Поиск: шăкăр

Введите слово для поиска

Область поиска:

Чувашско-русский словарь (1982)

шăкăр

I.

1.
сплошной, густой, обильный

шăкăр

сплошь, густо, обильно
ача питĕнче шăкăрах чĕкеç шатри — лицо у мальчика в сплошных веснушках
улăхра чатăрсем шăкăр лараççĕ — на лугу рядами стоят палатки

шăкăр

2.
дружно, одновременно, сразу
салтаксем строя шăкăрах тăчĕç — солдаты дружно встали в строй
çумăр хыççăн калча шăкăр шăтса тухрĕ — после дождей появились дружные всходы

шăкăр

II.  
подражание звуку, возникающему при рассыпании твердых мелких предметов
домино шакмакĕсем сĕтел çине шăкăр тăкăнчĕç — на стол с шумом посыпались костяшки домино

шăкăр-шăкăр —
1) подражание постукиванию, бряканью мелких предметов
2) подражание негромкому дробному стуку
алăкран шăкăр-шăкăр тутар — тихо постучать в дверь
3) подражание журчанию
кранран шыв шăкăр-шăкăр юхать — из крана с журчанием бежит вода

шăкăр-макăр

мелкий, пустяковый, мелочной
шăкăр-макăр ĕçсем — мелкие дела
шăкăр-макăр тавар — мелочной товар
тумба çинче тĕрлĕ шăкăр-макăр выртнă — на тумбочке валялись разные безделушки

шăкăр-макăр

II.

1.
подражание разговору наперебой, вразнобой
вĕсем шăкăр-макăр калаçаççĕ — они говорят, перебивая друг друга

шăкăр-макăр

2.
перепалка, ссора, брань
шăкăр-макăр тухрĕ — возникла перепалка

шăкăрт-шакăрт

то же, что шăкăр-шакăр

шăкăр-шакăр

1.
подражание неравномерному стуку
чашăк-тирĕкпе шăкăр-шакăр ту — стучать, греметь посудой

шăкăр-шакăр

3.
то же, что шăкăр-макăр I.
музейре паян шăкăр-шакăр анчах — в музее сегодня только ребятишки

шакăр

2.
то же, что шăкăр
калча шакăр шăтса тухрĕ — всходы появились дружно

Словарь чувашского языка

шăкăр

подр. рассыпанию твердых мелких предметов. Орау. Шăкăр кăларса парать те, кураймастăн унта. Дает (сдачу) грудой, и трудно рассмотреть (фальшивые деньги). Е. Орлова. Шăккăрр мырă сапрĕ. Б. Олг. Ту çинчен нумай вĕт чол тăкăнат, шăкăрр! тет. Т. II. Загадки. Шăкăр пĕр май. (Хурт пуççи). || Подр. выливанию. КС. Шыв шăкăрр юхса туххăрĕ. Ib. Курки тĕпĕ шăтăк та, сăри шăкăрр юхса туххăрĕ. || Дружно, исключительно, сплошь. N. Пур пухăннă хăна шăкăрах тăчĕçĕ. Якейк. Пĕр лакăм топрĕç те, он йĕри-тавра шăкăр пырса ларчĕç. || Сплошной. Шел. П. 49. Пĕтĕм хирте çĕмелпе шăкăр сурат курăнать.

шăкăр-макăр

подр. недружному разговору. N. Ăнсăртран мĕнпе те пулин кăшт шăкăр-макăр калаçа пуçласанах... || Мелкий, мелочный. Альш. Çапла шăкăр-макăр ĕç (мелкие дела) тупăнат унăн та темĕн чухлĕ килте. КС. Кил таврашĕнче шăкăр-макăр япала нумай пулать. Стюх. Паян шăкăр-макăр вак квать пуçтартăмăр. Альш. Пӳртре тулли ача-пăча, шăкăр-макăр, вак-тĕвек.

