Поиск: сĕрме

Введите слово для поиска

Область поиска:

Чувашско-русский словарь (1982)

купăс

скрипичный
сĕрме купăс — скрипка
купăс мăйĕ — гриф скрипки
купăс хĕлĕхĕ — скрипичные струны
купăс ăсти — скрипичный мастер
сĕрме купăса ĕнер — настраивать скрипку

купăсçă

1.
скрипач
сĕрме купăсçă — скрипач
хĕрарăм сĕрме купăсçă — скрипачка

мăй

3.
гриф (музыкальных инструментов)
сĕрме купăс мăйĕ — гриф скрипки

нăйăлтат

3.
ныть, гнусавить, издавать гнусавые звуки
таçта сĕрме купăс нăйăлтатать — где-то заунывно поет скрипка
нăйăлтатса калаç — гнусавить, говорить гнусаво

сĕрме

сĕрме купăс — скрипка

сĕрме

скрипичный
сĕрме купăсçă — скрипач

хăнăх

1.
привыкать, приучаться, приобретать привычку, навык
ĕçе хăнăх — привыкать к труду
ĕçе хăнăхни — привычка к труду
хăнăхман ĕç — непривычное дело, непривычная работа
ĕçе хăнăхман çын — непривычный к труду человек
ĕçе хăнăхнă алă — привычные к труду руки
ача сĕрме купăс калама хăнăхрĕ — мальчик научился играть на скрипке
хăнăхса пыр — постепенно привыкать

хĕлĕх

струнный
çинçе хĕлĕх — тонкая струна
сĕрме купăс хĕлĕхĕсем — скрипичные струны
чĕре хĕлĕхĕсем — перен. струны души
хĕлĕх кар — натягивать струны
хĕлĕх карăнтар — натягивать струны
хĕлĕхсене ĕнер — настраивать инструмент (букв. струны)

Словарь чувашского языка

сĕр

(сăр), мазать, замазать. Çутт. 29. Аппа çав эмеле сĕрсе кĕçĕрен аран-аран тасалчĕ. Ау 21. Унтан килтĕм-килтĕм те, чипер аппан тути çурăлнăччĕ те, ăна çăва сĕрсе хăвартăм. N. Эс ман çурăма сĕрсе яр-ха. Сред. Юм. Орапа сĕр, мазать телегу дегтем. ЧС Манăн алла анне пиçнĕ хăмлапа та çыхатьчĕ, тата эрехпе те сĕретчĕ те, çапах та час тӳрленмерĕ. Орау. Чӳречесене сĕрсе лартнă, уçас мар. Ib. Путылккана питĕрсе сĕрсех хунă (замазали). N. Шур çуçлĕ пулаччен пурăнччăр тесе парнипе тутисене сĕреççĕ. || Гдадить. Собр. Лаша çине çĕрĕ тăхăннă алăпа сĕрсен, лаша мăнтăр пулат, теççĕ. Шурăм-п. Пусма картлашки çине выртрĕ, тет те, хырăм сĕрме (сĕтĕрме) тапратрĕ, тет. Хастарлăх 38. Сĕрсе утни — кивелчĕ вăл. || Тереть (mortuum in Iavando). Юрк. Алă тупанĕпе сĕрмеççĕ, тепĕр енĕпе сĕреççĕ. || Шăркать (о спичке). Хурамал. Шăрпăка сĕрсе тивретеççĕ (зажигают). Орау. Сĕрмелли, спичка (иносказательно). Тюрл. Вăсем вутне шăрпăкпа чĕртмеççĕ, икĕ пулинкене сĕрсе чĕртеççĕ. || Пилить. Ала 56. Çак кĕлтунă вăхăтра темĕскер кĕмсĕртетнĕ сасă илтĕнчĕ, унччен те пулмарĕ, темĕскер пăчăкăла сĕре пуçларĕç, вĕсем сĕрсен-сĕрсен, тинех пĕлтĕм вĕсем эпĕ тăракан йăвăçа сĕрнине. Çурри йăвăçа сĕрсе çитсен тепĕр еннен сĕре пуçларăçĕ, çак вăхăтра манăн чунăм пĕтĕмпех чĕрне вĕçне çитрĕ. || Резать. Альш. Çĕççи мука пулат, тет те, сĕреççĕ, тет, сĕреççĕ, тет, çеççи сĕрмес, тет. || Ударить, стегать. Орау. Сĕр пĕре пушупа. Ib. Лешне пĕрре пушипе сĕрсе ячĕ (вытянул). Ст. Чек. Сĕрсе илнĕ, стегнул (кнутом). || Мыть. С. Тим. † Урай хăмисем сарă мар, пусса сĕрекен эпир мар. N. Сакă сĕрмелли. || Петь песни. Орау. Сĕрет юрра! Поет и поет (хорошим мотивом; задушевно). || Чистить. N. Хамăр ялăн хĕрĕсем, сĕрсе çакнă укçа пек, ялтăртатса çӳреççĕ. | Мямлить. КС. Сĕрсе калаçать, мямлит. || „Устроить“ (иронически; т. е. напортить). Сред. Юм. Сĕрет ĕнтĕ ô. Но он уже это сделает (с иронией, о человеке, не могущем сделать). Ib. Маçтăрсем тăвайманнине эс туса сĕрен ĕнтĕ ôна (с иронней). Мастера не могли сделать, а уже где тебе. || Дать взятку, „подмазать“. || Наговорить на кого, нашептать, наябедничать.

струмин

то же, что след. сл. N. Староста хисеп панă чухне: струмин патĕнчи урапасене сĕрме пилĕк-улт пăт тикĕт илтĕм, тет.

çурăм ути

назв. растения. Шарбаш. Çорăм ути, фиалка. Ст. Чек. Çурăм ути (çеçки кĕрен, çырли кăвак). Çурăм ыратнăран аван. Тымарне хĕрсем хитре пулма чăмласа питне сĕреççĕ; пит хĕп-хĕрлĕ пулса каят. Тепĕр кунне пит таткаланса каят, тепĕр эрнене вăл тӳрленет, вара хĕрлĕ пулас тесен, каяллах сĕрме юрать; шывне ĕçеççĕ, курăкне çурăма сĕреççĕ.

