Поиск: ватти - Чăваш чĕлхин ретроспективлă ăнлантару словарĕ
Чăваш чĕлхин ретроспективлă ăнлантару словарĕ
çурт пуç çынни; вилни. Ачамсем, кашни кил-йышра ватти (çурт пуç çынни) пур, кашни килте ватти – е ашшĕ е аслă ашшĕ, е пиччĕш, е хăйпе пĕр тăван пиччĕш пулать; çапла кашни килте кам та пулин ватăраххи çурт пуç çынни пулать; кил-йышĕсем унпа канаш тумалла, ăна итлесе пурăнмалла [Объяснительные 1903:65]; Ваттисене (вилнисене) асăннă чух кутия е харпăр хăй пылне илме, Турă шыва кĕнĕ праздникре святой шыв илме тата Христос Иерусалиме мухтавлăн кĕнĕ праздник кунĕ кăчăкă илме пит тăкăсланса, васкаса пыраççĕ [Наставление 1905:9].
ӳк. Вĕт, ырă çимĕç тăвакан йывăç та ватти çитсен йăванать (ӳкет), анчах вăл çухалмасть: ун тымарринчен е вăрринчен çĕнĕрен йывăç шăтса çитĕнет тата лайăхрах çимĕç тăвакан йывăç пулать [Поучения 1904:45].