шăкăртат

журчать (о речке, о воде). Н. Карм. Шыв шăкăртатса выртать (журчит). Баран. 164. Пăр ирĕлсе пырать, айĕнчен пĕчĕккĕ çырмасем шăкăртатса тухаççĕ. Шибач. Шăкăртатса йохать (из ведра, с лавки). N. Шăкăр-шăкăр тăвать тенинех шăкăртатать теççĕ. || Стучать, шуметь. КС. Итле-ха, урапа (телега) шăкăртатса килнĕ сасă илтĕнет. Ib. Лаша хуллен чупсан, урапа шăкăртатса пырать. Б. Олг. Ача патакпала шалча карта çомне шăкăртатса килет. КС. Деревянная побрякушка, „шăкăртатать“, а металическая „шăнкăртатать“. Сред. Юм. Шăкăртатаканни, игрушка для детей (побрякушка с ручкой). П. Патт. 13. Акă, хапха шашшулкки шăкăртатса кайрĕ. Ст. Чек. Темĕскер шăкăртатнине илтет (шум, напр., от мышей). || Шел. П. 68. Вырман ыраш хушшинчи тĕл-тĕл ĕшне пек вырнă вырăнсенче сурăх кĕтĕвĕ пек кĕлтесем шăкăртатса выртаççĕ. || Шелестеть. Полтава 48. Тирек йăвăç çулçисем кĕмĕл майлă çуталса, хуллен-хуллен чĕтресе шăкăртатса лараççĕ. Чуть трепещут серебристых тополей листы. || Пир. Ял. Пурте пĕрлех шăкăртатса ĕçлеççĕ. П. Федотов. Ырă пĕлĕшĕмсемпе тантăшăмсемпе шăкăртатса выляса кулса ĕçме пар. (Из моленья).

шкăртаттар

понуд. ф. от шăкăртат; стучать (дробно). СТИК. Чӳречене шăкăртаттарчĕ, шăкăр-шăкăр тутарчĕ. Пробарабанил пальцами. Слакбаш. Пӳрнисемпе шăкăртаттарать. N. Чӳрече витĕр тытăнать пӳрнисемпе кăшт шăкăртаттарма. Çĕнтерчĕ З1. Хуллен шăкăртаттарни илтĕнет. || N. Пĕчĕк ача сăпка витрех шăкăртаттарчĕ.

шăкăр-шакăр

подр. разнообразному стуку. СТИК. Чашкă-кашăксене эсĕ пĕрте тирпейлĕ çумастăн-ĕçке, шăкăр-шакăр тутаркалан, çаплипех пăрахан (деревянные ложки и чашка стукаются одна о другую). Сред. Юм. Шăкăр-шакăр! – стук каленьких твердых предметов. Ib. Кĕленчесĕм пĕр-пĕрне пырса çапăнсан шăкăр-шакăр тăваççĕ. N. Çăпалисем шăкăр-шакăр, шăкăр-шакăр тесе пынă, тет. Сред. Юм. Сӳс тӳнĕ чôхне кисĕпсĕм пĕр-пĕринпе лексе шăкăр-шакăр тăваççĕ. Альш. Ача-пăчасем шăкăр-шакăр тăваççĕ. СТИК. Мĕн шăкăр-шакăр сасси çавăнта, ачана вылямалли илсе пани? КС. Качакасам вылянă чухне мăйракисемпе шăкăр-шакăр тутараççĕ (задевая рога за рога). || Ветхий. Утăм. Кивĕ, хăрак, шăкăр-шакăр кимĕсем пĕр-пĕрин çине пырса перĕнсе пăр! каяççĕ. N. Шăкăр-шакăр вут сыппи ĕне ури айĕнче. СТИК. Аякки пĕрчисем шăкăр-шакăр (говорится о тощей лошади). || N. Мелкий. Ма хăвăрт килетĕн уявран? — Эй, шăкăр-шакăр ачасем анчах унта. Альш. Ачи-пăчине, шăкăр-шакăрне пуçтарат та килелле тухат (уезжает). || Сред. Юм. Эп ĕçлеме пăрахăр теччинех шăкăр шакăр (показывает скорость действия) пăрахса ларчĕç. || Ссора. N. Аван пурăнăр, шăкăр-шакăр ан пултăр.

