Поиск: чунлă

Введите слово для поиска

Область поиска:

Чувашско-русский словарь (1982)

анимизм

анимизм (авалхи çынсем пур япала та чунлă тесе ĕненни)

йăмшак

3. перен.
мягкий
йăмшак чунлă çын — мягкосердечный человек

хавшак

5. перен.
слабый
скудный, недостаточный, бедный

хавшак ăстăн — слабоумие
унăн пĕлĕвĕсем хавшакрах — знания у него слабоваты
хавшак чунлă — 1) слабовольный, малодушный 2) трусливый, боязливый
хавшак чĕреллĕ — 1) слабовольный, малодушный 2) трусливый, боязливый
хăвна ху хавшак тыт — 1) вести себя нерешительно 2) вести себя трусливо

чунлă

1.
имеющий душу, живой, одушевленный
чунлă мар япала — неодушевленный предмет
чунлă ту — одушевлять, одухотворять

чунлă

2.
имеющий какую-л. душу, сердце
-душный
-сердечный

йăмшак чунлă — слабодушный
çемçе чунлă — мягкодушный
çирĕп чунлă — мужественный
таса чунлă — чистосердечный
тӳрĕ чунлă — прямодушный
хавшак шиклĕ чунлă — малодушный
хĕрӳ чунлă — страстный
хытă чунлă — равнодушный

чунлă

3. перен.
сердечный, добросердечный, отзывчивый

чун-чĕреллĕ

то же, что чунлă
ырă чун-чĕреллĕ çынсем — добросердечные, душевные люди
пĕр чун-чĕреллĕ пул — быть единодушным

шиксĕр

бесстрашно, храбро, смело
безбоязненно

ним шиксĕр — без всякой боязни
вăл шиксĕр чунлă — у него бесстрашная душа

чунлă


чунлă япала ячĕсем грам. одушевленные имена существительные
чунлă мар япала ячĕсемграм. неодушевленные имена существительные

Словарь чувашского языка

сĕмсĕр

(сӧ̆мзӧ̆р), без сознання; бессознательло; бессознательный. Пшкрт. Вăл выртат сĕмсĕр (или: нимĕн сĕмсĕр, без чувств). || Нахальный, наглый, бессовестный. Хурамал. Сĕмсĕр çын тесе вăтанман çынна калаççĕ. Ядр. Питĕ сĕмсĕр (так и лезет, хочет стащить). СПВВ. ГЕ. Сĕмсĕр е пуçтах тесе кирек мĕнле чунлă япалана та калаççĕ: акă пĕр çын çимелли япалана тула хурса пăхса тăрат, тăнă çĕрех çавăнта е сысна, е йытă пырат, хăваласан та каймаçт, ăна вара сĕмсĕр теççĕ. СПВВ. ЕС. Сĕмсĕр = пуçсăр, кĕмелле мар çĕре ирĕксĕр кĕрекен. Изамб. Т. Сĕмсĕр çын чĕнмесĕрĕх хăнана каять. И. С Степ. Сĕмсĕр, нахал. Ск. и пред. чув. 97. Сĕмсĕр-пуçсăр вăррисем турăран та хăраман. || Неразборчивый. Трхбл. Сĕмсĕр сысна! (Пит чикĕнекене калаççĕ). Ск. и пред. чув. 73. Сĕмсĕр сысни çухăрать, пĕтĕм яла çĕмĕрет. || Жадный, завистливый. Сятра, Хорачка. СПВВ. ИА. Сĕмсĕр — çын япалине юратать. СПВВ МА. Сĕмсĕр (пилсĕр) — япаларан тăрана пĕлмен çынна калаççĕ. СПВВ. ФИ. Сĕмсĕр — пит ĕмĕтсĕр çын. N. Сĕмсĕр пушă хирте, сивĕ, тĕксĕм чулсем çинче ырă сунакан ларнă. N. Ялсем тăрăх суту-илӳ туса çӳрекенсем тата сĕмсĕртерех. || Дикий, суровый, молчаливый, ни на что не обращающий внимания. Якейк. || Глуповатый. Бичурино. Сред. Юм. Кăçта çапкаланса çӳрен эс ôнта, сĕмсĕр карти. СПВВ. ТМ. Усал, ухмах çынна , сĕмсĕр çын теççĕ.

çӳçенчĕк

жуть, жуткий. Сам. 72. Пушă лăпкă çӳçенчĕк, урăх кунта ним те çук. Хастарлăх 37. Çуçенчĕк чунлă вăрман кĕтесси.

çăвар уç

раскрывать рот. Панклеи. Лаша çăвар уçса: ĕнер çине тăрса пăх, ста вот çутти корнат? тет. || В перен. смысле. N. Çав мĕн пур чунлă япаласем хушшинче унпа çăвар уçса сăмах хуша пĕлекен пулман. Альш. Пирĕн йышшипе çăвар уçса та калаçмас (не хочет разговаривать). || Разговляться. Изамб. Т. Çăвар уçма лартăмăр.

çвитеттăл

çвититлă (с’вэд’итлы̆), çвититтĕл (с’видиттэ̆л’), свидетель. Изамб. Т. Ст. Чек. Çвититтĕле чунлă чӳк. „Йывăр сăмаха кĕтĕм, турă, каçар. Хамран ытла (лишнее) пулнă пусан, турă, каçар; çынран ытла пулнă пусан, турă, сир!“ Ыттисене юмăç епле хушат, çапла тумалла. (Свидетель после суда должен принести жертву).

