв. † Пирĕн çăва (со мною рядом) ан ларăр: савни, курсан, çилленет.

çу

(с’у), лето. См. çăв. Н. Сунар. Çапла вара виçĕ çу (кĕтӳ) пăхнă (пас стадо), виçĕ хĕл тарçăра пурăннă. Баран. 161. Кунта хĕлле пулманпа пĕрех. Çу пит вăрăм килет. Юрк. Хĕлле чипер усраса, çăва кăларнăшăн. N. Çу варринче çумăр хыççăн хăвăрт тулса ыткăнать. ЧС. Иртнĕ çура (в прошлое лето), ыраш вырма тухсан... НТЧ. Çăва тухсан (когда наступит лето), пĕр вĕçĕ картара пултăр, пĕр вĕçĕ хирте пултăр. Хĕле кĕрсен, карта тулли тăччăр (скотина. Из молснья „ĕне ырри“) N. Çын калать, тет: халĕ тупас çук уна тепĕр çусăр (до другого лета, раньше другого лета), тесе каларĕ, тет. Якейк. Хăш-хăш çура çак çырма типсе лармасть. О сохр. здор. Кирек кам та вăл ĕçе пĕр-ик-виç çура вĕренсе çитет (может выучиться за два-три лета). Н. Лебеж. † Çăва тухса килнĕ чух (при наступлении лета) эсĕ ачăна уйăран. (Хĕр йĕрри). Шăна чир. сар. 8. Çу иртнĕ çĕрелле (к концу лета), кĕркунне, тепĕр тĕрлĕ шăна тухать. Орау. Çу нумай юлмасть. 1) Лета осталось немного. 2) Мясоеда остается немного. З) Масла остается немного. Кан. Кун йышши ĕçсем çак çура (в это лето) пайтах пулкаланă. N. Çу иртрĕ. Лето прошло. N. Час ĕнтĕ çу иртет, кĕр енне кайрăмăр (дело идет к осени). Кан. Вăл çу вăхăтĕнче çеç кĕме йӳрăхлă, çуркуннепе кĕркунне сивĕ, кĕме юрăхсăр. Сред. Юм. Прахутсĕм, пĕр кĕрконне полсан, çӳреме чăрнаççĕ те, çуран-çăва (с лета до лета) çитеччинех пĕр вырăнта лараççĕ. Ib. Çуран-çу (с каждым летом) çăмăр полми полчĕ, порнан ĕмĕрте те воçех çуми полать ко çăмăр. || Весна. N. Çак çутă çу кунĕ май уйăхĕнче кунта та унта пекех тырăсем аван ешернĕ, мĕн пур вĕçен-кайăкĕ, куккусем те юрлаççĕ.

çул уçăл

открытие „дороги“, устранеиие препятствий. ЧС. Вара атте, тепĕр пичче, шăллăм пĕр сĕвем çиппе хуран илчĕçĕ те: çăл пуçлама каятпăр, тесе, кайрăçĕ. Çав çиппе пирĕн, вилнĕ çыннăн леш тĕнчере çӳреме çулĕ уçăлтăр тесе, валашка пуçне çакса хăвараççĕ. Шыв илсе килсен, пичче Митри куçăнчи, хулхи шăтăкăнчи, сăмси шăтăкăнчи пурçăна илчĕ те, кĕпи-йĕмне çурса кăларчĕ. Вара çăва пуçларĕ. Çунă чухне виççĕн çурĕçĕ.

ывăл-çурри

пасынок. Трхбл. Аçа-çурри тăван ашшĕ пекех çемçе тыткаламĕ çăва. Ывăл-çурри тăван ывăл мар-ĕçке, ăма питех шел мар-тăр?

çăв

лето. См. çу. Регули. 1170. Килес çăва çитĕ. Ib. 1172. Эп он панче кăçал çăвĕпе ĕçлерĕм. Ib. 1174. Ку çăвăн ăшши çок. N. Çăвĕпех шыва кĕтĕм. Купался все лето. Буин. Çăвĕпех шыва кĕтĕм (кĕрĕп). Все лето купался (буду купаться). Ib. Çăвĕпех пирĕн патра çӳрерĕ. Он все лето ходил к нам.

çăва тух

дожить до лета. Орау. Çăва тухатпăр ĕнтĕ, ваттăн-вĕттĕн пурăнăçĕ çитет (придет хорошее житье). Юрк. Çăва тухсан, ака пĕтсен...

çăв

итти, падать (о дожде, снеге). См. çу. Регули 220. Халь йор çăвакан (çăваканĕ) çок, кайма лайăх. Ib. 1454. Çомăр хытă çăватьчĕ, çаплах кайрĕç. С. Айб. † Тĕтре çăвать çырмана, шыв пухăнать пĕвене. Сунч. † Ан хуйхăрăр, хĕр-тантăшсем, пуçăр çине тивлет çăва-çке. Собр. † Тăванçăм, ан хуйхăрсам, ан куйлансам, пуçăр çине тивлет çăвать-çке. Альш. † Ман çылăха кам çăвĕ? Кам тупакан — çав çăвĕ. (Хĕр йĕрри).

