Поиск: калăм

Введите слово для поиска

Область поиска:

Чувашско-русский словарь (1982)

калăм

I.
калымсамый значительный традиционный религиозный весенний праздник

калăм


калăм карчăкĕ — колдунья

калăм

II.
то же, что хулăм

III. разг.
калым, побочный заработок
калăм çапса çӳре — калымить

калым

то же, что калăм II.

Никольскийĕн чăвашла-вырăсла словарĕ

калăм

син.: хулăм
плата за невесту; калăм тат – заплатить за невесту; калăмсăр – бобыль, неимеющий средств заплатить за невесту; бездетный; калăм-кун – языческий праздник в среду и субботу страстной седьмицы.

82 стр.

Словарь чувашского языка

саккаслат

отдавать на заказ. Бижб. † Саккаслатса атă çĕлетрĕм пĕр калăм кун тăхăнасшăн. Тим. † Саккаслатса çӳçме кастартăм лавкари йĕс тура кăмăлĕшĕн.

саркалан

(-га-), расстилаться, распуститься, распластаться. Пазух. Хуралă чĕрçитти пулăттăм, çаксан, саркаланса тăрăттăм. N. † Арман чулĕ çĕкличчен, сарă чечек пулас мĕн, саркаланса ларас мĕн. Сред. Юм. Мĕн, саркаланса ларса, ху çиç ик çын вырне йышăнса ларан эс. Янтик. N. Икĕ ача, сарă ура, саркаланса ут çулать. Юрк. † Пирĕн аттенĕн сарă чăххи кашни ирсерен саркаланат. N. † Каччă алли тивнĕ пулсан, авкаланĕ хура çĕлен пек, каччă алли тивмен пулсан, саркаланĕ сарă-кайăк пек. Ала 99°. † Хорăнкасси арăмсем саркаланса йорлаççĕ. Юрк. Саркаланса вĕсем юрлаççĕ (кукушки). Я. Турх. Кĕтне шывĕ ман умра саркаланайса юхать; кашлатакан хумăшра ярăнайса пул(ă) вылять. Якейк. † Тăхлач корки сар корка, саркаланса ĕçер-хе (свободно, как хочется нам). N. † Сар утçăм килет саркаланса. N. Арăмĕ: упăшкам суккăр, курмас ку, тесе, хăйĕн тусне чĕнсе килсе, тем пек саркалана пуçларĕ, тет (думая, что муж слеп и не видит). Янтик. Мĕн саркаланса çӳрен çак эс, саркаланчăк (непоседа)! Пӳрте тăвăрлатăн. || Важничать. ППТ. Тата хăшĕ калăм кунĕ типĕ пулсан, çарамас çӳренĕ чухне хĕрлĕ кĕпепе саркаланса çӳреме: хĕрлĕ кĕпе илсе пар, тесе, аптăратаççĕ (надоедают просьбами). ЧС. Ăшă пулсан, урамра саркаланса çӳреме тесе, хĕрлĕ кĕпесем, картуссем, шăлаварсем илтереççĕ. Юрк. Саркаланма сарă тăлăп, ăна атте туса паман, ăна упăшкам туса панă. Янбулат. † Саркаланма мĕн лайăх, сарă тăлăп пит лайăх. || Ст. Шаймурз. † Лутра-ях та хĕрсем, сарă хĕрсем, саркаланат савни умĕнче.

сăрап

(сы̆рап), то же, что сурат. См. калăм кунĕ. Абыз. Сăрап, скирд длинный. См. çĕмел. КС. Сăрап, кладь ярового хлеба в поле (пĕр урапалăх), еще не перевезенная; тăрăхла пулать, кĕлте урапи пек. Ст. Ятгильд. Сăрап, сăрат.

çорта каç

то же, что кĕçĕн калăм. Якейк. Никит. Çурта каç уяр сивĕ пулсассăн, хĕрĕх те пĕр каç шăнтать (сивĕ пулать), çав каç ăшă пулсассăн, çур ăшă килет.

çăпата самси

(чит. с’ы̆βада с̚ы̆мзиы), носок лаптя. Пшкрт. Çăпата çунтарнă кунĕ, „день сожжения лаптей“, когда поминают умерших. N. Çăпата çунтарнă кунĕ или калăм кунĕ. (В зтот день, кроме покойников, поминают еще: хĕрт-сурта, кил-йышне, карта-пуçне).