тарăх

(тары̆х), досадовать, сердиться, возмущаться. N. Темĕн пек (весьма): вĕреннĕ çак усала, тесе тарăхать, анчах туртма (табак) пăрахаймасть. Çĕнтерчĕ 48. Хăш чух эпĕ: мĕншĕн эпир пуян пулнă-ши? тесе, темĕн чул та тарăхатăп. || Чăв. й. пур. 28. Якку вара кайран пит тарăхса йĕнĕ. Яккăва çапла тарăхтараççĕ. Çылăха та, намăса та пĕлмеççĕ. Ib. Ашшĕ вара нимĕн тума та аптранă. Вара пит тарăха-тарăха йĕретчĕ. || О надоедливом человеке. Изамб. Т. Эпĕ кинтен тарăхап. Мне сноха надоедает. || Сердиться, возмущаться. СЧЧ. Пичче (брат) кулнипе Лукка пичче (дядя Лука) пĕтĕмпе тарăхса çитрĕ (осерчал), тет. N. Темшĕн ямаççĕ (письма), питĕ тарăхатăп. N. Хресченсем тавар илеймесĕр шалт тарăхса пĕтеççĕ. Орау. Ах, тархас килет-çке ман (сержусь, меня зло берет). || С послелогом „çи“: сердиться на кого. Панклеи. Йăван патша хĕрĕ çине тарăххĕр (разсердился). Ст. Чек. † Уччаскана кайса, эп çул турăм, аслă çулсем çине, ай, тарăхса; ял-ял урлă кайса, эп тус турăм, ялти хĕрсем çине, ай, тарăхса. || Жаловаться, негодовать, N. Хĕрсем çинчен тарăхса çыру янă (написали, жалуясь). || С тв. пад. БАБ. Тытăнат вара (тут) ачисемпе тарăхма (жаловаться, негодовать). || Выходить из себя. В. Олг. † Перĕн кинеми сак шăлат. Чонтан посса шăлсассăн, сак хăми те авăнат. Чон тарăхса çитсессĕн, сана та (новобрачную) полин ави-ха (поколотит тебя). || Терпеть горести. N. Тепĕри хăй ĕмĕрĕнче пĕр ырă курмасăр тарăхса вилет. N. Мана аттепе анне тарăхма анчах çуратса янă. || Раскаиваться. Орау. Ӳлĕмрен нумай тарăхăн та-ха, халĕ тулĕк ман сăмаха итлеместĕн. || Мучиться. Чăв. й. пур. 15. Леш çынсем каланă: калăпăр, калăпăр; эпир унпа тарăхнă ĕнтĕ, тенĕ. N. Тĕлĕкпе тарăхан. ЧС. Çавăнтан (от того, что умирают лошади) тарăхса ĕнтĕ пĕр лашана пĕлекен çынтан (у знакомогр человека), куккасенченех, илчĕç. Орау. Паян лашана Салапайра (местность) тарăхса шыраса çӳретĕп, а вăл килсе выртнă та, выртать. Ib. Паян ку суха-пуçпе пĕтĕмпе тарăхса пĕтрĕм (замучился), пĕртте путлĕ пымаçть, урăх ларттарас пулĕ, тем, кумпа ака пĕтереймăп. N. Пирĕн ял, çăва тухсан, çавăн пирки (из-за опойцы) çумăрсăр тарăхат. („Питĕркке шăтăкĕ“). N. Чирпе тарăхса порнаççĕ. Ст. Чек. Тарăхаттăм-çке унпа пурăннă чухне! „Живя с ним, я не видала светлого дня“. N. Вăл ыттисем пек вырăн тупаймасăр тарăхса çӳремест. ЧС. Вăл хĕр тарăхнипе тарасана сикмен-ши? Хурамал. Вара кушакки выçă тарăхнă та, хăй хӳринчен пĕр алтăр çакнă та, пĕр çулпа тухса кайнă. || С исх. пад. Истор. Вырăссем тутарсенчен пит тарăхса пурăннă. || Испытывать крайнюю нужду. Ст. Чек. Çукран тарăхап. Испытываю крайнюю нужду во всем. || Заботиться. N. Тимĕрĕç те çавăн пек сунтал кутĕнче тимĕртен пĕр-пĕр япала тăвасси çинче тарăхса ларать. N. Паразитла пурăнакан чунлă япаласем тарăхса ĕçлесе пурăнмаççĕ. || Усердствовать, стараться изо всех сил. N. Аптăранăран, тарăхса (= тăрăшса), сана парне паратпăр (аптăранăран сана парне паратпăр). Орау. Лаши тарăхса туртать, çапах та вырăнтан та тапратимаçть, аллă пăт пулĕ унта, таçта кайма тиянă. Ухмах, вăрманта пĕр йăвăç та хăварасшăн мар курăнать, вăрманти йăвăçа пĕтереймăн унта. Чăв. й. пур. 31. Акă! кам-шăн тарăхса ĕçленĕ ĕнтĕ вăл? Вăл мула, хăй чунне хĕрхенмесĕр, камшăн пухнă ĕнтĕ вăл? Ib. 17. Вăл вара татах юлташĕсене шырама тухса кайнă, татах темĕн пек тарăхса шыраса çӳресе те тупайман. || Всячески добиваться, биться, стараться, лезть из кожи. Орау. Тем тăвать ку унта, тарăхса калаçса ларать (принимая близко к сердцу, желая добиться, выходя из себя). Альш. Малтан вăл териех тарăхса вĕрмес, тет. Виççĕмĕшĕнче-тăваттăмĕшĕнче питĕ хытă тытăнса вĕрчĕ, тет (отчитывала от „ие“). Конст. чăв. Эпĕ ку таранччен тарăха-тарăха шыраман та пулăттăм та, манăн кунта тăван кукка пурăнать. Орау. Тарăхса çын хутне кĕрсе калаçса тăрать ку Кĕркури; тем кирлĕ, хăй хутне такăш кĕрес (а кто за него самого вступится)? || Выходить из себя, уверяя... Чăв. й. пур. 27. Вăл: ĕçместĕп (водки), тесе, пит тарăхнă, çапах хăратса: ĕçмесен, пăрахмастпăр (не отстанем), тесе, ирĕксĕрех ĕçтернĕ. Ib. 6. Вăсем малтан Ваçка сăмахĕпе тунма (отпереться, negare) хăтланнă, тырра илекен вара пит тарăхса каланă: вăсем те пурччĕ, тесе. Унтан вара вăсене хĕсе пуçланă. Хĕсе-хĕсе вара вăсем те каланă (признались): пурччĕ çав (мы были там), тенĕ. Ib. Пăртак йĕркене пĕлекен çын темĕн пек тарăхса каласан та, ăна пĕртте ĕненмеççĕ.

кĕвĕç

ревнивый, завистливый, завистник, зависть. Янтик. Упăшки хăй маткине: çынпа çӳрет, тесе, шухăшласан, ăна, ĕçкĕре-мĕнте урăх арçынпа пит кулкаласа смахласан, вăрçат пулсан, вара çав арçынна: ну, пит кĕвĕç у! теççĕ. Турх. Мĕншĕн кĕвĕç куçупа шуйттан хыççăн каятăн? N. Кĕвĕç куç çиес çăкăр çине те кĕвĕçсе пăхать, хăй ĕçми-çими тĕлĕшĕнчен те хăрăнса (= скупиться) пурăнать. ТХКА 112. Тăхти, вăрă-хурах — кĕвĕç-тикăр таçта пулĕ вăл. Чăв. йум. 1924. Кĕвĕç чунлă амаçури хăй пиравăрне пĕтернĕшĕн халĕ те куллянать. А. Турх. Кĕвĕç çын, человек, который завидует или ревнует. || Вред? ТХКА. 109. Труках çиес мар ку çырлана. Темле кĕвĕç çырли пулĕ, вĕлерекен çырла пулĕ, тет йысна.

тĕвĕ

узел. См. тӳ, тӳлем. Магн. М. 16. Вилнĕ çын тĕвви. Маленьк. кн. Вил тĕвĕ, чĕр тĕвĕ. Кĕвĕсем. Тарай тутăр вĕçĕсем пурте пурçăн тĕвисем. Этем йăх. еп. пуç. кай. 17. Тĕнчери пур япала та, калăпăр, шутсăр, вĕçĕ-хĕррисĕр нумай чĕрĕ чунсен йăхĕсем пĕр санчăрăн тĕввисем пек умлă-хыçлă çыхăнса тăраççĕ, тенĕ 18-мĕш ĕмĕрĕн çурри тĕлнелле шветсен учонăйĕ Линней. || Узелки, задоринки, шешурки на кудели. Юрк. Тĕвĕ-çĕрсе е мăтасланса чăмакланнă сӳс пĕрчи (хĕлхем). || Прыщик. N. Çан-çурăма тухнă пĕчĕк тĕвĕ. (Куç). Календ. Ӳчĕ çинче ăçта килчĕ унта шăрçа пек пӳрлĕ тĕвĕсем туха пуçласан... N. Ӳт çинчи темле тĕвĕсем. Сборн. по мед. Ун ăшĕнче темĕн чухлĕ вĕт çеççĕ чунлă тĕвĕсем курăнаççĕ. || Зародыш (яйца). N. Çăмарта тĕввисем, зародыши яиц в курице. || Перегородка в растении. В. Ив. Каркăччине хăне тĕвĕ сыпăк хушши тетпĕр.