тăр

(ты̆р, тŏр), вставать; стоять. N. Икĕ ура çине тăрса ӳкерттер. Çутт. 70. Икĕ ура тăрне тăрса йĕри-тавра пăхкалать. N. Хăвăр аппусампа портăпа тăрса вăрçнă. N. Чĕнмесĕр тăрать-тăрать те, мĕн те пулсан каласа хурать (вдруг скажет о том, что уже было). Могонин. Çавăн пек йĕрĕх те çынна тытать; йĕрĕх тĕлне тăрсан, е таптасан, е сурсан, вăл вара çав çынна кĕсен-çăпан чирĕпе асаплантарать. Чуратч. Ц. Вăл хапха патне тăчĕ те, каçчен те ниçта та каймарĕ, çантах тăчĕ. Якейк. Ĕçлен, мана кориччен, чăмăртанса выртнăччĕ; мана корсан, тăрса шăтăкне тарса кĕч. || Вставать с постели. N. Пуринчен иртерех тăратăп. Мы встаем с постели раньше всех. N. Вăл халь те çывăрса тăман. Орау. Эсир тăнă-и? Эсир тăтăр-и? Вы встали? Ib. Эсĕ тăнă иккен. Ты, оказывается, встал. Ib. Эс тăним? Разве ты встал уже? Оринино. Çывăрса тăрчĕ, кайса тăрчĕ. Орау. Хăна тăн(ă)-и? Встал ли гость? Регули З57. Эп килнĕ чох вăлсам порте тăнăччĕ. || Стоять (напр., о войске). N. Кайра тăратпăр. Мы стоим в тылу. || Задерживаться; воздерживаться. Шибач. † Лайăх арăм илес терĕм, хак хаклă. Хак хаклăшăн тăрмастăм(ччĕ), яшкĕрĕмрен хăрарăм. Б. Олг. Виç тенкĕшĕн ан тăр. Не спорь из-за трех рублей, не стой, не задерживай. Кореньков. Трапхим пуçĕ ĕçленĕ саплăкшăнах пит тăман (произн. тăмон), толькă онăн сăкмонĕ пиншак майлă чут полман. Яргейк. † Чемей çулĕ лакăмлă, çул усалтан тăрмастпăр, хĕр лайăхшăн тăрмастпăр; Чемей хĕрĕ пур çинче эпир арăмсăр пурăнас çук. N. Килте хĕрсем: питĕ мар-и(?) мĕн çамрăк, тесе, тармасчĕ полмала. || Стоять за кого (за что), заступаться, защищать. КС. Сутра маншăн пит хытă тăчĕ (заступался, защищал). || Происходить. N. Халĕ конта вăрçă выйлах тăрмаç. N. Вăрçă халĕ вуйлах тăрмаст. || Находиться где-либо; находиться в известном состоянии. N. Пĕр эрнерен ачанăн акăшĕ хăмăшлăха кайса пăхат та, шăмăсем çапла тăнинех курат. N. Унта кăкшăмпа (в кувшине) шыв ларнă (или: тăнă). N. Эпĕр вăрçăра ик уйăх тăтăмăр. Альш. Çуркунне шыв тăрат, çула та типмес (в болоте). Бес. чув. 14. Халĕ вăл вырăнта пĕр лачака анчах тăрать. N. Вăрçи-вăрçми тăратпăр. N. Вăл унта яланах пĕр пек, пĕр чарăнмасăр тăрать (холера). Календ. 1906. Унта ир пулнă чухне пирĕн çĕрле тăрать. О сохр. здор. Вара шыв тăми пулса курăксем çĕрмен те, тин сивĕ чир пĕтнĕ. Бугульм. † Хранцусски тутăр виç панулми, эрне тăчĕ арчара. Н. Карм. † Сĕтел çинче тăракан, ай, хăпарту, пăрирен мар-ĕçке, тулăран. Регули 20. Ĕçлемесĕр виç кон тăрать çак кĕпе. || Висеть (о кнуте). || Храниться. N. Клетре тырсем мĕле тăраççĕ? О сохр. здор. Кĕççе (войлок) таса тăтăр тесе, ăна пиртен çĕленĕ пит тăхăнтарас пулать. || Сидеть (об одежде, белье). Якейк. Ман кĕпе лайăх тăрать-и, пăх-ха. || Служить, находиться, состоять в должности. Альш. Вĕсем пĕр çул кăна тăнă. Бес. чув. 4. Малтан вăрман улпучĕ патĕнче виçĕ çул тăрса ирттернĕ. N. Хăшĕ халĕ вĕрентекен пулса тăраççĕ, хăшĕ тата урăх ĕçре тăраççĕ. N. Чиркӳ старастинче тăрасси темĕнех мар. || Быть в ожидании чего-либо. Тюрл. Пирĕн атте аппăшин хĕрне çураçнăччĕ те, туй тăвасшăн тăратьчĕç. || Держаться (в памяти). N. † Ах аттеçĕм, аннеçĕм, нуммай чĕркĕр çинче вылятрăр, халь те тăрат чĕре варринче. || Находиться в чем. ЧП. Мĕн пур кил ун пуçĕнче тăрат. N. Çав кӳкĕрт шăршипе пӳрт ăш-чиккинчи пĕрене çурăксенче тăракан чирсем пĕтеççĕ. || Стоить. N. Унта кайма тенкĕ тăрать. N. Вĕсен пĕр тумтирĕ те хăшшĕн пирĕн çурт хакне тăракан пур. N. Сирĕнпе пĕр сехет курса калаçни пĕр ĕмĕре тăратьчĕ. N. Эсĕ çăкăрăн пĕр пĕрчине тăмастăн, вĕт, теççĕ. N. Укçа пĕр тенки пĕр пуса тăман вăхăт килĕ. N. Пĕр-икĕ сăмах çырсан та, çĕр сăмаха тăрать. N. Ку япала нимĕне те тăмас (ничего не стоит). N. Мĕн чухлĕ тăрат? Перев. Мансăр пуçне эсир ниме те тăмастăр. Регули 104. Çав кĕпе ĕçлесси те пĕр сом тăрать. Ib. 133. Çав кĕпе ĕçлеме пĕр сом тăрать. Хурамал. Кунта этем ячĕ мĕн пурĕ иккĕ, а эсир виççĕн, виçĕ этем те манăн пĕр чурама тăмаç, тет. Чĕр. чун. яп. й.-к. пур. 11. Анчах шыраса вăхăт ирттерме тăрать-и? — Тăмасть. N. Эсир пурсăр та нимĕне тăмастăр. Чинер. Манăн 25 тенкĕ укçа 25 пуса та тамарĕ пулас (не оценили посылки). N. Мана кĕнеке вуласси те мĕн тăрать (= паха). Юрк. Старасти те ăна хирĕç, аллипе умĕнчи çуртисем çине тăсса кăтартса: кăсем акă икшер пус тăраççĕ, кăсем виçшер пус, кăсем пилĕкшер пус, аккусем тата, шултăрараххисем, вуншар пус тăраççĕ, тесе каласа парат. N. Хамăр ăслă, ыттисенчен кая пулмасан, çын мăшкăланни мĕне тăрать вăл? N. Нумаях та пулмаст, вăл 50 миллион кивсен илчĕ. Анчах вăл укçа нимĕн те тăмаст: 2З кĕпĕрне çыннине выçă вилесрен хăтарас тесен, темиçе миллион тенкĕ кирлĕ. ТХКА 48. Пирĕн лаши виççĕ, хăлхи улттă, хӳри виççĕ, виç лаша чунĕ пулин те, пĕр лайăх лашана тăмаççĕ вĕсем, тесе пуплетчĕ пирĕн атте. || Стоять в цене. Кан. Тыр-пул, апат-çимĕç хаксем çапла тăчĕç. || Стоять твердо, настаивать. N. Вăл туртма пăрахас тесен те, час пăрахаймасть. Хăй сăмахĕ çине тăракан çын анчах пăрахма пултарать. N. Эппин сăмахăр çине тăма тăрăшăр (держите слово). || Стоять (о погоде. Здесь „тăр“ иногда не переводится). N. Кун сивĕ тăрат. День холодный. N. Кунсем пĕр май сивĕ тăраççĕ. N. Çанталăк мĕнле тăрат? Какова погода? Якейк. Ай, халь авăн илме çанталăк уяр тăрать (ясная погода). Букв. 1908. Çанталăк ăшă тăнă. Толст. Çĕр çинче çанталăк пур тĕлте те пĕр пек тăмасть (не везде одинаковая погода). || Продолжаться. Панклеи. Тĕтре тăрчĕ (продолжался) тăватă кун. Кан. Çĕр чĕтрени 30 çекунлă тăнине пĕлетпĕр. Ib. Выставккă сентябĕрĕн 29-мĕшĕнче уçăлса октябĕрĕн 1-мĕшĕччен тăрать. Толст. Вăл вырăнта çу виçĕ уйăх анчах пулать, ытти вăхăтра пĕр маях хĕл тăрать. || Держаться на чем. Орау. Пӳрт çийĕ юпасам çинче тăрать те, пит начар, кĕç-вĕç ӳкес пек туйăнать. Крыша держится на столбах плохо. || Удержаться. Бгтр. Пылчăкĕ тăмарĕ, тет те, шыв киле çитиччен пĕтĕмпех юхса тухрĕ, тет. Грязь не удержалась (в решете), и вся вода вытекла. ЙФН. † Ырă çурт çинче юр выртмасть, пирĕн пуç çинче çӳç тăмасть. (Салтак юрри). N. Хăвăнта тăман сăмах çынта тăмасть. (Послов.). Якейк. Эпĕр туйя кайнă чох хĕр аллинче çĕрĕ тăмаçть (т. е. на время отдают парням ехать на свадьбу). || Приниматься, начинать. Скотолеч. 