те

(тэ), говорить. Панклеи. Мĕн тетĕн? Что ты говоришь? N. Мĕн терĕ? Что он сказал? Регули 466. Мĕн темеççĕ çынсам! Чего не скажут люди! (т. е. они могут сказать все, многое, их не переслушаешь). N. Ивана мăшкăлласа кулнăшăн, акă мĕн тенĕ. || Вводит прямую речь, как русское „говорить“. N. Каларĕ, тейĕн ак! Вот ты сам убедишься, что я сказал (правду). N. Вилеп, тесех тăрать. Все твердит: „умрет“. N. Эсĕ ан мантăр, тесе. Ст. Шумат. Эсĕ тăват уралă, эпĕ икĕ уралă, тет,— хăшĕ те хăшĕ валтан анĕ (кто из нас раньше сойдет)? тет. Ал. цв. 20. Эсĕ паян ешĕл йывăç пахчине пырса туратсем, чечексем, çулçăсем карнă ху юратнă хушша кĕрсе лар та, акă çапла кала: шанчăклă чурам, калаç-ха манпала, те (скажи), тет. Сред. Юм. Хай ача: эсĕ ман аппа пôлан-çке, эпĕ сан шăлну вит, тесе ячĕ (воскликнул), тет. || Весьма часто вводит предложения, соответствующие русской косвенной речи; при этом вводному предложению нередко предшествуют глаголы думания, говорения и вещания, а глагол „те“ ставится после него. Подлежащее вводного предложения часто заменяется вин. падежом, а самое построение вводного предложения нередко частично изменяется в сторону косвенной речи. Шурăм-п. Тутлă шăршă кĕрет: ăçта та пулин пыл пур, темелле (подумаешь, что...). Регули 476. Поплеççĕ: вăл килмест, тесе (или: вăл килмест, теççĕ). Гаворят, что он не придет. Ib. 1481. Эп пирĕн тесе (или: тесе те, т. е. подумал), пирĕн полмарĕç. Эп пирĕн, терĕм, пирĕнех полчĕç (оказались нашими). Ib. 471. Эп çĕмĕрнĕ, тесе, ятлать. Бранит меня, как будто я разбил. N. Санпа тавлашма тытăнĕ, тетĕн-и, эсĕ ăна? Неужели ты думаешь, что он выступит с тобою в состязание? Ал. цв. 20—21. Эсĕ мана хăвăн сассупа хăратăп, тесе, ан шиклен. Не бойся, что ты испугаешь меня своим голосом. Истор. Вырăссен çарĕ чакма чарăннă, тенине илтсен, хрантсуссем те пит савăннă. N. Эсĕ килет поль, тесе (думая, что ты идешь), алăк уçма тухрăм та, эсĕ пулмарăн? Трень-к. Эп (эпир) пурт çинчен ан антăр, тесе, посмине илчĕç. Они убрали лестницу, чтобы я (мы) не мог (не могли) слезть с крыши. N. Пире... сирĕн пата: пĕрле пурăнар, тесе, калаçса килĕшме ячĕç, пире хăвăр тусăрсемпе, юлташăрсемпе пĕрле çырса хуччăр, тесе, йăлăнма ячĕç, тенĕ. Послали нас к вам, чтобы заключить с вами союз и мир, и чтобы вы вписали нас в число соратников и друзей ваших. Регули 477. Эп паллимарăм, те. Скажи, что ты не узнал. N. Вĕсем мана: çырла ан туптăр, тесе (чтобы я не нашел ягод), кунта исе килнĕ. N. Вĕсем: эпĕ çырла тупам мар, тесе, мана кунта илсе килнĕ. (Странная конструкция, по смыслу с пред. совпадающая). N. Салам кала, тата: тав тăвать сана кĕнекешĕн, те. Передай ему поклон и скажи, что я благодарго его за книгу. N. Кашнийĕ вĕсем (каждый из них) мĕн пысăкăшĕ, мĕн аслăшĕ, вĕсене пурне те вырнаçтарса тăма мĕн чухлĕ вырăн кирлĕ? тетĕн. Регули 472. Эп: вăл, терĕм,— вăл мар, терĕ. Я сказал, что это он, а он сказал, что это не он. Н. Чукалы. Атя чултан шыв кăларар! — Якуркка калат: атя! кăлараймăп, терĕн-ем? Юрĕ кăларса пăхăпăр, чим, кăштă каяр-халь. Регули 473. Эп: кирлĕ мар полĕ, тесе. Я думал, что, вероятно, не надо. Ib. 475. Эп шокшларăм (= шухăшларăм): вăл, тесе. Я думаль что (это) он. Ib. 1447. Эп она: пĕлтĕр, тесе (чтобы он знал), йори каларăм. [Эту фразу можно понять и иначе: „я сказал ему ложно, что (это было) в прошлом годе“]. Кан. Уçсан та (окно): кантăка çĕмĕрмесĕр хупатăп, темелли çук. Нельзя быть уверенным, что затворишь его, не разбив стекла. НТЧ. Хай Елекка виçĕ кунтан: пуç ыратать, тее пуçларĕ. Кан. Çитрĕ, карчăк, пурнăç? теейсе юлтăм. Капк. Атте, мана валли кĕнеке илме сан укçа çук, тетĕн? Урмай. Лешĕ калать, тет: çичĕ куçĕ те çывăрса кайнă, терĕ, тет (у меня). Юрк. Мĕн çинчен? тесе ыйтат чăвашĕ те. Кн. для чт. 10. Усал çынна çыпçăнсан: ырă çул çинче, тесе, ан кала. N. Вĕсем сан çинчен: пусмăрлать, тесе, тата тепĕре каласан: эпир хамăра тивĕçлине тăвăпăр: санпа тинĕс çинче те, çĕр çинче те вăрçăпăр, тесе, çырса ятăмăр. Мы написали ему так... если они еще обратятся с жалобою на тебя, то мы окажем им справедливость и будем воевать против тебя на море и на суше. Якейк. Эпĕ Хосана килет, тенине илтсен, вăлсам пит савăннă. Услышав, что я (ты, он, мы, вы, они) приеду (-ешь, -ем, -ете, -ут) в Казань, они очень обрадовались. (Отметьте здесь употребление глагола З-го лица ед. ч. при подлежащем во всех лицах и числах). N. Эсĕ калан мана: сана çавраймарăм, тен. Ты говоришь, что я тебя не сумел свертеть (т. е. увлечь; замечательная косвенная речь). КС. Платон: сана кăçал килмеçт вăл, терĕ. Платон сказал, что ты в этом году не приедешь. СТИК. Эпĕ кăна, эсĕ кайтăр тесе (чтобы ты ушел или уехал), турăм. Эпĕ ку япалана, эсĕр кайтăр тесе (чтобы вы ушли или уехали), турăм. Регули 718. Вăл манран итрĕ: пичĕш килет-и? тесе (придет ли его старший брат, т, е. брат спрашивающего или брат другого человека; смысл двоякий). Якейк. Эп сан пата мĕн тума пытăм поль, тен? Как ты думаешь, зачем я к тебе приходил? N. Эсĕ, Анна, мана (про меня): карточка теме ямас у ман пата, тесе калат, тет. Про тебя, Анна, говорят, что ты говоришь, что я почему-то не посылаю тебе своей фотографической карточки. Альш. Эсĕ çывăраттăр, тесе (думая, что ты спишь), кĕмерĕм эпĕ. Сана: çывăрат, терĕç те (сказали, что ты спишь), кĕмерĕм вара эпĕ. || В З-ем л. ед., а иногда и мн. числе, употребл. в смысле русского безличного оборота: „говорят“. Альш. Пурăнсан-пурăнсан, вăл ăвăсĕсене пĕри каснă, теççĕ, хăшне-хăшне; унтан вара суккăр пулнă, тет-и, мĕн-и (говерят, что-ли)? Ib. Çилĕмсем çаклансан, ĕçерсе яма анакансем (в воду) пулнă, тет-и-мĕн те, çавсем калаççĕ, тет. Изамб. Т. Энтрипе арăмне уйăрса кăларнă, темест-и? — çапла, тет, çав. N. Ăна вилнĕ темери? Не говорили-ли, что он умер? Регули 478. Поплеççĕ: вăл килмеçт, тет? Говорят, что он не приедет. (Здесь странное соединение мн. ч. с ед.). || Называть. N. Çакна чăвашла мĕн (как) теççĕ-ха? Ăна кунтăк теççĕ. СПВВ. НН. Малтан пыракан тесе укçана калаççĕ. Çавна илесчĕ те, малтан пыраканни çук тени — çавна илесчĕ те, укçа çук тенĕ сăмах пулат (означает). || Думать, предполагать, хотеть, желать (ставится с прич. буд. вр.). N. Антон (Антун) каларĕ вара: Захар (Сахар), епле топас тетĕн утсене? терĕ. Юрк. Эпĕ ĕлĕк те авланас теместĕмччĕ, ун чухне те пĕр шуйттанĕ хĕтĕртнипе анчах авланса ямарăм-и? тет. М. Яльч. † Пĕчĕккĕ лаша, турă лаша, кăçалхи çул кӳлес теменччĕ; ай-хай пуçăм, çамрăк пуçăм, кăçал çул каяс теменччĕ. Регули 556. Ярас тетĕп. Хочу (сообщить) послать. Ib. 559. Эп каяс темĕп он чох. Я тогда откажусь (не захочу) итти (ехать). Якейк. Килес мар тесеччĕ эп паян. Я сегодня