чунлă

живой, одушевленный. N. Çак кĕлĕсене (божкам) тата кам хал çитекен чунлăран парса тухнă. Чунлăран тесе ак мĕне каланă: çак çырнă кĕлĕсене 17 те чунлă япала е хур, е кăвакал, е сурăх, е путек, е пăру парса тухнă, анчах ăна кам хал çитменни чирлесен çеç тунă.

чунлă ту

совершить животную жертву. Яргуньк. Сан уна чунлă тумалла, тенĕ. Сказал: ты должен принести ему кровавую жертву (у древних чуваш).

пăтлă

пудовый. Употр. в соединении с числит. Сред. Юм. Ача тимĕрçе кайса хĕрĕх пăтлă (сорокапудовый) туйя тума хôшрĕ, тет. Яргуньк. Сан уна чунлă тумала тесе, вун-вуникĕ чунлă япала пусмала: е така, е тиха, е пăтлă çурă юсман... N. Пĕр хăлача çурă пăт тирĕслĕкрен сахал хурас пулмаст, пĕр пăтран ытла та хума аван мар, çавăнпа ана çине çирĕмшер пăтли 60 лавăран сахал ан хур.

арçын чунлă

(ч̚’унлы̆), quae virili animo est, fortis, имеющая душу мужчины, мужественная. Полтава, 16. † Арçын чунлă этем пек хĕр пулсан та пĕр маях вăрçă тавраш саватьчĕ. Будучи девушкой, она не по-женски любила войну.

ӳт-пӳлĕ

имеющий какое-либо тело. Требн. 37, 19. Ăна ăслă чунлă, илемлĕ ӳт-пӳлĕ тунă.