17. Анчах пĕрре сĕрме тăрсанах, пĕтĕм лашана сĕрме юрамасть (нельзя в один прием, сразу протирать всю лошадь). N. Килте хут пĕлекен те çук; писме çыртарма тăрсан та, виçĕ-тăватă киле çитес пулать. N. Письмо çырма тăрсан та, темиçе начальник чĕнеççĕ (зовут, т. е. не дают покоя): Гурянăв та Гурянăв, тесе. N. Çам пек çырма лараччин, çырмали питĕ нăмай пекчĕ, çырма тăрсан.. пурне те манса пĕтрăм. Ачач 25. Кунĕ уяр, ăшă. Хĕвел пăхать Тумла юхма тăрасшăн. Ib. 53. Алăкран кĕнĕ чух такăнма тăчĕ. N. Çисен, пуçах пуçтарма тăнă вăл. || Собираться. Толст. Çуртана сӳнтерес тесе тăраттăм ĕнтĕ, сасартăках темĕскер çыртнине сисех кайрăм. Б. Олг. Эп онтан кайма тăртăм, вăл каларĕ: çарăн-çарăн, паратăп, паратăп, ик кĕренке вонçиччех, тет. Турх. Вĕлерме тăнă вăхăтра... Чăв. й. пур. 9. Хăй çынна япала парса пулăшса тăрсан та, çапах çынсене нимĕнпе те кӳрентермен. || Пытаться (сделать что-либо), намереваться.N. Пурăнма йывăр пирки çак хĕрача темиçе хутчен те çакăнма, çăла сиксе вилме тăнă. Пир. Ял. Çакăнса вилме тăнă. Ст. Шаймурз. Катма тăтăм, шăл витмерĕ (орехи). В. Олг. Салтакне касса пăрахма тăрчĕç: чăсатăн, тесе. Кан. Хăйĕн малтанхи арăмĕ патне револьвĕрпе пырса кĕрсе, арăмĕнчен япаласем илсе тухма тăнă. || Задерживаться. N. Анчах нуммаях ан тăр, часрах тупса кил вăлсене! — Юрĕ, нуммай тăратмăп, тупса килĕп эпĕ. ЧП. Нуммай тăмăпăр, час кайăпăр. Юрк. Нуммай та тăмаст, калле çаврăнса тухат та: кĕтсе тăрăр, час тухĕ, тет. N. Нумай тăмастăп калах яратăп (письмо). О земл. Сӳрене пăртак тăрарах тепĕр хут тусан, эпир усă куратпăр. || Ждать, подождать, потерпеть. N. Тархасшăн пăртак тăр, чăт. N. Вăл ĕлĕкхи пекех, нимĕн те тăваймĕ тесе, тăрса пулмаст. ЧП. Çичĕ кун та ан тăр, килсе тăр. Альш. † Эрнен хушши ултă кун. Эрне ан тăр, тăванăм, пырах тăр. || Относиться к кому. N. Бюрократия тесе чиновниксене пурне те, вĕсем халăха мĕнле тăнине калаççĕ. || Считаться за кем. Капк. Хут çинче унăн хваттерĕ Сĕнтĕр-вăрринче учитĕлницăра пурнакан акăшĕ çийĕнче тăрать. || Иметь желание. О сохр. здор. Унăн ĕçлесси килмест, яланах выртасшăнах тăрать (при лихорадке). N. Нихăçан та ӳпкелешмеççĕ, çынна хирĕç усал сăмах калаçмаççĕ, никама та усал тăвасшăн тăмаççĕ. || Быть готовым. N. Парас пек тăр. Н. Седяк. Тилĕ çăхана тытрĕ, тет те, çиме тăрат, тет. || Побывать. ЧС. Эпĕ пиччесем патĕнче пăртак тăтăм-тăтăм та, ăйхă киле пуçларĕ. || Бывать, находиться. N. Çавăнпа ăсен укçисем темĕн чухлĕ çĕлесен те, алра тăмас, тет. О сохр. здор. Çĕр нӳрлĕ тăмасть (не бывает сырою, на горе). Ст. Ганьк. Çĕлен сăхсан, выльăх та, этем те шыçăнса каят, ун шыççи хытă тăрат. Ходар. Хурал пӳртĕнче хай кăнтăрла çын питех тăмаçть. || Оставаться целым, находиться в целости и сохранности. Пухтел. Çăнăх та тăмас. ЧС. Лаша умĕнчи çиме çаплах тăрат: пĕртте иксĕлмен. N. Хăйсем сывă-и, çӳреççĕ-и, выльăх-чĕрлĕхсем тĕрĕс-тĕкĕл тăраççĕ-и? || Принадлежать. Кан. Эсеккасси ялăн çĕрĕ çинче тăватă ял çинче тăракан халăх вăрманĕ пур. || Взлетать. || Следовать. N. Манăн сăмах çине тăр. || Восстать. N. Хирĕç тăр. || Жить, обитать, здравствовать. N. Вăл ман патра тăрать. Календ. 1904 Праçшкре те кӳрше кайса килетĕп те, вара кунĕпе килте тăратăп, тет. N. Нумаях та тăмăн, çуркунне пулĕ, унтан çу та çитĕ. Алешк.-Сапл. Сыва тăратна? тесе салам яр. Альш. Унтан тата: ят улăштармасан ача тăмас, тенĕ. Çавăнпа улăштарнă (прежние чуваши). Хăшĕ-хăшĕ ачи начар ӳссессĕн: ятне улăштарас, теççĕ. N. Епле шухăшпа тăратăр, мĕн шухăшлатăр, мĕн калаçаççĕ сирĕн ялта? тетĕп. Альш. Çăммисем: ĕлĕк пит аван тăраттăмăр, тет. Бес. чув. З. Сывă тăратăн-и, ачусем мĕнле пурăнаççĕ, выльăхусем мĕнле тăраççĕ, тесе ыйта пуçларĕ. Сборн. по мед. Ачасене туртса илтĕн пиртен, киле пымаççĕ, кунтах тăрасшăн. С. Айб. † Нумай пĕтет, сахал çитет, пĕрле тăнине мĕн çитет. N. Акă нумаях та тăмăпăр — салтак пулăпăр. Кан. Пĕр çынпа. Çавнашкал ĕçпе тăнăскерпе, лав çине ларса тухса вĕçтерет. N. Санран çыру илмесĕр пилĕк уйăх тăтăмăр. || Не переводится при „пек“ N. Тăвансем тăраççĕ йĕрес пек. N. Çăмăр çăвасшăн. Ун чухне çăмăр çăвас пекех тăратьчĕ (собирается дождь). || Употребляется в качестве вспомогат. глагола. N. Кайса тăратпăр, укçа çук. Мы ходили туда, но там (всё) нет денег. N. Эсĕ пирĕн пата кайкаласа тăр. N. Каймасăр-килмесĕр ан тăрăр. Захаживайте почаще. N. Пичче, ан çилен, эпир ярсах тăнă, çитмеç апла сан пата. N. Хĕветĕре эрнере пĕре курах тăрап. В. Олг. Халь çисе тăримест вăл, каймалла. ЧС. Кăнтăрлачченех киле кайса тăраймăпăр-ха, çак керемет çеремне кăшт та пулш сухалар. N. Вăл çапла каласа тăнă чухнех... СЧЧ. Ну, кусем чăнах та пăрахса тăраççĕ ĕнтĕ (совсем вот кажется готовы бросить языческие молитвы). Пĕри-пĕри чирлесенех, хай-ĕскерсем нуккă чӳк тума тапратаççĕ, чăтса кăна тăр. Трень-к. Вĕсем уя тухса тăратьчĕç те, пире кĕтетчĕç. N. Шăтăк алтса тăчĕ те, алтса çитерсен, хатĕрленĕ шăтăкне хăех кĕрсе ӳкрĕ. N. Аттеçĕм, аннеçĕм, хуран тулли аш çакса: пиçе тăтăр, терĕр пуль; хĕрĕре аякка парса: йĕре тăтăр, терĕр пулĕ. Юрк. Эпĕ килте ĕçлемесен те, кашни уйăхра эпĕ сире укçа ярса тăтăм. Истор. Ăна хирĕç янă çар чарса тăрайман, пĕр май чакса пынă. N. Ман короле çын ирĕкне тивес çук, юсах тăрсан, нихăçан та вилес çук. N. Камăн та пулса сасартăк сиен пулса тăрсан анчах хăй тума пулнă ĕçе тăваймасть. N. Ăна курасшăн çĕмĕрт йывăççи çине улăхса тăнă. N. Унччен те пулман, сут тавраш çитсе те тăнă. N. Çав вилнĕ çын ӳчĕ типсе хытса тăнă, ун пек кĕлеткене мумия теççĕ. N. Çак йĕрке тăрăх акă мĕн пулса тăнă. Юрк. Çав сăмаха илтсен, хай çыннăн вăтантарас вырăнне, ирĕксĕрех ăна мулпа пулăшас пулса тăнă. Ивановка. Шкулта эпир пынă çĕре урăх ачасем те нумай пухăнса тăнă. Сред. Юм. Нăмай шохăшласа тăрса полмас. Долго раздумывать нечего (нельзя). Изамб. Т. Салтака кайсан, килтен укçа ыйтас вырăнне, хăй ярса тăчĕ. Алших. И, Сĕве-тĕр, Сĕве-тĕр, Сĕве тăрăх хӳме-тĕр; аршăн-аршăн пĕвĕм-тĕр, ылттăн ука çӳçĕм-тĕр, кĕмĕл черкке куçăм-тăр, йăлтăраса тăрат-тăр; ай-хай чунçăм, вăйçăм, янăраса тăрат-тăр. Чăв. юм. 1919 ç. 11. Ука çӳç тыткаламалла та мар: хускаланса, ваткаланса çеç тăрать. Шăна чир. сар. 18. Çимелли япалисене пĕр маях витсе тăрать. Чураль-к. † Çинçе урама хыпар яртăм, хĕрсем тухса тăрмалла; хĕрсем тухнă, ачисем тухман, ачисем тухнă, эпир мар. Орау. Пĕр-пĕринпе тавлашса тăмастăр-и? Истор. Час-часах тата монахсем тăвас ĕçе вĕсене хушса тăриччен хăй тăва-тăва пăрахнă. N. Çынсемпе çапăçса алли-урисене амантса пăрахаççĕ. || Употребляется в чувашизмах. Букв. 1904. Савăннипе пĕртте туйман, хĕвел каçалана кайнă-тăнă. Ib. Инкек çине инкекех тата: çав вăхăтрах ун ури салтăннă-тăнă. Ib. Унтан хайхи вăрăм-туна эрешмен картине çакланать-тăрать. Альш. Пĕр-пĕр улпут тавраш виç-тăватă лашапа кӳме кӳлсе, хăнкăртаттарса иртсе каят-и, вăкăр кĕтĕвĕсем хăваласа каяççĕ-и, унта мĕн те пулсан курах-тăран: ахаль иртмес пĕртте вăхăт. Ib. Вăрманта çул такăр, тӳрем. Ниçта çырмана-мĕне анса-туса тăмалла мар пирти пек. Сред. Юм. Калах тăран-ха эс она, пăртак тăрсан каллах манса каять. Все ему сказываешь, а он немного погодя опять все забывает. N. Унăн тавлашасси, чĕлхепе çĕнтересси анчах киле тăрать. Собр. Хăни килех тăрат, кĕççи сарлах тăрат. (Пӳрт улăхтарни). N. Каç выртсатăма питĕ кансĕр: çанталăк сивĕ. Яжутк. Пирĕншĕн аттен ма макăрас, тăрас-кӳлес лаши пур. Скотолеч. 27. Тăнă çемĕн хытăрах кӳпĕнсе пырать.