шăкăр-шăкăр

подр, журчанию воды. КС. Вăл çырмара шыв шăкăр-шăкăр-шăкăр юхса выртать. Качалово. Шăкăр-шăкăр шыв юхать, шыв юхать те çĕр юлать, эпĕр юлас иртрĕ пулĕ. Якейк. Шăкăр-шăкăр шу йохать, çĕр çинчен мар, чол çинчен. Ib. Шăкăр-шăкăр томла йохать. || Подр. звону монет. А.-п. й. 60. Шăкăр-шăкăр тенкисем, чăнкăр-чăнкăр тенкисем,— тесе юрлать тилли йăпăлтатса. || Подр. стуку. Толст. Пӳрт патне çитсен, вĕсем унăн алăкне шăкăр-шăкăр шаккарĕç, тет. || Подр. шумному разговору. ЧС. Ахаль чухне çинĕ çĕрте шăкăр-шăкăр шакăртаттарса çиекенччĕ, халĕ пурте чĕлхесĕрсем пек шăппăн, пĕри пĕр сăмах чĕнмесĕр çисе ларатпăр (после того, как пала лошадь). || Сплошь. Г. А. Отрыв. Тевет çинче шăкăр-шăкăрах хурт-пуççи хĕрлĕ сентел çине йĕри-тавра тытнă (пулнă).

шăкăр

сл. неизв. знач., встреч. в сложении: хĕн-шăкăр.

шăкăр

то же, что шĕкĕр, назв. сел. || Фамильное прозвище в К.-Кушки.

шăхăр

то же, что шăкăр. N. Ĕçлеме хĕнне-шăхăрне ан пар.

куйкăрăш

(куjы̆ры̆ш), сказочная птичка, обогащаюшая человека. Хурамал. Куйкăрăш пек тултать (о воре: не попадается) Ib. Куйкăрăш илешрĕ пулĕ кунта, çав тултать пулĕ (когда все в доме пропадает). Н. Седяк. «Куйкăрăш, алпастă — бес». СПВВ. ИА. «Куйкăрăш пăрахса кайрĕ те, ырă пурăнăç хĕсĕнчĕ». — Чăвашсем телейлĕ килте çынна пуйтаракан кайăк пур, теççĕ. Вăлсем çав кайăка куйкăраш, теççĕ. Чăвашсем 17. Çынна пуйтараканни куйкăрăш пулат, тет, анчах вăл пит сайра çĕрте пулат, тет. Чыслă, йăваш, тирпейлĕ, вăрçăсăр килте анчах пулат, тет. Кăшт мăкăр-макăр тăвакан килте пурăнмаст, тет, вара вăл. Куйкăрăш вăл хăй пит пĕчĕкçĕ вĕçен кайăк, тет; вăл чипер тирпейлĕ килте пулсан, пит пултарат, тет, вара. Вăл япала тултат, тет: укçа килчĕ — укçа, мĕн килчĕ ăна тултат, тет. Вăл хăй пĕчĕкçĕ пулин те, выйлă, тет, пит. Вăл куйкăрăш пырса ернĕ кил пит чиксĕр пуйса каят, тет, вара. Анчах вăл вăрçа пĕрте юратмаст, тет. Вăл пупленĕ чут ытлашши сăмах калаçма та юратмаст, тет. Ăнсăртран мĕнпе те пулин кашт шăкăр-макăр калаçа пуçласанах, вăл вара хăй пуйтарнисене каялла тулта пуçласан, вара пĕр япала та хăвармаст, тет. Вăл киле вара пĕтĕмпе тĕп тăват, тет; ĕлĕххинчен те усал, тет, вара. Ăна, пуйса çитсен, маларах сисме кирлĕ, тет; маларах сиссен, хăйне пĕрте систермесĕр, тытса пусма кирлĕ, тет. Мехер пусас тесе шухăшланине те пĕлет, тет, вăл. Вăл куйкăрăш пĕчикçĕ çерçи пек анчах, тет. Шурăлă-хĕрлĕ чăпар, тет. Вăл куйкăраш автан çăмартинчен пулат, тет. Автан çичĕ çула çитсен, çăмарта тăват, тет, виçĕ çăмарта анчах. Вăл çăмартасене чăхă айне хурса кăларсан вара, пĕр çăмартинчен йытă, тĕпринчен çĕлен, тепринчен куйкăрăш пулат, тет. Чиерех çынсем çавна ӳстерсе тăваççĕ, тет. Ăна вара апат вир пăтти анчак кирлĕ, тет, урăх япала нимĕн те çимест, тет, вăл. Слакбаш. Куйкăрăш — «ду , привязывающийся к обоим полам». || Змея из яйца птицы?). Тюрл. || СПВВ. Т. Куйкăрăш лăпкă çын тенни (= тени) пулат.