лар

садиться; сидеть. В. С. Разум. КЧП. Ку çын лармасăртарах тăрать. Чуратч. Ц. Пукан çине (на стул) ларчĕ те, каçчен те тăмарĕ (просидел, не вставая). Артюшк. Вакона ларма вăхăт. Пора садиться в нагоны. N. Пĕр ларсан, тахçанчченех ларать вара. Если сядет, то сидит очень долго. Сред. Юм. Лар килте, кôтна хĕссе! Сиди знай дома! N. † Ларас тăрас саккине ука сарса хуччăр-и; выртас-тăрас выранне тӳшек сарса хуччăр-и. Çĕнтерчĕ 51. Паян ларас-тăрас килмест. Сегодня не хочется ни сидеть, ни ходить („стоять“). N. Мăн кĕрӳ пуринчен мала ларать, эллине сăра курки тытать; вара вĕсем виçĕ тапхăр тăрса лараççĕ; виççĕмĕш тапхăр тăрсан, сĕтел хушшинчен тухаççĕ те, каччин ашшĕпе-амăшне малти сак çине лартса, вĕсен умăнче икĕ тапхăр çаврăнаççĕ, виççĕмĕшĕнче пуççапма лараççĕ. N. Пĕр çулччин киле урапапа çунапа ларса кĕмест, анаçĕне (= ана çине) ларса кĕмест-тухмасть (молодушка). Б. Яуши. † Лаши лайăх, çуни лайăх лараканĕ çук. Юрк. Ун çумне кĕрӳ çуммĕн лараканни ларать. Юрк. Эпĕ, патша пулсан, ялан çапла кăмака çинче ăшăнса кăна ларăттăм. Ib. Икерчĕ çиме ларсан та, каллех çапла: ех, тет, эпĕ патша пулсан, яланах çапла çуллă икерчĕсем анчах çисе ларăттăм! тет. Сред. Юм. Ĕçессе нăмай та ĕçмен пик полчĕ, ларнăçĕм пôсать (постепенно пьянеешь) полас, ôра çине тăрап та, тайкалана тăрап. Чăв. й. пур. 23°. Хăй халĕ суккăр ларать ĕнтĕ, ниçта та тухаймасть. Регули 3. Вăл ĕçлеме ларать. Он садится за работу. N. Пит аван шыв хĕринче мĕлле пăр катăксем пĕр-пĕрин çине хăпара-хăпара ларса, каллех йăтăна-йăтăна анса кайнине пăхса тăма. || СТИК. Ларайман, ларса çитеймен, картне ларман (т. е. глупый). || Йӳç. такăнт. 52. Пурте кулаççĕ. Кĕркури, çиленсе, пуçĕпе сулкаласа, лара-тăма пĕлмест. Копăрла. † Ларас-тохас лайăх полтăр. Чтобы было хорошо с нею (с женою) выехать. Орау. Хăй ларса канимарĕ ĕмĕрĕнче (работала, не покладая рук). Туперккульос 25. Пӳртрен тухмасăр ларса ирттерсе, начар ӳсет, шурăхса каять (бледнеет). Сĕт-к. † Тантăш çони хора çони, ларса чопма шанчăклă. (Çăварни йорри). || Сидеть в тюрьме, под арестом. Альш. Елшелин хуралçисем кайса та лармаççĕ (не сидят в арестанской), ӳретникрен те хăрамаççĕ. Орау. Паян тăват тутара сут турĕç, тăватăшне те лармалла турĕç. Сред. Юм. Ларма кайнă. Пошел сидеть (в кутузку). N. Тĕрмере ларакансем, е персе вĕлернĕ çынсем хушшинче темĕн чухлĕ пĕр айăпсăррисем те лекнĕ (в 1906 г.): вилччĕр, ларччăр... тенĕ пек тăваççĕ. || Быть п. заседателем. Орау. Паян тăват тутара сут турĕç. Манăн тăватăшне сут тунă чухне те лармалла пулчĕ. || Сидеть на посиделках. Изамб. Т. Хĕлле хĕрсем ларма çӳреççĕ. Зимой девушки ходят на посиделки. Альш. Пĕр-пĕрин патне ларма çӳремелле. || Гостить (о девушках). N. † Ларма килнĕ хĕрсене алă çинче вылятрăм, ларма килнĕ хĕрсемпе хытăрах выльăр, ачисем! ЧП. Ларма пырăп. Сред. Юм. Ларма кайнă (девушка пошла, поехала в гости к родственникам). || Справлять (о некот. обрядах). Ст. Чек. Вара кĕрешченке кунĕ каçпа хĕр сăри? лараççĕ. || Сидеть в старых девах. О сохр. здор. Вăл тĕлĕшрен чăвашсен йăли пит аван: вĕсенĕн хĕрĕсем çирĕме, çирĕм икке çитсен тин качча каяççĕ; çирĕм пилĕке çитичченех ларакан та пулать вĕсен. Янтик. † Пиреех те çырнă çын ачи лартăр халĕ çулĕ çитиччен. || Сидеть на яйцах (о наседке). Ст. Чек. Ларат (чăхă ларат). Сидит на яйцах. Альш. Чăхă ир ларсан, тырă пулат, тет. (Примета). || Стоять, находиться (о вещах и предметах). N. Чăматан ларат. Стоит чемодан. N. Карташĕнче вăрманти пек курăк шăтса ӳссе ларнă. ЧП. Çеçен хир варринче пĕр хурăн, лартăр-а хирĕн илемĕшĕн. Янш.-Норв. Пирĕн çумра (рядом с нами), йывăç пахчинче, пĕр кĕлет ларать. ЧС. Темĕн чухлĕ пичке ларать. Стоит много бочек. N. Унта пилĕк мишукпалан çăнăх ларнă. Там стояло пять мешков с мукой. N. Чӳрече çинче кăкшăмпа (в кувшине) шыв ларать. N. Улăм урисем темĕн чухлĕ лараççĕ. N. Вăрман ларать сип-симĕс. N. Тепĕр пуçĕнче тутлă шерпет ларат, сим-пылпа тутлă шерпет хушшинче ылттăн тарилкке ларат. Орау. Ку шыв пӳртре виç сахат ларнă. N. Тинĕс патне çитсен, тинĕсре пĕр карап ларнине курнă. Ядр. † Эпир çăварни чупнă чух ларан-йывăç хумханать, выртан каска тапранат. Могонин. Ларан йывăçа хоппине сӳсен, мĕнле хăрса каять, çанашкал çав çын хăртăр, тет. N. Ăçта-килчĕ-унта хупахсем, хытă курăксем унта-кунта ларатчĕç. Торп-к. Урапи чупмаçть, тет, пĕр вырăнтах ларать, тет. Орау. Ку йăвăçăн тымарĕсем çирĕп халь, нумай лармалла. Дерево крепко держится на корню. Тогаево. Онччен те польмин, пĕр пысăк икĕ хутлă пӳрт лара парать. Эпир çур. çĕршыв 15. Ту вĕçĕнче чылай аслă униче (укăлча) выртать. Кунта, хапха патĕнче, ял юпи ларать, халăх пӳрчĕ ларать, вут сӳнтермелли машшин, пичĕке, пакурсем, тата урăх хатĕрсем лараççĕ. || Остановиться (в движении). Орау. Армансем ларчĕç (иногда говорят: шыва ларчĕç). Мельницы (водяные) остановились (стали) от половодья. || Устояться (о пиве). Якейк. Пирĕн сăра ларсах çитмен-хе (не устоялось после процеживания; дрожди еще не сели на дно). || Осаждаться. N. Хăйăр тырă акас вырăна та ларать, çарана та ларать. || Широко задевать основанием. Орау. Суха-пуç ытла ларса пырать, ăнмарĕ („купташки“ своей выгнутой поверхностью задевает за землю. Зависит от неудачной установки сохи). || Лежать (о вещах). Çăкăр кăмакара ларат (но: çăкăр сĕтел çинче выртат). || Находиться (о корнях растений). N. Темĕн пысăкĕш йывăçсен те тымарĕсем çиелтех лараççĕ. || Упасть (о стреле). Абыз. Ухă çав старикĕн пӳрт çине ларнă. N. Йывăç юппине (на развилину дерева) юр ларнă. || Садиться, становиться плотнее. Орау. Çуркуннехи çăмăрпа çĕр ларать, теççĕ ваттисем. || Замерзать (о реке и пр.), о ледоставе. Альш. † Çерçи чак-чак тăват-çке, Атăл пăрĕ ларат-çке. АПП. Сивĕ енчен çил вĕрсессĕн, Атăл ларнине çавăнтан пĕл. || О снеге. Девлезеркино. Юр ларчĕ. Снег сел (осел). || Выправиться (о вывихе). ЧС. Ĕнтĕ, кин, ачун алли ларчĕ. N. Нумайтарах, ĕçлесен унăн алли-урисем каллах хытса ĕлĕкхи вырăна лараççĕ. || Отзываться, вредить. Изамб. Т. Лашана кĕçĕнтен йывăр турттарса çӳретсен, лашан куçне ларат (ослабеваег зрением), теççĕ. N. Ытлашши çийӳ чире ларать. || Осесть (о строении). Альш. Пӳрт ларнă ĕнтĕ пирĕн (осел). || Иваново. Урай хăмисем, никĕс пĕренисем, тата кăмака ларса юлнă (остались без осадки). || Сесть (о материи). Трхбл. Брюки ларнă. Брюки сели. || Оседать. Туперккульос 4. Çын çăварне, сăмсине ленкеççĕ, кăкăра лараççĕ, тĕрлĕ май çын ăшне ленкме пултараççĕ (бактерии). || Загрязниться. АПП. † Сакăр тиртен çĕлетнĕ сар кĕрĕке кирĕк лармĕ, тесе, пĕлтĕр-им? В. Байгул. † Çуса çакнă шур сурпанне кирĕк лармас, терĕç пуль. || Увязнуть, застрять. О сохр. здор. Е, апат çисен, шăл хушшине пĕр-пĕр япала ларса юлса çĕрсе тăрать. Кума-к. Эпĕ лапрашне (= лапра ăшне) антăм-лартăм (вдруг очутился в грязи, в топком месте). Шурăм-п. Филип сурăх хыçĕнчен чупрĕ, анчах ури пылчăка ларнипе кайрĕ-ӳкрĕ. Чув. пр. о пог. 304. Пăр ларса йолсан, çул йывăр пулать. Если лед останется (на берегах), год будет тяжелый. || Заходить (о солнце). N. Хĕвел анăç хĕрелсен, пĕлĕте ларсан, çăмăр (тăман) пулать. || Прибавлять (ветви, коленца). Альш. † Мĕшĕн кĕрлет-ши çав хăмăш? Сыпăкран сыпăка ларасшăн. Ib. † Мĕшĕн шавлат-кĕрлет çав вăрман? Туратран турата ларнă, тет, çав вăрман. Карабаево. Улма-йывăççи çеçкене ларса