тарса юл

оставаться, оставаться на месте. N. Шыв тулнă вăхăтра шывпа юхса килсе тăрса юлнă. Юрк. Çуеççи: Питтĕр куллинчи шыв юхса тухнă, пуллисем пурте типĕ çĕре тăрса юлнă, çавсене тиесе килме каятăп, тет те, Кирли хăй лашине хытăрах хăвала пуçлат, тет. Юрк. † Çунаçăм сулăнчĕ сулăнка, хамăр тăрса юлтăмăр сылтăма. ЙФН. † Икĕ алă тулли ултă туттăр, илес тенĕ хĕрĕн пурçăн туттăр, тăрса юлчĕ, курăнать. N. Ампар тăрса юлчĕ. Амбар (двухъэтажный) остался цел и невредим. Кан. Ун çемйи пĕр ĕне вĕçне анчах тăрса юлнă — килтисем выçлăхпа йăлтах çисе тасатнă. ПВЧ. 108. Савни лартнă ют хĕре, тăрса юлтăм алăка. Альш. Чассавни çумнерех ларакан пĕр килĕ юлат тăра (после пожара). Якейк. Эп пасара кайма тохсаччĕ; ман пушă киле тăнă-йолнă, пушă патне ирĕксĕрех каймалла полч. Орау. Кашни çул качча кайимасăр тăра-тăра юлать. N. † Сар-сар арча, сар арча, сăр çитмесĕр тăра юлчĕ. Ала 72. † Икĕ витрем симĕсчĕ, тăра юлчĕ çал патне; савнă ачам сар ача, тăра юлчĕ Ейпеçе. Шорк. Киле килме тапраннăччĕ, хупах умне пычĕ, тăрах юлчĕ, пымасть. Вышли было итти домой, подошел он к кабаку и остался, не идет. (Выражается неожиданность, недоумение по поводу факта). Шишк. Ах тантăшăм, Сантăркка, карчăк вурнех тăрса йолчĕ. Скотолеч. 17. Эмелне лайăхрах лутăркаса сĕрме кирлĕ, сахал сĕрсен çăмĕ çине тăрса юлать те, усси сахал пулать. ЧП. Лайăх ятăм тăра юлĕ ял çине. || Пропускать. Кан. Пĕр пухуран та тăрса юлар мар. || Лишиться. N. Çука юлса çак ху ларакан кĕççерен те тăрса юлăн. Юрк. Çав каçах кунăн хай ылханнă лашине кашкăр çурса тухать. Курăсăн, хай çын пĕр лашасăр тăрса юлать. Ĕç вăхăтĕнче суха çыннийĕ лашасăр тăрса юлни пит начар. N. Çорран тăрса йолтăм. Тим. † Романовски кăçатта хапсăнса, хура кăçатăсăр тăрса юлтăм. Кама 54. Пурте пĕлеççĕ, пĕлтĕр манăн лаша ӳкрĕ: алăсар тăрса юлтăм. || Запоздать. ППТ. Пирĕн ялăн çапла тăрса юлса, хăш çулне Питрав кунĕ, хăш çулне Питрав ыран тенĕ чухне тин тăваççĕ (т. е. уй чӳкĕ). N. † Тăрă шыв урлă каçнă чух тăрса юлас ан пулăр. Якейк. Паян эпĕр кĕтӳрен тăрса йолтăмăр (проспали стадо).

кăйиклат

(-клат), скрипеть. СТИК. Урапана сĕрме маннă кайнă, епле ĕнтĕ кăйиклатса пырат!