лакăм

(лагы̆м), яма на дороге, ухаб. Çутт. 153. Инçех те мар лакăм пулнă. Ib. 84. Ман çул çинчи лакăмсем питĕрĕнчĕç юрпала. ЩС. Лакăм, небольшая промоина. Шурăм-п. Пĕр лакăм тупрĕç те, ун йĕри-тавра шăкăр пырса ларчĕç. Полтава. Вут-хĕм виттĕр сикеççĕ, лакăм урлă ывт(ă)наççĕ („сквозь огонь окопов рвутся“). Сред. Юм. Лайăм — низкое место между двумя буграми. О сохр. здор. Урам хушшинчи (на улицах) лакăмсене тислекпеле е улăмпала тултарас пулмасть, ялан таса тăпрапа е хăйăрпа, чулпа тултарма кирлĕ. Кн. для чт. II, 145. Куккук çӳрин çурăмĕ сарлака, унта унăн лакăм пур. Тогаево. Пĕр çĕре миçе ача пыçтарнать, çавăн чухлĕ пĕчик лакăмсем чакалаççĕ. Чураль-к. † Кӳлтĕм тухрăм сар лаша, сикрĕ ларчĕ сарă хĕр; сулăнкара (так!) та сулăнать, лакăмра та ларса юлать. (Маслян. п.). Орау. Пырсан-пырсан, пĕр лакăма кĕрех карăмăр; çуна сикнипеле чуттах (едва не) çуна çинчен тухса ӳкеттĕм. Ib. Çуна лакăма сикнипе пĕтĕм ăш кисренсе карĕ. Ст. Чек. Лакăм, рытвина (зимою, а также и летом в грязное время). См. лакăм. || Углубление в русле реки. Якейк. Н. Карм. Лакăмра выртать шыв (глубокое место в реке). Утăм № 1,9. Тинĕс çăварĕ Атăл пек шывсене хăйсене те тĕпсĕр лакăма ярать.

юрлаттар

понуд. ф. от гл. юрлат (теперь, в больш. части говоров, употребл. как простой понуд. гл.). К.-Кушки. Пирĕн ялта Шăкăр Хĕветĕрĕ ачасене пуçтарса пит юрлаттарат (усердно руководит хором). N. Юрлаттарса ларттар, заставить (велеть) ставить что-нибудь так, чтобы ставящий пел. N. Юрлаттарса ларт, заставить сидеть и петь.

Русско-чувашский словарь (1972)

только

нар. кăна, анчах, çеç (çех), чух, тин, шăкăр; только что, лишь только анчах çеç, тин çеç; у них только одна дочь вĕсен пĕр хĕр çеç; у меня одни только сыновья ман ачасем шăкăр ывăл.

туловище

тăлпу, кĕлетке, кӳлепе, кумеркке, ӳт-пӳ, пӳ-си, çанçурăм; туловище его — чистый скелет тăлпăвĕ унăн — шăкăр шăмă.

Русско-чувашский словарь (1971)

побрякушка

ж. разг. 1. шăкăркка, шакăркка; 2. обычно мн. побрякушки перен. шăкăр-макăр, вак-тĕвек.

Неологический словарь чувашского языка

патент

п.п. Услам ĕçĕпе (бизнеспа) аппаланма ирĕк паракан документ. Патентсăр услам тăвакансем... К-ш, 4.09.1927. Муççа Наташĕ ... шăкăр-макăр суткалатчĕ пĕр па-тентсăр-мĕнсĕрех. Я.Ухсай, 1952, 85 с. Предпринимательсем ... коммерци ĕçĕ-хĕлĕпе аппаланнă чухне ятарласа патент туя-наççĕ... Патент илнисене тавар сутнишĕн тытакан налукран хăтараççĕ. Х-р, 8.10.1998, 2 с.

Словарь Федотова «Тĕне кĕмен чăвашсен ячĕсем»

Шехерук

яз. и. ж. Нюш.-К., Т.-И.-Шем. /Шехерок, яз. и. ж. (Ашм. Сл. XVII, 170): Шехер + -ук; каз., кирг., туркм., тат. шекер/шикәр, узб. шакар < перс. шäкäр "сахар" (Дан. ДТП, 1980. С. 143).

См. также:

шăкăльти шăкăльти кайăк шăкăльти-макăльти шăкăнтĕр « шăкăр » шăкăр-макăр шăкăр-шăкăр шăкăр-шакăр шăкăри шăкăрин

шăкăр
Свойства слова не указаны
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150