иртнĕ. || Закалеть. Ст. Чек. Çăккăр вут начар хутнипе (от плохой топки) пиçеймесĕр ларса каят (около нижней корки тесто уплотняется и не пропекаетcя). || Заниматься; служить. Туперккульос 18. Пĕр туперккульос чирĕ çинче кăна ларакан тухтăр çав чир çинчен, çĕнĕ япаласем мĕн тухнине (напр., открытия в области медицины) пĕтĕмпе пĕлет. ГТТ. Ача-пăчапа пурăнакан çынна, ку ĕç (литературная работа) çинче кăна ларсан, пурлăх тĕлĕшĕпе хĕнтерех пек (трудно с экономической стороны). Орау. Кунăн çĕрĕн хут çинче ларакан çын шурса каять (бледнеет). Образцы. Ай-хай, хĕрлĕ чĕрем, çутă сăнăм, шур хут çинче ларса шурăхрĕ. Истор. Ялан ĕç çинче ларса, тата ытларах сывăмарланнă. N. Çирĕм пилĕк çул тиякра ларчĕ. N. Вăл ĕç çинче лармаççĕ вĕсем. Они этим делом не занимаются. Яжутк. † Пуртă тума тимĕрç çук, тимĕрç ларма çырма çук. || Расположиться, расселиться, поселиться. Юрк. Тинĕс хĕрринче ларакан хула. Ib. Эпĕ пурăнакан савăт (завод) пит аван çĕрте, çаранта шыв хĕрринче ларат (расположен на берегу реки). Янших. Б. Сăр шывĕ хĕрринче ларат (город). Юрк. Чăвашсене ытти çынсенчен уйрăм ялсемпе ларма хушнă. Демид. Пурăнсан-пурăнсан, кун патне таркăнсем, вăрăсем килсе лара пуçларĕç, тет. || Приставать, прилипать. Орау. Тĕмпек (ял) тăнĕ (глина) лармаçть (т. е. не держится), умпа кăмака шăлма юрамаçть урăх. Якейк. Ларать = çыпăçать. Ib. Кăçалхи пак çор аки тума çăмăлне корман: пĕре те лармаçть. Ib. Хăш çол çĕртме тунă чохне те ларать (= тăпра соха тимĕрпе калак çомне çыпăçни). Ib. Олăхри аная тунă чох ларса пăçлар, аран туса пĕтертĕм. КС. Суха-пуç ларать (накопляется земля, и она плохо пашет), вара ăна карлавпа тĕкеççĕ. || Приставать, останавливаться где-либо (о пароходе и т. п.). N. Çак пăрахот Шопашкара (-ра) ларать-и? Пристает-ли этот пароход в Чебоксарах? N. Пăрахот Шопашкарта лармарĕ. Шурăм-п. Халĕ Кĕнер-вăрри çыннисем чухăнланса кайнă. Пăрахут тахçанах ларми пулнă. Альш. Пулăçăсен киммисем лараççĕ унта. || Обходиться, constare. N. Мĕн чула ларчĕ? Во что обошелся (о цене). N. Хаклă çĕр илекене пит хакла ларать. || Получить убыток. Орау. Халь çăмартана кайсан, аллă тенкĕ ларнă, тит. || Остаться, проиграть (в картах). Сред. Юм. Кама ларчĕ? Кто остался? (во время игры в карты). Янш.-Норв. Лартăм. Я проиграл (в шашки). || Обмануться. N. Лаша илесси пит пысăк ĕç, ларасси нимĕн те мар (очень легко). || Находиться в сохранности, храниться. Полтава. Ăçта мулсем ларнине (где скрыты клады)... || Глохнуть (об ушах старика). ГТТ. Манăн хăлхасене ларнă çав ĕнтĕ, илтми пултăм. || Выходить (об урожае). О земл. Çĕнетнĕ çĕр тырра ĕлĕкхи пекех çимĕç парса тăрать, вара унта тырă аван ларакан пулать. Ib. Хура тăпра çинче малтан урăх япала хушмасан та, тырă аван пулать; анчах кайран-кайран вăл çĕр çинче те тырă ларми пулать. Альш. Кăçал тырă начар пулчĕ те, анара пит нумай пулнинче саккăршар урапа, унтан вара чухрах (похуже) пулнисенче пилĕкшер, ултшар урапа ларчĕ, теççĕ. Сорм-Вар. Ахматяк калать (медведю), тет: кашни çапмасерен (= çапмассерен) пĕр пăт çу ларать (каждый раз, как ты меня стукнешь молотком, на мне наростает пуд сала), тесе калать, тет. || Накопляться. О земл. Выльăх айне улăм сарсан, навус ытла лармасть. || Юрк. Шыва лар, быть затоплену водой. || Об обычае созывать знакомых к умирающему. ЧС. Анне вара пиччене атте çинче ларма çынсене чĕнтерсе килтерчĕ (велела позвать). N. Çын çинче ларни. || Доходить, попадать. Яргейк. Урпа утмăл кунта кĕрекене ларать, теççĕ. || Наступать. КС. Кĕр ларчĕ. Наступила осень. (Хĕл ларчĕ, но: çу килчĕ, çур килчĕ; Орау. Хĕл ларсах каять-и ĕнтĕ? Неужели уж так рано начинается зима? || Оказать действие. N. Ăна ларнă. Оказало действие на ум. || В качестве вспомог. гл. Сятра. Сан пит çине мĕнешкел (мэ̆нэ) моклашка токса ларса? N. Курăксем ĕнсе ларчĕç (выгорели от зноя). К.-Кушки. Эпĕ пĕрре шыв хĕрринче нуммай çĕрле пулă тытса лараттăм. Однажды поздно ночью я ловил на речке рыбу. Виçĕ пус. 17. Тăваттăмĕш çулне çĕрте курăксене кирлĕ япаласенчен виççĕшĕ тăнчах пĕтсе ларать. Ib. 19. Пĕр çын, ашшĕ амăшĕсем вилсен, ниме юрăхсăр хăйăрлă çĕр хуçи пулса ларнă. Кан. Мунчине вара шыв тухса ларнă. Яхать-Ошкăнь. Тар тохса ларать. Выступает пот. Букв. 1886. † Сĕт-пыл тулса ларинччĕ (см. сĕт пыл). Альш. Кас çĕнĕ пулса ларчĕ хайхи. Обстроился снова (после пожара), обновился (квартал). Ib. Пăхатăп – тиенсе те ларнă пирĕн лав (нагрузился). Яргуньк. Пуç тăрисене (на головах у них) улмуççисам шăтса, çитĕнсе, улмисем те пулса ларчĕç, тет. Синерь. Вăл, шаларах (дальше в воду) кĕрсе, хулне чăссĕр (= чăсрĕ), тет те, хулĕ сыпăнса ларса (обрубленные руки снова наставились), ачисене (своих детей) тытрĕ, тет. Сунар. Сăрт ĕлĕкхи пекех хăйне хăй хупăнса ларнă (холм закрылся снова сам собою). Орау. Вилнĕ çын чĕпĕтним сана, пĕтĕм çан-çурăмăнта, аллу-урусенче кăвакарса ларнă вырăнсем (синяки) пур? Ib. Сĕтел çинче ламппи çунса ларать (горит). N. Кам хăй валли инкек-синкек шыраса çӳрет, çав ăна чăнах та тупса ларать. БАБ. Эпĕ пăхрăм пек те, пĕр хуран сăмала вĕресе ларнине куртăм пек (во сне). N. Ĕлĕк вăл (это) çын ячĕ полнă, онтан сомах полса ларнă (стало нарицательным именем). СВТ. Çитменнине тата шатра чирĕнчен кайран (после оспы) нумайĕшĕ, чĕлхе çĕрсе, чĕлхесĕр пулса лараççĕ. N. Хăй пурăннă кун-çулĕнче пĕтсе, çĕрсе ларнă çĕртен пире çутта кăларчĕ (он). Пшкрт. Вырăсла пет йосон соляма (очень хорошо говорить) вĕренсе лартрăм (или: лартăм; научился). КАЯ. Ĕнер Тумия урнă йытă тулланă; урмалла-мĕн пулсан, мĕн курса ларас-ха! (что станем делать). Трахома. Тата пĕрер çул иртет те, хай сирĕн пĕлĕшĕр суккăрах пулса ларать. В. Олг. Онăн учĕ перĕн тырă çине вĕренсе ларса (повадилась). Изванк. Пирĕн пӳртре, ăçта кирлĕ унта (где ни попало, везде), çуртасем çунса лараççĕ (горят). Панклеи. Сĕрсенех (как только помазала), ачана ӳт илсе ларчĕ (наросло тело). Ib. Вăл пыркаласан-пыркаласан, çол йăлтах пĕтсе ларат (дорога кончается). Синерь. Кăмакара этем аш вĕресе ларать, тет. (Сказка). Кан. Çап-çуттăн курăнса, каллех тĕттĕмленсе ларчĕ. N. Тата темиçе анпар (так!) тырă туллиех тулса ларнă, тыррисем алăкĕсенчен тулалла юхса ларнă (сыпался), тет. Цив. Шыв тӳрех пӳрте кĕрсе ларчĕ. Вода сама вошла и поставилась в избу. N. Хайхи салтак тухрĕ; как тухрĕ, хайхи çутă сӳнсе ларчĕ. Никит. Питне-куçне хĕп-хĕрлĕ шатра пекки тухса ларчĕ. Ib. Лешĕ кушак-мĕн пулсан, ăна патакпа шаккаймалла-мĕн, вара вăл каллах çын пулса ларать (превращается в человека). N. Анса лар, спуститься; закатиться (о солнце). N. Чунлă япаласем çумне çыпăçса лармашкăн е çекĕлсем, е тăрăнмалли сăмсасем, е чĕрнесем ӳссе лараççĕ (у растений). N. Тепĕр куна хăварсан, вăл хытса ларать те, кирпĕч çапма хĕнтерех пулать. N. Çамрăк арăм çапла пулса ларнинчен пĕтĕм ял тĕлĕнсе, ăсран-халран кайнă (изумилась). Сборн. по мед. Пĕтĕм çан-çурăмне шатра тухса ларать. Абыз. Çĕлен çапрĕ те, Иван пакăлчак таран анса ларчĕ (в землю). Синьял. Турипе сулчĕ, тет те (он махнул гребнем), тинĕс пулса ларчĕ, тет. N. Вĕсемсĕр пуçне хула та пулса ларас çук (не оснуётся). N. Куçса лар. N. † Килкарт варнчи çармăк хорĕн (= хурăнĕ), кăçал касман полсассăн, ватăлсах ларĕ, терĕр поль. N. Мучи куçне шур илсе ларĕ. (Карнăк шăнни). У старичка сделается на глазу бельмо. (Замерзание окна).