не хотел было приходить. Ib. Ăна корасах теттĕмччĕ, коримарăм. Ăна корасах тенĕччĕ, коримарăм. Ăна корапах тесеччĕ, коримарăм. Ăна корас тесех килсеччĕ, коримарăм. Ib. Эп тăвас тенĕ пек полчĕ; эп шохăшланă пак полчĕ (как я желал, так и случилось). Регули 1519. Вăл пĕтерес терĕ те, пĕтеримарĕ (пĕтерчĕ). Сред. Юм. Онпа çитмес тăта, ôна та сотас тет, мĕн ĕнтĕ. Этого не достаточно, еще и это хочет уже продать. || Решать. Якейк. Эп конта йолас терĕм уш (решил уж остаться здесь). ГТТ. Эпĕ: хама тӳрре кăларам, темерĕм çав ĕнтĕ. Я решил не защищаться. || Обещать. Регули 1482. Эс ĕнер килес терĕн те (или: терĕн), килмерĕн. Эп килес терĕм те, килтĕм. Ib. 1520. Вăл мана курас терĕ те, курчĕ. || Употребл. во многих чувашизмах. N. Мorbus тени чир тени пулать. Слово morbus означает болезнь. Альш. „Пулуштух“ тессине „палăштух“ теççĕ. Вместо „пулуштух“ они говорят „палăштух“. Чт. по пчел. № 17. Хурт йĕрки тесе эпĕ „пчеловодство“ тессине калатăп. Термином „хурт йĕрки“ я перевожу слово „пчеловодство“. ТХКА. Эпир, эсир,— теççĕ анатрисем. Сăмаха вир-ял пупленешкел эпир тессине эпĕр, эсир тессине эсĕр, тесе çырма эпĕ шутлатăп та ĕнтĕ. Я. Турх. Ывăл тессине „ул“, анне тессине „апи“ теççĕ. Юрк. Вырăсла тесен, вырăсла мар, чăвашла тесен, чăвашла мар. По-русски — не по-руски, по-чувашски — не по-чувашски, т. е. не разберешь как, не поймешь на какой лад. Шурăм-п. Чăнах та пирĕн паталла, çын тесен, çын мар, упа тесен, упа мар, лап-лап пусса утса килет. Ал. цв. 6. Пӳрт тесен, пӳрт мар, çурт тесен, çурт мар (не то изба, не то дом). Юрк. Илемлĕ темелĕх те пур. Можно сказать, что она и красива. N. Хальхи куланай (подати) куланай темелĕх те çук (т. е. очень малы). Ромс. 30. Ĕçлес тесе (усердно) ĕçлеççĕ. Якейк. Йăван тесе Йăван çынтан кулать! Даже Иван (уж нащто Иван), и тот смеется. N. Пăва тесен, Пăва та пирĕн хуларан илемлĕрех. Уж нашто (на что) Буинск, и тот красивее нашего города. Т. VII. Шухăшларĕ, шухăшларĕ, тет те: пырăм, хăшне çиессӳ килет — пылĕ те, çăвĕ те, ашĕ те, сĕчĕ те, хăйми те — мĕн тенĕ вăл пур (есть все, что хочешь), кала, терĕ, тет. Толст. Бухар патшалăхĕнче мĕн тени вăл пур (есть все, чего хочешь). Орау. Вăт пирĕн Якур, ĕçлет тесен ĕçлет! (работает так работает; уж действительно работает). N. Чухăн хресчен пурăнăçĕ тесен (если говорить о бедняцкой крестьянской жизни), пит лайăххи, матурри сахал вара: пĕрин лаши çук, тепĕрин плукĕ, сухи-сӳри çук. Байгул. Нумай пулать, тет-и, сахал пулать, тет-и (через сколько-то времени), çаксен пӳрт тăррине пĕр хуп-хура кайăк пырса ларнă, тет. Орау. Çывăрса тăранимарăм тетĕн паян! Как ты говоришь, что ты сегодня не выспался? Юрк. Ыран калăм-кун тесен (накануне) чустасем лартаççĕ. ЧС. Пĕр çула (летом), çимĕк çитесси виç кун тенĕ чух (за З дня до семика). Ст. Яха-к. Çăварни пĕр эрне тенĕ чухне (за неделю до масляницы) çынсем сăра тума пуçлаççĕ. СТИК. Мункун тесен иккĕмĕш кун, в пятницу страстной недели. Ib. Раштав тесен виççĕмĕш кун, за три дня до рождества. N. Çапла вăсем мункун пĕр эрне тенĕ чухнех (за неделю) тем пек сĕреншĕн хатĕрленсе, ăна чунтан-вартан кĕтсе тăраççĕ. Яжутк. Ах, килемей! Эпĕ килемей тесен, килемей тесе калăп, кукамай тесен, кукамай тесе калăп (тархаслани). N. Çак ыйтнă кĕнекесемшĕн укçа тесен (если потребуются деньги) укçа та ярăттăмччĕ.