тĕл

определенное место. Баран. 121. Хирсенче хура тĕлсем нумайланнăçем нумайланса пыраççĕ. N. Ялан вырăнтан вырăна куçса çӳретпĕр, татах тĕлĕ çук. N. Хветĕрĕн хăйĕн атрĕс çырма тĕлĕ çук. Ст. Чек. Кайсан-кайсан кайнă тĕле çитеççĕ. Скотолеч. 15. Хăш чухне пĕр тĕлте анчах, хăш чухне ик-виç тĕлте шыçать. Шыçнă тĕлти вĕриленсе тăнăçемĕн пысăкланса пырать. Регули 1200. Çавă тĕле (çавăн тĕлне) кил. Ib. 744. Пĕр тĕлтех çавăрăнса вĕçсе çӳрерĕç. Сред. Юм. Тохса çӳрес-ха çола, килте ларса полмас пĕрмай, эрне кăçта каймаллин тĕлĕ çок та, топимăпа шырасан кăçта та полса майлă вырн. Чăв. й. пур. 35. Икĕ ывăлĕ икĕ тĕлте уйрăм пурăнаççĕ. Скотолеч. 23. Тавăрăнса кайнă тĕлтине çивĕчĕ çĕçĕпе касса пăрахас пулать. Изамб. Т. Пирĕн çарансем пур тĕлти те аван. Юрк. Ик-виç тĕлте имени пулнă, темиçешер çĕр теçетине çĕр пулнă. Чебокс. Урăх тĕлелле каяр. N. Виçсĕмĕр виç тĕлте çӳретпĕр. Календ. 1904. Укçа янă тĕле çитсен çав купона укçа илекен çынна касса параççĕ. Кан. Анӳ тĕлне пĕлетĕн-и вара? Нюш-к. Пăшала персе ярсассăн хайхи çын тĕлĕ тĕтĕм пек пулса куçран çĕтет. N. Тислĕк купи тĕлĕнче (тырă) лайăх пулать, ытти тĕлте начар пулать. Скотолеч. 21. Суран (рана) тĕлне пăр е юр хурас пулать. Вишн. 73. Тата хăш-хăш çĕрте тăм чумлексем ӳпĕнтерсе хураççĕ; вара хăшин ăшĕ ытларах йĕпенет, çавăн тĕлне пусă алтаççĕ вара. Б. Яуши. Пирĕн тĕле пĕлмесессĕн, анат касра кĕтесре, улма сатне пăхса пыр. Хурамал. Вăл сасă салтак пурăнакан тĕле çитсен чарăннă. О сохр. здор. Хăш чухне лаша тăлхарса кăларсан е ĕçнĕ чух шыва юлсан, çав манка çыннăн ӳтне суран тĕлне лекет те, çын та вара çав чирпех чирлет. N. Эсĕ çул тĕлне пĕлетĕн-и? Пиччу хăни тĕлне пĕлетĕн-и? Ала 81. Кăтартăр-ха мана унăн тĕлне (где он живет). Холера З. Каснă тĕлĕнче ыратни, пăртак вĕриленни, вăйсăрлăх часах иртсе каять (при прививке). Изамб. Т. Ют ялтан ывăнса килнисем ларнă тĕлтех çывăрса каяççĕ. Нюш-к. Ашшĕ курнă укçа тĕлĕ кăçта у тесе ыйтрăм (где видел его отец деньги). N. Ик-виç çеккунт та иртмен-тĕр, шыв юхăмĕ ăна çирĕм чалăш тарăнăш тĕлне юхтарса илсе кайнă. N. Эпир çапла пĕр тарăн тĕлте пысăк пулă тытрăмăр. Скотолеч. 12. Шыçнă тĕле тутăр татăкне ăшăтса е ăшă шывпа йĕпетсе çыхас пулать. Ib. Тачка ӳт тĕлне сĕрме юрамасть, хул çумĕнчи аяк пĕрчисем тĕлне сĕрес пулать. Дик. леб 30. Çав пӳрт тĕлĕнчен иртсе пынă чух, çурăм-пуç тин шуралса килнĕ. Ядр. Сасартăк манăн пĕр чĕпĕ пĕр шăтăк тĕлне пулчĕ те анчĕ кайрĕ. N. Вилсен ăна масара пытарнă. Вăл масара чăваш масарĕ теççĕ. Унăн шăтăкĕ тĕлĕ халĕ те пур. Кан. Вĕсем ялти кулаксем тĕлне пĕлмен çынсем. || Иногда переводится как дом. ГФФ. † Йăван лаши хора лаша, Татьян тĕлне çитсессĕн... Ивана вороная лошадь как поверстается с домом Татьяны... ГФФ. † Татьян сăхмань хора сăхман Йăван тĕлне çитсессĕн... Полы Татьянина черного кафтана, как дойдет она (Татьяна) до Иванова дома... ГФФ. † Йăш-яшти яш ачи, олах тĕлне пĕлмесĕр, пӳрт кĕтессинче çĕр каçнă. Пригожий парень, не найдя дома, где были посиделки, провел ночь за углом избы. А.-п. й. 89. Улпут тĕлне çитсессĕн, ларчĕ пĕрене çине. || Местность. Ала 14. Нимĕн тĕлне те пĕлмен вăл (не знала местности), каç та пулма пуçланă. || Случай. N. Ĕмĕр тăршшинче ĕçес килнĕ çынсене шыв парса ăшне кантарса ярас тĕл сахал килет. Регули 1478. Пирĕн çок полчĕ, лапкара та пĕтнĕ тĕл полчĕ. N. Икшер-виçшер кун çăкăр курман тĕлсем те пулчĕç. Баран. 127. Пĕтес тĕл килсен, упа тем пек хаярланса çитет. || N. Сиртен мана çыру илме тĕлĕ çук. || Толк. Орау. Эпĕ уйăхсем çинчен пайтах çынтан ыйткаларăм та, çапах та тĕлнех тупимарăмăр. N. Çывăрни тĕлли çук: пĕр куç хупăнса выртать, тепри уçăлса тăрать тенĕ пек анчах вырткаласа тăратпăр. Юрк. Ыттисем вĕрентем тĕлĕ пулмарĕ. N. Ним тĕлне пĕлместĕп. N. Çапла эпир нимĕн тĕлне пĕлмесĕр шухăша вылятса тăратпăр. Сборн. по мед. Кирек епле ĕçе те тĕлне пĕлсе шухăшласа тума кирлĕ. N. Ĕçе тĕлне пĕлсе ĕçле. || Специальность. Альш. Пĕлетне мĕн эсĕ вăл тĕле. Разве ты знаешь и это дело, и эту специальность. || Признак. N. Мир полас тĕлĕ çок халĕ. || Время. N. Пĕр тĕлте, одно время. Баран. 167. Хĕлле тайкара хăрушă сивĕсем, кутсăр-пуçсăр тăмансем пулаççĕ. Çул кайма тухнă тĕл килсен, вилмесĕр юлакан нит сахал. || Цель. N. Çавăрса хур пĕр сăмах та пулсан, тен тĕле килĕ! Изрыгни что-нибудь, авось в цель попадешь. N. Тĕл тиверт, попадать. ЧК. Тĕл пеме вĕренес килет. Ib. Шкулти тĕл перекенсен кружокне (стрелковый кружок) Михайлов юлташ ертсе пырать. || Ашшĕ амăшне. Ăна вара çывăрнă тĕллипех (сонного) тăлăпсемпе, чаппансемпе лайăх хупăрласа çуна çине вырттарнă та, Лисахви килне илсе тавăрăннă. || Во-время. N. Сасартăк килсе эсир çывăрнă тĕле ан пултăр. Урож. год. Апат тĕлнех пултăмăр. || Как раз. Кан. 1929. Хăш-пĕр чухне чăхăмçă этемсемпе те тĕлех килсе тухаççĕ. N. Эпĕ çавăнпа сан пата пиçмо ятăм: эсĕ унтан кайнă тĕлех пулнă. К.-Кушка. Çатан урлă сикрĕм те, ура пылчăк çине тĕлех пулчĕ. Перепрыгнул через забор и попал ногой в грязь. Кан. Унта пĕр питĕ тĕлех кăларакан карчăк пур тет те... Панклеи. Ялта пĕр пӳрте кĕрет те, олах тĕлнех полать (попадает как раз на посиделки). N. Пирĕн тĕлех пулчĕ. || В отношении. N. Эпĕ ку авланнă тĕлтен тата телейлĕрех пулмаллаччĕ-ши? Юрк. Эсĕ пур япала çинчен те пĕлетĕн? Çавна мана çынсем умĕнче каласа парсам. Эпĕ сана çав тĕлтен пулăшăп. Альш. Кунта харпĕр килне ăрасна касмăк-пичĕке çук. Ӳретниксем пире вăл тĕле хĕсмеççĕ. || Около (места). Ярмушка-к. Кункал виçĕ шыт çӳлĕшĕ, сарлакăшĕ хырăмĕ тĕлĕнчепе 7 вершук пур пач тӳрĕ (в диаметре), тĕпĕ пенчинче сарлакăшĕ — пăймаклинче 5 вершук анчах (в диаметре). N. Çич çул юппи тĕлĕнче тăват аршăн юр çунă. Кан. Çу савăчĕ тĕлĕпе Етĕрненелле мăн çул анса каять. Регули 1163. Эп çол çинче вăлсам ялĕ тĕлĕнче топрăм. Ib. 1159. Вĕç çав йăвăç тĕлĕнче тăракан çын. Ib. 1162. Пирĕн тĕлте хыçалта тăчĕ. Эпир. çур. çĕршыв. 