(ы̆jы̆х), сон. Тюрл. Ăйăх, сон. Урмай. Ăйăх пусса çитрĕ, тет, çаксене. Их клонит ко сну. У. Ларсан-ларсан, ăна ăйăх пуснă. Спустя некоторое время его начало клонить ко сну. Орау. Ăйху тăранчи? (или: çывăрса тăрантăн-и?). Выспался ли? Ib. Манăн ун чухне ăйăх уçăлиманччĕ, эп сан сăмахна ăнланимарăм. У меня в то время еще было сонное состояние, почему я не совсем понял твою речь. Ib. Кахал, ăйăха ярăнчĕ ĕнтĕ, кунĕ-кунĕпе çыврать! Лентяй, теперь уже навалился на сон, день-деньской спит! Ib. Ăйăх вăл çĕтĕк-çатăк майра пек, тит: чăссан, тăсăлап, татсан, татăлап, тесе калать, тит. Сон, говорят, похож на русскую женщину в лохмотьях. «Если меня натянуть» говорит он, — «я натянусь; если оборвать — оборвусь». Ib. Паçăр ăйăх пусрĕ те, халĕ уçăлчĕ ĕнтĕ. Давеча ко сну клонило, но теперь сон уже прошел. Ib. Эп, каç выртсан, ăйăх килме (или: килтĕр, тесе) кĕнеке вулап. Когда я ложусь вечером спать, то для того, чтобы заснуть быстрее, читаю книгу. Ib. Ăйха сĕрес, ăйха çапас, ăйха ярас ― (здорово) спать. Ib. Йăвăр ăйăхлă эп питĕ, вырăн çинчен сĕтĕрсе антарсан та, туймастăп. У меня тяжелый сон, я не просыпаюсь даже в том случае, если меня стащат с постели. Ib. Ăйăха вĕçтерес марччĕ, нушаланмалла ан пултăрччĕ. Не отогнать бы сна, не пришлось бы мучиться. || Метаф. N. Унăн ăйхи уçăлиман пулĕ-ха, ăна пĕрре тăхăнтартмалла, ăйхи уçăлтăр (т. е. его надо ударить, чтобы он прочухался, т. е. одумался).
См. также:
ăйăр тиха ăйăрă ăйăрла ăйăрла çӳрет « ăйăх » ăйăх амăш ăйăх вĕçни ăйăх вĕлер ăйăх пуçтар ăйăх тат