тиркӳ-кон

(тиргӳ- к̚он), дни, требующие особого к себе отношения (напр, калăм и др.).

тухатмăш

, тохатмăш, тухатмĕш, колдун(-ья), ворожей(-я). Дик. леб З8. Сире тухатмăш панинчен епле хăтарас-ши манăн? Бгтр. Тохатмăшсем, пăсăмçăсем кĕçĕн çимĕк каç кайăксем, йытăсем, сыснасем, кошаксем полса, вил торпассисем, çăвасам çине пăсма каяççĕ, тет. Çав кон апат çимесен çăвая вил торпасне тимĕр карта çавăрсан: çав тохатмăшсене тытмалли, теççĕ. Сунч. Тухатмăш знает много тайных слов, которых обыкновенный человек не может знать, если он не откажется от любимого предмета. Чуратч. Ц. Ашшĕ е амăшĕ тухатмăш пулсан, пĕр-пĕр ачине вĕрентсе хăвармасан, çӳлти патшалăха кĕмеçт, теççĕ. Ахаль пулсан тухатмăшсем çĕр çинче пĕтнĕ пулĕччĕç, ашшĕсем вĕрентсе хăвармасан. Н. Седяк. Тухатмăш калăм каç, благовещение каç çӳрет, теççĕ. Камăн тулта шурă кĕпи-йĕмĕ пулать, çавсене юнласа çӳрет, е касса каять, теççĕ. Тухатмăш — усал сывлăшпа пĕрлешнĕ çын, ăна сыхлаççĕ çынсем, тытас тесе; вăл кушак, е йăтă пулса çӳрет, теççĕ. Çав кушак пулнă тухатмăша тытсан, вăл лаша пулса тапать, тет, ĕне пулса сĕкет, тет, е вут пулса çунтарать, тет; анчах вăл хăраман çынна нимĕн сĕен те тăваймасть, тет. Могонин. Тохатмĕш — пит нумай чĕлхе пĕлекен çын (язычник); вăл чĕлхипе темĕскер калаçать те, мăкăртатать те, хуне хăва курăнми полать, йытă полать, кашкăр полать, упа полать, тата нумай тем те полать. Шинар-п. Вăл каларĕ мана: вĕсем тухатмĕш, вĕсем хăйсем тухатмĕшле пĕлеççĕ, терĕ. N. Тухатмăш япала çине сăмах каласа çитерсе вĕлерет. Н. Троицкое. Тухатмăша çын курмас, тет, йытă курат, тет. (Сообщ. буинск.- чув.). N. Сана тохатмăш пăснă полмалла. Чхĕйп. Тата тухатмăш çынна хăй килне илсе пырать те: тархасшăн ман килтен усала тасат, тесе тархаслама пуçлать. Сĕт-к. Тохатмăш-карчăк, колдунья.

кăлăм пăтти

описка, вм. калăм пăтти? Стюх.