11. Улçа юпи тĕлĕнче, кăмака ани патĕнче, вучах пур. Ск. и пред. чув. 64. Кăкăрĕ çинче, чĕри тĕлĕнче сенĕкпе чикнĕ вырăн çара юн. Якейк. Чӳркӳ тĕлĕнчен айăккала пăрăнса каймалла. Капк. Ваçуксене: эсĕр пирĕн тĕлти мулкачсем, тесе хăлхинчен туртса хăратнă. N. Пĕр-кун сана вăйлă вăрçă çук пирĕн тĕлте тесе çырнăччĕ. Кан. Пăшалпа хырăм тĕлĕнчен перет. Альш. Тимĕрçĕ хытăрах итлет те, ача сасси тĕлне сирсе пăхат, тет. Кан. Канавне тата карта тĕлĕнченех ямалла тунă. Скотолеч. 26. Улма е чĕкĕнтĕр тавăрашĕ хăш чухне карланкине ларат, хăш чухне кăкăрĕ тĕлне ларать (застревает). || Около, приблизительно (во времени). N. Эпĕ праçник тĕлĕнче польнитьсара выртрăм ик эрне. Кан. Ачана кăнтăрла иртсен пĕр сехет тĕлне çуратса пăрахрĕç. Ib. Шупашкара каç пулттипе пĕр пилĕк сехет тĕлнелле çитеççĕ. Ib. Хут пĕлменнисемпе сахал вĕреннисене шкулта улт сехет тĕлнелле ямалла. N. Улттăмĕш сехет тĕлĕнче. N. Иван! Пыр ман патна паян пĕр виç сехет тĕлнелле. N. Ыран воник сахат тĕлĕнче килеп. Хот илмелле. N. Кăнтăрла иртсен, пĕр виç сехет тĕлĕнче. Ачач 23. Çимĕк тĕлĕнче вăрманта çуралнă тесен, Тимуш ялан хавасланнă пек пулнă. Ск. и пред. чув. 19. Чи çурçĕрĕн тĕлĕнче çичĕ юлан тухаççĕ, Хура шăрчăк уйĕнче каллĕ-маллĕ чупаççĕ. || Напротив. Çутт. 82. Ăна эпĕ куç тĕлне турăм. Пирĕн ял. Ламппă çути тĕлне шăп килмелле кăшкара çăмартаран пĕчĕкрех шăтарса шăтăк тăваççĕ. ДФФ. Вăрăм сак тĕлне çӳлерех пĕрене çумне пĕр пуччушши çапса çыпăçтаратчĕç. Шибач. Çав вăрман виттĕр виç кĕтеслĕ пӳрт тĕлнех полмалла полчĕ. Мăн çол. || Дик. леб З2. Эсĕ унăн чĕри тĕлне лар: вăл усал кăмăллă пултăр та, çавăнпа асаплантăр. || По. Юрк. Вăл тĕлтен вулăр. По этому предмету читайте. || По направленню. Орау. Çурт тĕлнелле пăхсан çăмăр çуни лайăхах курăнать. Регули 1160. Çав йăвăç тĕлĕпе пăх. || К. Кан. Октяпĕр револютси вунă çул тултарнă тĕле пулас çурт; каснă лартнă тепĕр уяв — Чăваш автономи вунă çул тултарнă тĕле тăватчĕç. ЧК. Паян кун тĕлне районĕпе 200 кектар çинче çĕрулми лартнă. Конст. чăв. Унтан хулара çӳренĕ чухне вăл вырăн тĕлне çитсен эпĕ: кунта пĕр Мирса Салих Керимов ятла хуçа пур, эсĕ çав хуçана тупса парайрăна мана? терĕм. Регули 1339. Той тĕлнех килчĕ. N. Ку енчи ял тĕлне илсе пыр. Кума-к. Кил тĕлне çитсессĕн (когда подьехали к дому), пысăк алăкпа кĕреймарĕ (муха). Кан. Советăн 5-мĕш çурчĕ тĕлне çитнĕ. Ib. Вăл каç пулнă тĕле вилсе те кайнă. ТХКА 53. Вăрманял тĕлне çитиччен хамах лартса кайăп сире, тет нăврашсем. А.-п. й. 71. Хай хуçа кашкăр тĕлне çитет те, ямшăкне лашисене чарма хушать. Çутт. 71. Кĕсре кашкăр тĕлнелле çите пуçласанах хăр-харт туса илчĕ. N. Кайсан-кайсан çак пĕр тырă акакан çын тĕлне çитрĕ, тет. СПВВ. Çак сăмах тĕлнех килсе кĕчĕ. N. Эпĕ хам хурланă тĕле пултăм та, çампа çампек çыртăм. N. Пирĕн сăмахсене итлемесĕр пурăнса çамрăк пуçупала таçта кайса, темĕн тĕлне пулса темĕн çапса вĕлерес, темĕн персе вĕлерес. Урож. год. Çын куç тĕлне пулнăран шыва кĕме пăрахнă. || До. НР. † Шопашкар тĕлне çитсессĕн... Как дошел до Чебоксар. Ib. † Хĕрсен тĕлне çитсессĕн... Как дошел до девушек... || Над. Изамб. Т. Пăр пуçне килсе çапсан, вăл вара карттусне пуç тĕлĕнче çӳлерех тытса тăнă. N. Туттăрĕ çине, çамки тĕлне виçĕ кĕмĕл укçа çĕлесе хураççĕ (покойнице). N. Малалла чупса пынă чух ялан пуç тĕлне кĕреçе тытса чупăр. Дик. леб 39—40. Вăл хăйĕн пуçĕ тĕлĕнчен вĕçсе пырса, ăна хĕвел çуттинчен сарлака çуначĕсемпе хӳтĕлесе пыраканни те çав кĕçĕн пиччĕшех пулнине пĕлнĕ. Она догадалась, что это он летел над ней и защищал ее от солнца своими крыльями. Орау. Çӳлте, ял тĕлĕнчех, тусем кĕç-вĕç йăтăнса анас пек ял çинелле тайăлса усăнса тăраççĕ. N. Сĕтел тĕлĕнче ламппă çакăнса тăрать. 93 çул 15. Çӳлте штик тăррисем тĕлĕнче кайăксем юрланă. ЧС. Çавăнпа вырăн тĕлне пиçихе çыхса хучĕç; тăрас пулсан çав пиçихие тытса ларатчĕ. Ск. и пред. чув. 10. Çӳлĕ тăвăн тĕлĕпе çăхан карать çăварне. || Под (прикрытием). ЧП. Йăвăç тĕлĕпелен вăл сулхăн. Собр. Выртнă упана йăвăç тăрĕнчен пăхса тăратимăн, йăвăç тĕллипе хуллен пырсан тытăн теççĕ. Толст. Хăйсем йывăç тĕлĕпе ачисенчен вăрттăн тара пачĕç, тет. Н. Якушк. Ырă аппаçăм (ятне кала), санан тĕлӳпе хумханатпăр. (Свад. п.). Полтава. Халăх пуçĕ тĕлĕнче хĕпĕртесе силлерĕ. N. Мăшăр витре йăтрăм та, шыва антăм, тăван шу пуç тĕлĕнче ай пыратчĕ. 93 çул 78. Çав виç кĕтеслĕ япала (предмет) ирхи кăвак пĕлĕт тĕлĕнче хуран курăннă. || За. Регули 1161. Эп йăвăç тĕлне тăтăм, çавăнпа вăл мана коримарĕ. Янтик. Сан тĕлӳпе мана ним те курăнмас, кай унтан (из-за тебя мне ничего не видно). N. Паян çăмăр пĕлĕчĕ тĕллипе хĕвел çутти курăнмасть. Сред. Юм. Тĕттĕм лавка хӳтипе, пурçăн хăмаç çутипе, пурçăн тутăр тĕллипе çиçпе ачи куç хыврĕ. N. † Вуник кашкăр иртнĕ чух юман тĕлне тăрса юлайрăм. || При. N. Словарь çырнă тĕлте сире эпĕ кирлĕ мар-и? || Ст. Юрк. Малашне авланас тĕлтен турă сыхлатăр ĕнтĕ (говорит один вдовец). || Для. N. Ку япала пирĕн тĕлĕмĕртен килсе тухрĕ. N. Ман тĕлтен ялта сар хĕр пулмарĕ куран. Чув. календ. 1911. Çапла тусан, русско-чувашский словарь вырăс чĕлхине вĕренес тĕлтен пире пит нумай усă парĕ. Ст. Чек. Ун тĕлĕнчен унăн пур, ман тĕлĕмрен çук. Для него он готов сделать все, а для меня ничего. Б. Олг. Тепĕр молкачă кортăм ора, карсак, тĕллерех пертĕм, ман тĕлне полимерĕ, тытимерĕм. Утăм. Ырлăх иртет ак часах ун тĕлтен. N. Унта вилнĕ çынăн кил йышĕсем калатчĕç: эй турă, мĕшĕн ялан пирĕн тĕле кăна пулать-ши, мĕшĕн пире ялан хурланса хурлăхпа пурăнмалла тунă-ши ку турă. N. Пирĕн тĕлтен пурне те пуçтарнă. Сред. Юм. Он тĕлĕнчен тем те топнать. У него всегда бывает несчастье. Ему всегда попадаются дешевые вещи хорошего качества. || О, об. КАЯ. Атте-анне уратех ĕнтĕ (сестра) тесе пит хуйхăра пуçларĕç; эпĕ, ухмахскер, хуйхăрас тĕлне пĕлместĕмч. Юрк. Янă çырăвăнта вăл тĕлтен нимĕн те асăнмастăн. || С. N. Скиф патши ывăлĕсем ашшĕ хушнине те итленĕ, те итлемен, эпир пĕлместпĕр. Çапах кил-çуртра килĕшӳ çукки усал иккенне эпир тепĕр тĕлтен куратпăр. N. Токмак тĕлне пол, встретиться с волком. А.-п. й. 40. Ула-таккапа тилĕ, çаксем тĕлне çитсен, темĕн пăшăлтатса илчĕç те, чарăнчĕç. || Иногда не переводится. ГФФ. † Кăтик-кăтик сар чăххи, кашти тĕлне пĕлмесĕр, посма çинче çĕр каçнă. Желтая курочка, не найдя своего насеста, ночевала под крыльцом.