лĕпĕ

(лэ̆бэ̆, лӧ̆бӧ̆), бабочка. (Служит наживкой на удочку для чечони). Б. Аккоз. СПВВ. ТА. Лĕпĕ = лĕпĕш. В. Олг.: лӧ̆бӧ̆. Кубово. Упа лĕппи, сар лĕпĕ, кăвак лĕпĕ, шур лĕпĕ, хĕрлĕ лĕпĕ, ула лĕпĕ. В. Олг. Опа лĕппи, ночная бабочка. ||„Насекомое [т. е. особые паразиты] около легких больных животных (овец)“. Имен. Лĕпĕ — сурăх аш чирĕ („на легких и печени бывают водянистые шарики“). Орау. Лĕпĕ (сурăх чирĕ) йĕрсен, сурăхсен чĕрисем хуртланаççĕ (сердца червивеют). СПВВ. НН. Лĕпĕ — выльăх ӳпки пĕвер хушшинче таракан пек чунлă пулать. КС. Лĕпĕ — животное (паразит), появляющееся на легких; похоже на маленькую бабочку; пораженная овца чахнет и умирает.

мĕкĕр

(мэ̆гэ̆р, мӧ̆гӧ̆р), мычать, реветь, рычать. КС. Ĕне, вăкăр мĕкĕрет (ревет, а макăрать, мычит). Вомбу-к. Мăкăр мĕкĕрет; ĕне мĕкĕрет. Изамб. Т. Вăкăр мĕкĕрет. Букв. 1886. Ĕнесем мĕкĕретчĕç, çамрăк путексем макăратьчĕç. Изамб. Т. Кĕлечĕ те пĕчĕккĕ мар, икĕ кĕтессине арăслан кăкарсан, вĕсем мĕкĕрни илтĕнмест. N. Упа йĕртен тухман, вăл унта хăрушă сасăпа мĕкĕрсе çӳренĕ. Н. Лебеж. Упи мĕкĕрĕ, çăмĕ тăкăнĕ. (Çăнăх авăртни). Ст. Чек. Мĕкĕрсе йĕрет. Ib. Ан мĕкĕр, теççĕ сасăпа йĕрекен ачана. Шурăм-п. Ытти тăванĕсем эрех ĕçсе мĕкĕрсе çеç çӳреççĕ. Ст. Чек. Вара пĕлĕт вуник сутка мĕкĕрсе хăпарнă. Баран. 87. Çил мĕкĕрсе улать, калăн: чунлă, тесе.

йӳрĕк

живой, быстрый, расторопный. СПВВ. ПВ. Йӳрĕк ― старательный, расторопный. (Козм.). Поуч. и речи сельск. жит. Эсĕ халĕ тулли ӳтлĕ, йӳрĕк (= шухă) чунлă; ватăлсан, санăн шăммусем пĕрмечĕклĕ тирпе анчах витĕнсе тăрĕç. СПВВ. ЛП. Йӳрĕк = ĕçчен. Полтава 6. Хăш чух йӳрĕк лань (надо: план) пек вăл утса çӳрет çăмăллăн («лани быстрые стремленья»). Б. Олг. Йӳрĕк çын — работящий, трудолюбивый. Б. Олг. «Йӳрĕк çын - ловкий, ĕçлет». || Имя героя в сказке, который выполнял трудные вещи, пользуясь словами: «Пӳлĕх, пӳлĕхçи, уланка пулă калашне (çак патша хĕрĕ пĕтĕ пулнине курăттăм)». Собр. 237. Ĕлĕк пĕр кахал йӳрĕк пурнать, тет. || «Растяпа, вялый; небрежный». М. П. Петр.

выç

или выçă, голодный; голод. Хыпар № 37, 1906. Тырри пулнă çул та, йӳнĕпе сутса пĕтерсе, халăх выççа юла пуçларĕ. Сред. Юм. Мĕн выç кашкăр пик уллан? Что ты воешь, как голодный волк? (говорят плачущему). Юрк. Вăл лашине, çиме памасăр, выçă вĕлерчĕ. Кан. 1929, 165,4. Выçă йăтта тутти çуллать, теççĕ вĕт юмахра. Истор. Нумайĕшĕ, выçă кавсăлса, ниăçтан йӳнеçтереймесĕр, вăрра пикеннĕ. Шумш. Выççа-тотта корнă çын. Человек, испытавший и голод и сытость. (Послов.). Бгтр. Пуп, хырăм выçăпа (от голода), çĕрĕпех çывăрмарĕ, тет. Ала 93°. Выçă усра, держать голодным. БАБ. Темĕн чухлĕ çын выçă вилчĕ (перемерло с голода), тет. Çĕнтерчĕ 6. Выçăпа вар-хырăм пит чăрлатать (урчит). Кан. 1927, № 241. Выçăпа аптăранă çынсене кивçен пачĕ. Сир. 294. Çавăнпа вара таса вырăна сыхлама çынсем нумай та юлман, выçă аптăраса, харпăр хăй çĕрне саланса пĕтнĕ. || О злаках — тощий. Чув. календ. 1911. Ыраш выçă пулчĕ пулин те, теçеттинерен 45 пăт тухрĕ. Ч. С. Уяр пулать те (бывает), тырă пулă выçă пулать (родится). || Жадный. СПВВ. N. Иуда пек выçă чунлă пуласран сыхлан, тенĕ.