кĕлт

(к'э̆л'т'), чуть, немножко; тихонько. Орау. Кĕлт выртса канас-ха, пăртак, кăшт! (набор однозначущих слов!). Ib. Пĕри кулачпа çăккăр çиять, тит. Çăккăрне пысăккăн (помногу) çыртать, тит, кулачне сахăр çыртнă пек, кĕлт пĕчĕккĕн çыртса илет, тит. N. Лашана урапа кĕлт хырăмĕнчен тапрăм. Ск. и пред. 16. Тул çутăлать, кĕлт тăрсан (немного спустя). Нюш-к. Вăл вырăсла кĕлт анчах пĕлнĕ. ХЛБ. Унтан сухаланă чух пит тарăн сухалас пулмасть, тирĕслĕке кĕлт тăпрапа витĕнтерейсе анчах пырас пулать. Никит. Тухатмăш карчăксем е калăм каç, е кĕлт маларах (немного пораньше), кам çыннине тухатмаллине паллă туса хураççĕ. Шел. П. 29. Алла-аллăн тытăнса, кĕлт-кĕлт (легко) пусса утаççĕ. || Чуть не, едва не. Paas. Кĕлт анчах ӳкмерĕм.

кĕçĕн калăм

или кĕçĕн калăм кунĕ, назв. праздника С. Тим. † Саккаслатса атă çĕлетрĕм, кĕçĕн калăм кунĕ тăхăнас пек (поёт девушка). Якейк. Кĕçĕн калăм е çорта каç («великий четверток»). Обряды в этот день совершаются те же, что и в Лазареву субботу.

хĕвĕш

торопиться, беспокоиться, суетиться. N. Ахаль кунсенче халĕ эпĕ вут хутса сӳнтериччен çывăраттăм, çак калăм кунĕ çуталнă-çутăлманах тăраттăм та, урана сырса, пите çуса, шăллăмăран (= шăллăмран) ăмартмалла: çынсем каймаççĕ-ши, çырмара тĕтĕм тухни курăнмас-ши, тесе, хĕвĕшеттĕм. || Бегать взад-вперед. Орау. Мĕн хĕвĕшетĕр ĕнтĕ паян: тухатăр-кĕретĕр, таккулăх пӳрте сивĕтетĕр. СПВВ. ИФ. Хĕвĕшес — пĕрмай çӳрес: кĕрес те тухас. Акă сивĕре: мĕн хĕвĕшетĕр, пӳрт сивĕнет, теççĕ.

шăклă

бородавка. Сятра. Калăм кон пăрçа çисессĕн, шăклă тохать, тет.

шăри-шари

подр. крикам (плачу, шуму) многих лиц, раздающимся одновременно, шум-гам. См. МКП З2. СТИК. Ку пӳрте кĕрсен вара чун канас çук, ачи-пăчисем шăри-шари тăваççĕ (зевают, кричат, плачут, дерутся). Сред. Юм. Ачисĕм пĕтĕмпе шăри-шари çиç çохраç. Ib. Пĕчик ачасĕм пĕр-пĕринпе вăрçнă чохне шăри-шари çôхраççĕ. ТХКА 126. Шăри-шари вĕт шакăр калăм çĕрĕ чиркĕве унтан-кунтан пыраççĕ. Букв. 1900. Хăйсем çапах пĕр-пĕринчен тăрăхлакаласа кулса, вут йĕри-тавра чупкаласа çӳреççĕ. Шăри-шари, лăй-лай тăваççĕ: пĕтĕм çаран çĕр çĕмĕрĕлет, калăн темĕн пулнă, тесе. Курм. Çав каç çурçĕр тĕлĕнче тем шăри-шари илтĕне пуçларĕ. Букв. 1900. Çапла шухăшласа выртнă çĕрте кăшт ыйха кайнăччă, — сасартăк хаяррăн шăри-шари кăшкăраша пуçларĕç урамра. Ск. и пред. чув. 96. Шăри-шари çын шавлать, урам тăрăх чупкалать. Шел. 15. Акă Пӳлер хулинче шăри-шари хусканать. Ib. 93. Шăри-шари пĕтиччен ниçта тухса ан çӳрĕр. Шел. П. 28. Пасар кунсем пулсассăн, пушшех нумай çырмалли: шăри-шари çухăрни, чĕресене çурмалли. N. Шăри те шари кăçкăрашаççĕ (ребята). ЧС. Урамра çынсем ăçта килчĕ унта шăри те шари, пушар! пушар! тесе кăшкăраççĕ. См. лăри-лари.