ешĕл-шенкер

то же, что ешĕл-сенкер, купорос. СПВВ. ИА. Ешĕл-шенкер. Ача çăварне кăмпа тухсассăн, ешĕл-шенкер сĕрме кирлĕ. Когда у ребенка цветет во рту (образуется налет, так наз. гуньба), то нужно смазывать рот медным купоросом.

юх

течь; плыть. К.-Кушки. Шыв юхрĕ. Вода текла. Б. Яньши. Вăл шыв кунта Ишек патне çитичченех юхса килет (течет до с. Ишак). N. Пирĕн ял патĕнченех Енĕш ятлă шыв юхса иртсе каять (протекает р. Аниш). Альш. Хай сăрасем юхса пĕтсен, хĕрсем сăрисене пĕр-пĕр хваттире пуçтараççĕ. Ердово. Пысăк шывсем çинчен пăрсем юхса пĕтсен (после ледохода), прухутсем, паршăсем, пĕрене суллисем юхма пуçлаççĕ. Ст. Чек. † Атăл юхмас тулли, ай, пусан та; ан ӳпкелĕр епле пусан та. Сала 179. † Атăл юхмас, епле тулсан та. Регули 221. Шу йохаканĕ (йохакан шу) лере çок. N. Çырмасенче шывсем юхма пуçларĕç. По оврагам потекла вода. Чураль-к. † Шур Атăла кĕпер турăм, çийен шывĕ юхмасса; кăçал тухрĕ çĕнĕрен саккон, хĕрпе ача çывăрма. Регули 256. Конта йохман шу пор. Здесь есть непроточная вода. N. Шусем юхса петрĕç, çĕр типрĕ. Вода стекла, земля высохла. Ал. цв. 9. Вĕсем çине пăхсан, сĕлеке юхса тăрать. Самар. Ту çинчен шыв юхнисем кунтанах курăнаççĕ. Отсюда видно, как в разных местах стекает с гор вода. Пазух. Атте лаши тур лаша; турти тăрăх тар юхать, пĕкки витĕр пĕлĕт юхать, çилхи витĕр çил вĕрет. N. Ура виç-тăват тĕлтен шăтса юхрĕ. На ноге были гнойные нарывы в 3-4 местах. Скотолеч. 17. Сĕрессе (лекарством) нумайтарах сĕрес пулать, анчах юхса тăмалла (так, чтобы текло) сĕрме юрамасть. || О ведре и т. д. N. Витре (катка, сăмавар) юхать. Ведро (кадка, самовар) течет (пропускает жидкость). || Оплывать. Ч.С. Тата чара хĕрне çутнă çуртасем, ирĕлсе, çĕре юхсан: вилнĕ çынсем йĕреççĕ пулĕ, тесе, хуйхăрса лараççĕ. (Çураçма). Орау. Çурта çуннă майĕпе ирĕлсе юхса анать. || Гноиться. В. Олг. Холĕ йохат. у него гноится рука. Чăв.-к. † Пирĕн савнă туса каяканăн икĕ куçĕ шăттăр, пичĕ юхтăр. (Хĕр йĕрри). || Двигаться, направиться. Шел. 64. Ах, халăх тытăнать хир енелле юхмашкăн. Упа 667°. † Вун-ик хĕрпе пĕр матка (= арăм) юхайраççĕ пасара. М. Васильев. № 3. Старик х(ă)раса лаçăран йохать килне хăвăртрах. Собр. 37. † Улăхрăм-кайрăм çӳлĕ сăрта, юхрăм-антăм шыв çине. || О вшах. Н. Сунар. † Çакă ял(ăн) хĕрĕсен пыйтă юхать, курмастăр-и?(так и сыплются). || О движении облаков. Череп. Кунĕпе пĕлĕт юхрĕ. Весь день ходили облака. Сала 95. † Ĕнтĕ пĕлĕт юхат, хĕвел пăхат, ун хушшинчен вăш, вăш! çил вĕрет. Ау 267. † Ĕнтĕ пĕлĕт юхат уйăхпалан çăлтăрсем хушшинче. Альш. † Ĕнтĕ пĕлĕт юхат, пĕлĕт юхат уйăхпалан хĕвел хушшинчен. || Быстро подвигаться. Якейк. Соха касси йохса анчах пырать; çак соха-пуç лайăххине тата çĕр çамçине пĕлтерет. Кон. 1927, № 237. Халăх хушшинчи ĕçсем те питех юхсах пыраймаççĕ. Ib. Юхса-çеç пырать çав... || Не ладиться. Шор-к. (Алик. в.). Ĕçĕ юхса тăрать. Дело валится из рук, не ладится. (Можно понять и букв: «так и течет»). Жатва. Çав çыннăн ĕçĕ аллинчен юхсах пырать. || Сыпаться. Толст. Мĕнле апла вăл, çăнăх пекех çемçе юхакан-и? N. Пăрçа хăма тăрăх юхса анчĕ. Горох скатился по доске. || Рассыпаться, просыпаться. Ч.П. Аллăм-кăна тулли алă çыххи юхса тухмин, лайăх-чĕ. N. † Чупрăм-антăм çырмана, юхрĕ-тухрĕ шерепем. Шурăм-п. № 6. Халĕ те унăн пĕр ят çĕрĕ анчах пулсан та, тырри час-часах уйра пĕччен юхса ларать. || Сползать? Шибач. Сăкман йохса каять. || Уплывать, выплывать. Ч.П. Вĕт-вĕт çумăр çăвать-çке, кантăр юхса каять-çке. Собр. † Сикрĕм-лартăм кимĕ çине, юхрăм-кайрăм пĕр çухрăм. Кильд. † Юх, юх, кимĕ, юх, кимĕ, таса çерем çине тух, кимĕ! (Здесь переписчик приписал: «юх-юх — причастие»). Илебар. † Улача кĕпе, ука çуха, юхрĕ-тухрĕ шыв çине. Ала 33°. † Вун-икĕ чĕпĕлĕ кăвакал кăларчĕ-ячĕ шыв çине: юхăр та çӳрĕр, тияйрĕ. || Линять (о шерсти). Шурăм-п. № 5. Сурăхсене урама кăларма пуçларĕç, тĕлĕнмелле начар: çăмĕсем юхса пĕтнĕ. || Худеть. Альш. Ĕлĕк мăнтăр-ччĕ те, халĕ пĕтĕмпе юхса тухрăм (похудел). || О плавных движениях пляшущего. Хурамал. Пĕр çын пит хитре ташласан: пĕр юхать çав! теççĕ.

Русско-чувашский словарь

играть

глаг.
1. во что выля, вăйăпа йăпан; играть в футбол футболла выля; дети играют в прятки ачасем пытанмалла выляççĕ
2. кого-что и на чем выля, кала; играть на скрипке сĕрме купăс кала; артист хорошо играет свою роль артист хăйĕн рольне лайăх вылить ♦ играть свадьбу туй ту; играть на нервах тарăхтар

партия

сущ.жен.
1. парти (политика организацийĕ); социал-демократическая партия социал-демократсен партийĕ; либерально-демократическая партия либерал-демократсен партийĕ; коммунистическая партия коммунистсен партийĕ
2. парти, ушкăн (пĕр ĕçри çынсен пĕрлешĕвĕ); поисковая партия шырав ушкăнĕ; партия спасателей çăлавçăсен ушкăнĕ
3. ушкăн; поступила новая партия товаров таварăн çĕнĕ ушкăнĕ килсе çитрĕ
4. парти, вăйă; сыграть партию в шахматы шахматла пĕр вăйă выля
5. парти, роль; партия скрипки сĕрме купас партийĕ; спеть партию Онегина Онегин ролĕнче юрла

скрипач

сущ.муж., скрипачка жен.
сĕрме купăсçă

скрипка

сущ.жен.
сĕрме купăс

футляр

сущ.муж.
йĕнĕ, хупăлча, арча; футляр для скрипки сĕрме купăс арчи

чудный

прил. (син. замечательный, прелестный), чудно нареч.
илемлĕ, хӳхĕм, чаплă, селĕм; чудные звуки скрипки сĕрме купăсăн илемлĕ сасси; чудный обед питĕ хӳхĕм апат

Русско-чувашский словарь (1972)

альт

альт (1. хĕрарăмсен, ачасен хулăнрах сасси; çав сасăпа юрлакан; 2. пысăкрах сĕрме купăс).

