I.
1.
собирать, набирать
подбирать
кăмпа пуçтар — собирать грибы
комбайн хыççăн çĕрулми пуçтар — подбирать картофель за комбайном
тăкăннă укçана пуçтар — подобрать рассыпавшуюся мелочь
хăйма пуçтар — снимать сливки
пĕр витре хăяр пуçтар — набрать ведро огурцов
улăма тураса пуçтар — сгребать солому (граблями)
пуçтарса тултар — насобирать, набрать (много)
2.
собирать (воедино), сосредоточивать, накапливать
çынсене пуçтар — собрать людей
вăй пуçтар — собраться с силами, накопить силы
3.
убирать, вести уборку
тыр-пула пуçтарса кĕрт — убрать хлеб
утă çулса пуçтар убрать — травы на сено, провести сенокос
4.
собирать, снаряжать
ачасене çула пуçтар — собрать детей в дорогу
5.
взимать
собирать
член укçи пуçтар — собирать членские взносы
налук пуçтар — взимать налог
6.
созывать, собирать
пуху пуçтар — созвать собрание
пурнете кунта чĕнсе пуçтармалла — всех надо созвать сюда
7.
убирать
сĕтел çинчен пуçтар — убрать со стола
ытлашши япаласене пуçтарса хур — убрать лишние вещи
8.
копить, собирать
укçа пуçтар — копить деньги
марка пуçтар — коллекционировать марки
Салатма час, пуçтарма час мар. — посл. Расточать легко, собирать трудно.
Ырă арçын пуçтарать, усал хĕрарăм салатать. — посл. Хороший муж копит, а плохая жена мотает.
9.
прибирать, убирать, прибираться, убираться
вырăн пуçтар — прибрать постель
пӳлĕме тирпейлесе пуçтар — прибраться в комнате
10.
одбирать
подтягивать
çӳçе пуçтар — подобрать волосы
тилхепене пуçтарса тыт — подобрять вожжи
11.
монтировать, собирать (напр. машину)
вело пуçтар — собрать велосипед
сехете салатса пуçтар — разобрать и собрать часы
12.
нищенствовать, побираться
пуçтарса çӳре — заниматься нищенством
◊
ĕç пуçтар — закончить работу
пуçтарса хур — убить, прикончить, уничтожить
II.
понуд. от пуç II.
собирать, набирать, подбирать с земли,
вообще сбирать вещи врозь лежащие (напр. ягоды, грибы, колосья, ложки после обеда)
çăмарта пуçтар — скупать яйца
пуçтарăн – собираться
вара пур пуçтарăннă çын та хуран тавăра пуçтарăнаççĕ те кĕл-тума тытăнаççе — потом все собравшиеся люди сходятся вокрук котла и начинают молиться
утă пуçтарни — уборка сена
пуçтарса хур — заготовить
панулми хĕл валли пуçтарса хунă — заготовили яблоков на зиму
, поçтар, собирать, набирать. Изамб. Т. Ырашăран пуçтарса çӳрет (рожью собирает, ругу). N. † Аттепеле анненĕн килне тытма кĕçĕнтен пуçтарнă ăс кирлĕ. N. † Çĕр çитмĕл пĕрене эп пуçтартăм, çĕр çĕклейми пӳртсем ларттартăм. Ст. Чек. Пуçтаракан, собиратель кож, тряпья и пр. Орау. Пĕр кунтăк хăяр пуçтартăмăр (набрали). Ib. Кĕнекисене пуçтарса леçтермен-ха. Еще не собрал и не отправил книги. Чаду-к. Вăлтине пуçтарса киле карĕ. || Нищенствовать. Ала 12. Пĕр пуçтарса çӳрекен ватă арăм. N. Ку тăхăнчĕ (надел), тет те, карĕ, тет, пуçтаркалама (по миру). || Покончить (с делами), убраться. Качал. Карчăк калать: юрать, юрать (можно), акă эпĕ те каятăп ĕç пуçтарсан (когда уберусь), тит. || Прибрать. Собр. 429. Ташла пĕлмен урине çатан çумне пуçтарас, пупле пĕлмен чĕлхине вĕри шӳрпе сыптарас. || Свертывать. Скотолеч. 23. Лаша тăватă урине те хырăм айнелле пуçтарса тăрать. || Спрятать. Б. Хирлепы. Хутне пуçтарса илчĕ (спрятал), тет те, сулахай енчи çулпа карĕ, тет. СТИК. Çак атта кĕлете пӳлмене пуçтарса хурас (надо спрятать в амбар). || Спровадить, убрать. N. Ку япалана ыранччен ăçта-та-пулсан пуçтарса хурас пулат. Нужно эту вещь (мертвого) спровадить до завтра куда-нибудь. N. Çавăнпа ялсене, халăха çĕр париччен унтан юрăхсăр çынсене пуçтарас пулать. || Убить, прикончить. Т. VII. Куна пуçтарса хурасси хураймарăм; ĕнтĕ тепре тупса пулаймĕ-ши. Ăна вара часах аллăмран ĕçермĕттĕм. Сунт. Çул çинче эпĕ ăна пуçтаратăпах. Ск. и пред. 62. Унтан сасартăк Утяка мăйран пăвса тытать те, çапла кăшкăрать: эсĕ те унтах пултăн-и пĕрле? Халĕ çийĕнчен кулса çӳретĕн-и? Çакăнтах пуçна пуçтарса хурам! Ау 40. Унтан вара пуп пуçтарат та хурат арăмне (убивает). N. Хăш чухне сут пуличчен редактăра хăйне те пуçтарса хураççĕ: тĕрмене хупса лартаççĕ. || Уничтожать. Ст. Яха-к. Кăна эсир пăртак тăнă пулсан, тикĕн пулман пулĕччĕ ку: е хăвăра, е выльăх-чĕрлĕхсене пуçтарса хунă пулĕччĕ (прибрал бы, уничтожил бы он, т. е. чӳк. Здесь чӳк в смысле божества). Орау. Пĕр кунтăк хăяра пуçтартăмăр (съели, уплели). || Собрать (о машине). N. Вĕсене хăш япалисене ешчĕкпе, хăшне ахалех парса яраççĕ; машинăна килте пуçтарас пулать. || Снять (урожай). Юрк. † Арман умне вир акрăм (посеял), пуçтарса илме сĕлĕ мар.
җыелырга, тупларга
См. также:
пуçсăрлат пуçтăри пуçтĕрлĕ пуçтак « пуçтар » пуçтарăн пуçтарăну пуçтаркала пуçтарттар пуçтару