пăнтăх вăхăт, пăнтăх самана е пăнтăх самани, пăнтăх тапхăрĕ, ç.я. Обществăпа экономика аталанăвĕ хытса ларнă вăхăт; аталанусăр тапхăр (туп.). Аталанусăр иртсе кайнă çулсем вĕсем — пĕтĕмпех пăнтăх вăхăт. КЯ, 24.02.1989, 3 с. Пăнтăх тапхăрне каялла тавăраймĕç [Пуçелĕк]. ХС, 1991, 15 /. Унăн сăнарĕнче ... пăнтăх (застой) тапхăрĕнче вăй илнĕ тӳнтерлĕхсем палăрма пуçланă. ЧЛ, 1994, 11 кл., 47 с.
— пăнтăх саманин палли (П-н, 1991, 21 /, 10 с.); пăнтăх тапхăрĕнчи çынсем (Я-в, 1990, 5 /, 28 с.); «пăнтăх вăхăтĕнчи» çулсем (ÇХ, 1998, 50 /, 9 с.); «пăнтăх самана» çăмăллăхĕсем (ТА, 1998, 1 /, 37 с.).
См. также:
пăнтăр пăнтăр-пăнтăр пăнтăртат пăнтăртаттар « пăнтăх » пăнтăхлăх пăнтăхтар пăнтĕç пăнтаç Пăнти