Русско-чувашский словарь

душевный

прил., душевно нареч.
1. чун -ĕ, чун-чĕм -ĕ, чун-чĕре -ĕ; душевное волнение чунтан пăлханни
2. ырă, кăмăлла, ырă чунлă; говорить душевно кăмăллăн калаç

равнодушный

прил., равнодушно нареч.
тимсĕр, сӳрĕк, кăсăксăр, сивĕ чунлă; смотреть равнодушно кăсăкланмасăр пăх

честный

прил. (син. прямой, искренний, добросовестный), честно нареч.
тӳрĕ, тĕрĕс, таса чунлă, тӳрĕ кăмăллă; честный человек тӳрĕ кăмăлла çын; честно рассказать обо всём пĕр пытармасăр йăлтах каласа пар ♦ честное слово тупата, чăн калатăп

Русско-чувашский словарь (1972)

анимизм

анимизм (авалхи çынсем чун пуррине ĕненни, кашни япалах чунлă тесе шутлани).

суровый

1. шуратман пир; 2. перен. хытӑ чӗреллӗ, хытă кӑмӑллӑ, хаяр, сивӗ чунлă (çын); 3. сивĕ; суровая зима пит сивĕ хĕл; суровый мороз хаяр-сивĕ.

безжалостный

çынна хĕрхенмен, шеллемен, хытă чĕреллĕ, хытă кăмăллă, хаяр чунлă (çын).

Русско-чувашский словарь (1971)

анимизм

м. анимизм (авалхи çынсем пур япала та чунлă тесе ĕненни).

глухой

прил. 1. хăлхасăр, илтмен; 2. перен. (равнодушный) чунсăр, хытă чунлă, çын хуйхи-суйхине ăнланман; быть глухим к чужим просьбам çын ыйтнине шута ан ил; 3. (о звуке) янăравсăр, уçăмсăр; говорить глухим голосом кăкăртан тухакан сасăпа калаç; глухие раскаты грома аслати хуллен кĕмсĕртетни; 4. (захолустный) аякри, тĕттĕм; глухая деревушка тĕттĕм ял; 5. (пустынный, безлюдный) çынсăр, шăп, тĕттĕм, улах; глухое место улах вырăн; 6. (заросший) çăра, чăтлăх, чăтлăхланса ларнă, пусса илнĕ; 7. перен. (смутный, затаённый) вăрттăн, палăрми; глухая вражда палăрми курайманлăх; 8. (совершенно закрытый) хупă; глухая стена алăксăр-чӳречесĕр стена; глухое платье хупă платье; 9. (поздний): глухая осень хура кĕр; глухая ночь çĕр варри; ◇ глухое время, глухая пора тĕксĕм вăхăт, уçăмсăр самана; глухая крапива суккăр вĕлтрен; глухой согласный янăраман хупă сасă.

добродетельный

прил. ырă кăмăллă, ырă чунлă; добродетельный человек ырă чунлă çын.

добрый

прил. в разн. знач. ырă, ырлăхлă, лайăх, аван, килĕшӳллĕ; доброе слово ырă сăмах; доброе имя ырă ят; добрые известия лайăх хыпарсем; ◇ люди доброй воли ырă чунлă çынсем, тӳрĕ кăмăллă çынсем; будьте добры ырă (чунлă) пулсамăр; добрый день! ырă кун пултăр!; по доброй воле хам ирĕкпе, ху ирĕкӳпе, хăй ирĕкĕпе; всего доброго сывă пул (-ăр); чего доброго в знач. вводн. сл. тем пуласси пур.

душа

ж. 1. филос. (нематериальное начало) чун; душа и тело чунпа ӳт-пӳ; 2. (свойство характера) чун, кăмăл, чĕре; добрая душа ырă чунлă çын; 3. (чувство; темперамент) чун, чĕре; петь с душой чĕререн юрла; 4. перен. (вдохновитель, организатор) чун; он душа этого колхоза вăл çак колхозăн чунĕ; 5. разг. (человек при указании количества) чун, çын; на улице ни души урамра пĕр чун та çын та) çук; 6. (единица населения) çын, ят; на душу населения пĕр çын ят) пуçне; 7. разг. (обращение) чунăм; душа моя чунăмçăм; ◇ в душе ăшра; по душам говорить чĕререн чуна уçса) калаç; вымотать всю душу чуна кăлар ил); заячья душа мулкач чунĕ, чăх чĕри; от всей души пĕтĕм чунтан, чĕререн; жить душа в душу чунтан-вартан килĕштерсе пурăн; не чаять души в ком-л. пĕтĕм чун-черепе сав юрат); отвести душу чуна пусар; душа не лежит к кому-чему-л. чун туртмасть; душа ушла в пятки сехре хăпрĕ; стоять над душой чуна ил; по душе кăмăла каять; он кривит душой вăл тӳрĕ çын мар; сколько душе угодно ытлашшипех; вложить душу в работу чунна хурса ĕçле; за душой нет ни гроша манăн пĕр пус та çук; душа нараспашку питĕ уçă çын, уçă чунлă çын; чужая душа потёмки посл. соотв. çын ăшне тавăрса пăхма кĕрĕк çанни мар (букв. внутренность человека нельзя вывернуть, она не рукав шубы).

душевный

прил. ырă чунлă, ăшă кăмăллă; душевный человек ырă чунлă çын; душевное отношение ăшă кăмăллăн пăхни.

зачерствелый

прил. разг. 1. (ставший чёрствым) типе, типсе кайнă, хытă, хытса кайнă; зачерствелый хлеб типсе кайнă çăкăр; 2. перен. (ставший бездушным) туйăмсăр, чунсăр, хытă чунлă; зачерствелый человек хытă чунлă этем.

исковерканный

прил. 1. пăсса (е çĕмĕрсе, ватса) пĕтернĕ; 2. перен. (о человеке) пăсăлса, пăсăлса кайнă, чăлах чунлă; 3. перен. (искажённый) пăсса (е хуçкаласа) каланă (сăмах).

кристальный

прил. 1. кристалл; кристаллă, кристалл формиллĕ; 2. перен. (чистый) кристалл пек таса, кристалл пек çутă (шыв); 3. перен. (честный) кристалл пек, таса, тӳрĕ; человек кристальной чистоты кристалл пек таса чунлă çын.

малодушничать

несов. разг. хăра, шиклен, хавшак чунлă пул.

малодушный

прил. хăравçă, çемçешке, хавшак чунлă, шиклĕ чунлă.

одухотворить

сов. кого-что 1. (воодушевить) хавхалантар, хаваслантар, кăмăла çĕклентер; 2. (природу, животных) чунлантар, чунлă тесе шутла.

одушевить

сов. 1. кого-что, уст. (воодушевить) хавхалантар, хаваслантар, çĕклентерсе (е çунатлантарса) яр; 2. что (природу) чунлантар, чунлă тесе шутла.

одушевлённый

прил. 1. (воодушевлённый) хавасланнă, хавхаланнă, хавхаланчăк, çĕкленчĕк; 2. грам. чунлă; одушевлённые предметы чунлă япаласем.