çăва

(с’ы̆ва), кладбище. НИП. Çăвара, на кладбище (т. е. в могиле). Яргуньк. Кайнă чухне вăсем пĕр чӳркӳллĕ ял витĕр тухса çăва кĕтессине ларчĕç, тет. Эпир çур. çĕршыв 19. Мăн çырман тепĕр енче çăва выртать. Ĕлĕк çак çăва çине 28 ял виллисене пытарнă. Актай. Кайсан-кайсан, пĕр çăва патне çитрĕ, тет те, çăва пуçĕнчен: кунта паян пы(та)рнă çын пур-и? тет. N. Çăва çине пытар. N. Вара, кăнтăрла çитсен, пурте таса шурă кĕпесем тăхăнса çăва çине каяççĕ. Истор. Анчах унта, çăва çинчи пек, çын та пулман. Собр. Çăва патне кайнă виле каялла килни çук, теççĕ. (Послов.) || Употребляется в бранных выражениях. N. Мĕн çăви тума кирлĕ пулнă эп вĕсене? На кой чорт я им понадобился. Сред. Юм. Мĕн çăвине çапла хытланса çӳрен çак эс. Ib. Мĕн çăвине пĕрмай çапла хĕнесе çурен çак э çав ачасĕне ахалех? Ib. Мĕн йĕре-йĕрех асапланса çĕклен ôна, кам çăвн хôшнă поль сана она тума. Ib. Такам çăви килет ĕнтĕ тăта. Чорт еще кого несет. (Гов., когда в духе). Ib. Таçта çăвана кайса пĕтнĕ, киле пĕри те юлман. Ib. Эй, çăва (гласная „ă“ почти незаметна), çавна та тума астуман. Ах, чорт возьми, и это забыл сделать. Кан. Картисем (изгородь) карăнса лараççĕ-ха вĕсем. Пахчари ĕçĕ вĕрет. Вăхăтра ĕçлес пулать вĕт пахчара. Карти вăл çăва патне. В. Олг. Çăва панчи (брань). Слеп. Çăва патне кайманскер! ЩС. Çăва патĕнчи (ругательное слово). Янтик. Эп, укçа пулсан, çăва патне те (куда угодно) кайса килмелле, анчах укçа çук. Ib. Темле çын у, çăва панчен килнĕ пуль: тем те пĕр калаçать. Орау. Виç тенки çăва патне кайтăр, ĕç пулсан темех мар (или: ĕç пулсан вăл ним те мар). Ib. Çăва патне вăрçу-япалу! Хурамал. Тупрăн-и çав япалана? тесен — тунмарăм, елле çăва патне кайнă, теççĕ (или: елле хăяматра, елле çăва патне кайнă). В. Олг. Эккей, çăва патне кайманскер, ме итлеместĕн (легкая брань, шуточная)? Ib. Эс çăва тĕпĕнчен тохса кисе, этем мар эс! Пшкрт. Эс онта каятни? — Ста çăва патня онта каяс. N. Тырă, тесе, вилеймĕн, вăл çапса та пăрахĕ (солдат), çăва патне. Çентерчĕ 11. Кам çăва вăл? — Çăва мар эпĕ, çын. Шурăм-п. Çăва, киле каяс пулĕ тесе, тулчукран анатăп.

çăва карти

кдадбище. В. Олг. Пшкрт. Çăва карти (с’ы̆ва ҕарδиы), кдадбище.

Çăва кукри

назв. местностн (вăрман кукрн). Тури-Карапаш.

çăва пуçлăхă

то же, что çăва пуç. Актай. Тата вăл (колдунья) çул çинче чӳркӳллĕ яла çиттĕр, каллях çăва патне çиттĕр, тет те, çăва пуçлăхĕнчен: кунта паян пытарнă çын çук-и? тет.

çăва тĕпĕ

преисподняя, тартар. Капк. Апла пулсан çăва тĕпне çитичченех кай (провались ты в тартарары)! Сан пек: çапкаланчăксем кирлĕ мар пире. Мыслец. Çăва тĕпне! Провались в преисподнюю (бранное слово).

çăва шăтăкĕ

могила (кладбище называется масар, а не çăва). ППТ. Чир-чăр вĕçтĕр! тунтирсене кураксем пек вĕçтеретпĕр, чир-чăр унтан та хытă çӳлелле çавра çил пек çаврăнса улăхса кайтăр та, çăван шăтăкнех çаврăнса кайтăр (бросают вверх). Пшкрт. Çăва шăтăкня кайман! Орау. Таçта çăва шăтăкнелле утрĕ ĕнтĕ (куда к чорту пошел), чĕмере, çăва панче çулса хуни пур, тит, курнать (ругает корову пастух).

См. также:

çăва çăва йопи çăва карти çăва кĕр « Çăва кукри » çăва пуç çăва пуçлăхă çăва тĕмешки çăва тĕпĕ çăва тонкати

Çăва кукри
Свойства слова не указаны
 
Хыпарсем

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Яндекс: 41001106956150

WMR: R028110838271

PayPal: np@chuvash.org