виолончель

ж. виолончель (тăват хĕлĕхлĕ пысăк сĕрме купăс).

Русско-чувашский словарь (1971)

альт

м. альт (1. хĕрарăмсен е ачасен хулăнрах сасси; хорта çав сасăпа юрлакан; 2. пысăк сĕрме купăс).

виолончель

ж. виолончель (тăватă хĕлĕхлĕ пысăк сĕрме купăç).

гриф

м. муз. авăр, май, гриф (хĕлĕхлĕ музыка инструменчĕсенгитарăн, балалайкăн, сĕрме купăсăн т. ыт. те).

квинта

ж. муз. квинта (1. диатон гамминчи пиллĕкмĕш сыпăк; 2. пĕрремĕшпе пиллĕкмĕш сыпăк хушшинчи интервал; 3. сĕрме купăсăн е ытти музыка инструменчĕсен чи çинçе сасăллă хĕлĕхĕ); ◇ повесить нос на квинту сăмсана ус, пуçа ус.

ключ

м. 1. уçă; ключ от замка çăра уççи, çăраççи; ключ от квартиры хваттер уççи; гаечный ключ гайка уççи, гайка пăрмалли уçă; 2. муз. ключ; скрипичный ключ сĕрме купăс ключĕ; басовый ключ бас ключĕ; 3. спец. уçă, паллă (шифрлă çырăва вуламалли); 4. перен. (к чему) май; ключ к разгадке тайны вăрттăнлăха пĕлмелли май.

на

предлог. с вин. п. (на вопрос «куда?») ⸗а [⸗е], ⸗на [⸗не], çине; ⸗алла [⸗елле]; выйти на улицу урама тух; идти на службу ĕçе кай; сесть на стул пукан çине лар; двигаться на юг кăнтăралла куç; 2. с вин. п. (при обозначении срока) ⸗лăх [⸗лĕх], ⸗а [⸗е]; ⸗на [⸗не]; взять книгу на два дня кĕнекене икĕ кунлăх ил; перенести заседание на завтра ларăва ырана куçар; 3. с вин. п. (при определении денежной суммы) ⸗лăх [⸗лĕх]; купить на десять рублей вунă тенкĕлĕх туян; 4. с вин. п. (при обозначении цели, назначения) ⸗лăх [⸗лĕх]; материал на пальто пальтолăх материал; комната на два человека икĕ çынлăх пӳлĕм; подарить на память асăнмалăх парнеле; 5. с вин. п. (при делении, умножении) ⸗а [⸗е], ⸗на [⸗не]; çине; разделить на три виçсе пайла; помножить пять на три пиллĕке виççĕ çине (е виçсе) хутла; разделить арбуз на две части арбуза икĕ пая уйăр; 6. с вин. п. (при обозначении об раза действия) ⸗па [⸗пе], ⸗пала [⸗пеле], ⸗палан [⸗пелен]; учиться на пятёрки пиллĕксемпе вĕренсе пыр; 7. с вин. п. (при глаголе «переводить») ⸗ла [⸗ле]; перевести книгу на чувашский язык кĕнекене чăвашла куçар; 8. с вин. п. (при обозначении количественных отношений): на пять лет моложе пилĕк çул кĕçĕнрех; пройти на десять шагов вперёд вунă утăм маларах ирт; 9. с предл. п. (на вопрос «где?») ⸗ра [⸗ре], ⸗та [⸗те], ⸗че, çинче; на улице урамра; на Кавказе Кавказра; на столе сĕтел çинче; лежать на солнце хĕвел çинче вырт; 10. с предл. п. (при обозначении средств передвижения) ⸗па [⸗пе], ⸗пала [⸗пеле], ⸗палан [⸗пелен]; плыть на пароходе пăрахутпа кай; 11. с предл. п. (при посредстве) ⸗па [⸗пе], ⸗пала [⸗пеле], ⸗палан [⸗пелен]; жарить на масле çупа ăшала; двигатель работает на нефти двигатель нефтьпе ĕçлет; 12. с предл. п. (при обозначении устройства, свойства, состояния) ⸗лă [⸗лĕ]; вагон на рессорах рессорлă вагон; 13. с предл. п. (при глаголах «читать», «писать», «говорить» и т. п.) ⸗ла [⸗ле], ⸗па [⸗пе], ⸗пала [⸗пеле]; говорить на русском языке вырăсла калаç; 14. с предл. п. (при глаголе «играть»): играть на рояле рояль кала; играть на скрипке сĕрме купăс кала; 15. с вин. и предл. п. (на вопрос «когда?») ⸗а [⸗е], ⸗на [⸗не], ⸗ра [⸗ре], ⸗та [⸗те], ⸗че; на другой день тепĕр кунне; на той неделе тепĕр эрнинче; ◇ глух на одно ухо пĕр хăлхи илтмест; испытывать на прочность çирĕплĕхе тĕрĕсле; мастер на все руки пур ĕçе те ăста, тума пĕлмен ĕç çук; на бегу 1) (во время бега) чупса пынă чух, чупса пыруçăн; 2) (торопливо, наспех) васкаса, васкавлан, йăпăрт-япăрт; на безрыбье и рак рыба см. безрыбье; на лету 1) вĕçӳçĕн, вĕçсе пынă чух; 2) (быстро, легко) хăвăрт, çăмăллăн; на людях çын çинче; на моих глазах куçăм умĕнчех; на мой взгляд ман шухăшпа, ман шутпа; на свежую голову пуç ывăнман чух; нечист на руку алли кукăр, алли тӳрĕ мар.

настроить

сов. 1. что, муз. ĕнер, кĕвĕле; настроить скрипку сĕрме купăса ĕнер; 2. что (отрегулировать) майлаштар, ĕçлекен ту; настроить станки станоксене майлаштар; 3. кого кăмăла çавăр, илĕрт; настроить в свою пользу ху майлă çавăр.

обыграть

сов. 1. кого-что выляса ил, выляса çĕнтер; обыграть в шашки шашкăлла выляса çĕнтер; 2. что, разг. (инструмент) каласа уçăлтар, усă калакан ту; обыграть новую скрипку çĕнĕ сĕрме купăса каласа уçăлтар.

пиликать

несов. разг. нăйăлтаттар, нăйлаттар (сĕрме купăса) нартлаттар (хут купăçа).

скрипач

м. скрипач, сĕрме купăс калакан.

скрипичный

прил. сĕрме купăс ⸗ĕ [⸗и], скрипка ⸗ĕ [⸗и]; скрипичный концерт сĕрме купăс концерчĕ.

смычок

м. 1. сĕркĕч (сĕрме купăсăн); 2. (для трепания шерсти) укçу, хирлӳ.

сыграть

сов. 1. что, во что, на чём выля, выляса пар (е ил, кăтарт); сыграть в шахматы шахматла выля; сыграть на бильярде бильярдла выля; 2. что, на чём и без доп. (на музыкальном инструменте) кала, выля; сыграть на скрипке сĕрме купăç кала; 3. что (на сцене) ларт; выля; сыграть спектакль спектакль ларт; сыграть роль старика старик рольне выля; ◇ сыграть шутку шӳт ту, кул; сыграть свадьбу туй ту.

Русско-чувашский словарь социальной лексики (2004)

конкурс

конкурс, ăмăрту; всероссййский конкурс пĕтĕм Раççейри конкурс; конкурс скрипачей сĕрме купăсçăсен конкурсĕ; конкурс проектов проектсен конкурсĕ 2. конкурс (ĕçе ăмăртуллă мелпе илмелли йĕрке); конкурс на замещение вакантной должности пушă вырăна ĕçе илмелли конкурс

Чувашско-эсперантский словарь

йĕнĕ

[jenje]
ujo, tego, ingo
сĕрме купăс йĕнни — violonujo
куçлăх йĕнни — okulvitujo
хĕç йĕнни — sabringo
ухă йĕнни — sagujo
шăрпăк йĕнни — alumetujo

См. также:

сĕрлевçĕ шăна сĕрлени сĕрлеттер сĕрлеш « сĕрме » сĕрмек сĕрмелли копăс сĕрмелли купăс Сĕрмет Сĕрпике

сĕрме
Свойства слова не указаны
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Яндекс: 41001106956150

WMR: R028110838271

PayPal: np@chuvash.org