открытый

прил. 1. (раскрытый) уçă; открытая дверь уçă алăк; 2. (доступный взору) уçă; открытая местность уçă вырăн; 3. (без прикрытия) уçă, витмен; открытая платформа уçă платформа; 4. (прямой, явный) кĕрет, тӳрĕ, куçа-куçăн; открытая борьба тӳррĕмĕнех кĕрешни; 5. (искренний) тӳрĕ чунлă, уçă кăмăллă; человек с открытой душой тӳрĕ чунлă çын; 6. спец. (наземный, наружный): открытая выработка ископаемых çĕр айĕнчи пуянлăхсене çиелтен кăларни (шахта тумасăр); ◇ открытое письмо 1) çыру, открытка; 2) уçă çыру (хаçат-журнал урлă çырни); ломиться в открытую дверь см. дверь; на открытом воздухе см. воздух; открытое голосование уççăн сасăлани; открытый вопрос татман ыйту; открытая рана тӳрленсе çитмен суран; открытый слог лингв. уçă сыпăк; под открытым небом тултă, уçă сывлăшра.

слабодушие

с. йăмшак чунлă пулни.

слабодушный

прил. йăмшак чунлă.

страстный

прил. 1. (пылкий) хĕрӳ, хĕрӳллĕ; страстная речь хĕрӳллĕ сăмах; 2. (увлекающийся) çав тери (е тĕрлĕ), хĕрӳллĕ; он страстный филателист вăл çав тери маркăсем пухма юратать; 3. (сильно и пылко чувствующий) хĕрӳ (е вĕри) чунлă, хĕрӳллĕ; страстный человек хĕрӳ чунлă çын; страстная любовь хĕрӳллĕ юрату.

сухарь

м. 1. сухари; 2. перен. (о худом человеке) хăрăк, ырхан, хыткан (çын); 3. перен. (о чёрством, неотзывчивом человеке) хыт чĕреллĕ (е хытă чунлă) çын.

филистер

м. филистер (ансăр тавракурăмлă, вĕчĕх чунлă çын).

чёрствость

ж. (бездушие) чунсăрлăх, хытă чунлă пулни.

чистоплотный

прил. 1. (опрятный) тирпейлĕ, таса, чыслă; чистоплотный человек таса çын; 2. перен. (нравственно) таса чĕреллĕ, тӳрĕ чунлă.

Неологический словарь чувашского языка

кăмăл-сипет

ç.с. Таса чунлă, тӳрĕ кăмăллă, чыслă та ĕренкеллĕ пулас туртăм; чун-чĕре пархатарлăхĕ. Наука-техника кăмăл-сипетрен хăвăртрах аталансан ... ырă пулас çук. ТА, 1989, 9 /, 57 с. Халăхăн кăмăл-сипечĕ пирки вырăнти масара курнипех калама пулать. КЯ, 1.11.1989, 1 с. Ял ачисем кăмăл-сипет енчен тасарах, черченкĕрех. Е.Васильева, 1999, 24 с. Пуянлăх çинчен пуçа ватсах ĕнтĕ кăмăл-сипет мĕнне манатпăр. ÇХ, 2000, 14 /, 4 с. — кăмăл-сипет тасалăхĕ (ТА, 1990, 12 /, 64 с.; ÇХ, 1998, 13 /, 1 с.); кăмăл-сипет ыйтăвĕсем (Т-ш, 16.10.1991; ХШ, 1997, 5—6 /, 100 с.); кăмăл-сипет тĕреклĕхĕ, кăмăл-сипет пуянлăхĕ, кăмăл-сипет никĕсĕ (Х-р, 23.03.1993, 3 с.); кăмăл-сипет сучĕ (Г.Федоров, 1996, 112 с.); кăмăл-сипет принципĕсем (Х-р, 23.01.2001, 2 с.).

ăшпиллĕ

, п.с. Ăшă кăмăллă, ырă чунлă, кăмăлçах чĕреллĕ. Унăн кăмăлĕ çав тери ырă, чĕри сар хĕвел пек ăшпиллĕ. Н.Мранькка, 1959, 172 с. Ăшпиллĕ, вашават çын асăмра. Ю.Си-лэм, 1989, 73 с. Ăшпиллĕ, хаваслă ... арçын. КЯ, 27.01.1989, 4 с. Ăшпиллĕ, кăмăллă хĕр сăнарĕ. ХК, 1993, 6 /, 2 с. Эп, сан пекех, ăшпиллĕ те тискер. А.Смолин //Х-р, 22.02.2000, 4 с. — ăшпиллĕ калаçу (К.Турхан, 1967, 14 с.; Ф.Муратов // Я-в, 1986, 10 /, 25 с.); ăшпиллĕ туйăм (К-н, 1986, 24 /, 3 с.); ăшпиллĕ тĕлпулу (Ç-т, 1995, 4—5 /, 30 с.); ăшпиллĕ тухтăрсем (Н.Ишентей, 1997, 8 с.); ăшпиллĕ самант, ăшпиллĕ сăмахсем (Я-в, 1999, 11—12 /, 5 с.; 9 с.); ăшпиллĕ преподаватель (АМХ, 2001, 7—8 /, 9 с.); ăшпиллĕ автор (С-р, 2002, 40 /, 4 с.). — танл., ăшă пиллĕ çын (Ашмарин, IV, 93 с.); ăшă пиллĕ Турă (Г. Юмарт //Я-в, 2000, 12 /, 3 с.).

Чăваш чĕлхин ретроспективлă ăнлантару словарĕ

йӳрĕк

шухă. Эсĕ халĕ тулли ӳтлĕ, йӳрĕк (шухă) чунлă ватăлсан санăн шăммусем пĕрмечĕклĕ тирпе анчах витĕнсе тăрĕç [Поучения 1904:34].

какай

аш. Кĕркури вĕсен валли тĕрлĕ çимĕçсем хатĕрлесе хунă: какай (аш), куклĕ, пыл, эрех, сăра темĕн чухлĕ пулнă [Кедов 1984:294]; Хăш-хăш чунлă япаласем ыттисен е тирĕсем çинче, е ăшĕнче пурăнаççĕ, тăранасса е вĕсен какайĕпе (ашĕпе) … тăранса пурăнаççĕ … [Тимахви 1988:159–160].

скарлатина

пыр чирĕ, пыр шыçса пӳрленсе тулса ларни. <…> cкарлатина чирĕ пырта пулать: пыр шыçса пӳрленсе тулса ларать; чирлĕ çын вĕриленсе выртать [Отец 1904:43]; Скарлатина (пыр чирĕ), хĕрлĕхен, дифтерит тиекен чир, юнлă вар витти, холера, Сибирь чирĕ – çак чирсем пурте куçа курăнман чунлă япаласенчен, йывăç-курăксенчен лексе сарăлаççĕ [Сборник 1903:145].

тар чирĕ

вĕри чир. Тар чирĕ (вĕри чир), чечек, скарлатина (пыр чирĕ <…> – çак чирсем пурте куçа курăнман чунлă япаласенчен, йывăç курăксенчен лексе сарăлаççĕ [Сборник 1903:145]; Хресченсем хушшинче пуринчен ытла тар чирĕ (вĕри чир), хăр суран, тĕрлĕрен юхан-шăтан чирĕсем [О земстве 1906:19].

См. также:

чунилли чунк Чункасси Чунккасси « чунлă » чунлă ту чунлă чӳк чунлăх чунлан чунлантар

чунлă
Свойства слова не указаны
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Яндекс: 41001106956150

WMR: R028110838271

PayPal: np@chuvash.org