наклăх

(наклы̆х), напрасно, ни за что. ППТ. Çăтăлнă çăпатасене наклăхах кăмакана пăрахса çунтармаççĕ, яланах калăм кунĕ валли пĕр хӳтĕ çĕре пуçтараççĕ. См. накăлăх.

паллă

знак, метка, примета, отметка, изображение. Альш. Пирĕн ана çине пуртă палли (-λλиы) тунă (изображение топора). Ib. † Сар шăрçапа шур шăрçа тиркĕ çинче палли пур. ГТТ. Çынсем каланă хыççăнах çыркаласа панă та, эпĕ вĕсене (записи), сăмахсене, ик-виç паллăпа ик-виç паллăпа кăна чăпарла-чăпарла кайнă (кое-как записано). Полтава 57. † Патша пулас ыр паллă сан куçăнта курăнать. Никит. Тухатмăш карчăксем е калăм каç, е кĕлт маларах кам çыннине тухатмаллине паллă туса хураççĕ. N. Халĕ çуркунне палли пур çĕртрен те курăнать. N. Алă палли туса хăвартăм, такăшĕ ухтарнă арчана. (Вместо этого: сăнавшăн паллă туса хăвартăм). Эльбарус. Çак вăйă пуçлаччен кашни уйăрлса, пĕр-пĕринчен аякрах кайса паллă йоман котне: ко ман килçорт полать, тесе йышăнаттăмăр. ЧС. Манăн алă тӳрленсен те çав сикнĕ палли çухалмарĕ. Юрк. Ку масарăн палли-мĕнĕ те пулас çук. Разум. Кăçтан аслă çул каймаллине паллă тăвакансем (намечавшие путь для дороги). Н. Тим. † Çирĕм пĕре çитнĕ ачусене шур хут çине паллă çавăрнă. N. Паллă (у овец). См. тăлăм. || Известно, ясно, точно, определенно. Чхĕйп. Чăвашсам нумайше хăйсен ĕмĕрĕнче ырă кĕтӳç куриман, малалла паллă пулĕ вăлсĕн пуçлăхсĕм. Сред. Юм. Хакĕ паллă ôн. Известна уже цена. Ib. Хакĕ паллă мар. Цена еще не определена. N. Паллах вăл, çыру пĕлмен çын тĕнче çинчен ăçтан пĕлтĕр. N. Хăш чухне, паллă, ăна та шухăшласа пăхаттăм... Сборн. по мед. Ун чухне пĕр çĕрте вунă çын чирлесен, виççĕшĕ, паллах, вилнĕ. N. Эпир тĕнчене нимĕн те илсе килмен; паллах, нимен илсе тухма пултарас çук. Юрк. Çапла «бзав» тенине пĕлсе, лешсем, паллă, кула пуçлаççĕ. || Заметно. Регули 157. Ойăх толнăран паллă. N. Хăш чух çав çутă тĕнчене паллах сарăлать, хăш чух пĕр енчен кăшт начарланса тепĕр енелле куçать || Точность, определенность, ясность. Юрк. Ун выранне халĕ пĕр çын та илмен, кама кӳртес теннийĕн те палли-мĕнĕ çук халĕ. N. Никçан тухса каясси палли çук. Неизвестно, когда выйдем. N. Кăçан вăрçа кĕрес палли (scr. пали) çок. || Выдающийся, заметный. ЧС. Ялти паллăрах çын, более или менее выдающийся. N. Унăн ашшĕ-амăшĕ пит пуян, чапла, Колычĕв хушаматлă паллă улпутсем пулнă. N. Пирĕн ял нимренех те паллă мар. || Борозда, которая делается на загоне для удобства при сеянии. Вурман-к. Паллă-лăха (борозда, для удобства сеяния). || Мишень (цель для стрельбы). N. Салтаксем палла пеме кайрĕç. Солдаты пошли стрелять в цель. КС. Хăш пăшал палла лайăх тивет, кайăка тимест, тиççĕ чăвашсем. Орау. Палла переççĕ. Ib. Палла виçĕ пульккă тиврĕ. Ib. Палла тивертрĕм. Попал в цель. || Собр. Лара-тăра пĕлмен çынна паллă килнĕ, теççĕ. (Послов.).

пилле

благословлять. Сред. Юм. Альш. † Атте, анне, эсир пиллесен, эпир пин кунлăх, эсир пиллемесен, эпир çур кунлăх та çук. N. Тепĕр сукмакне пилленĕ хăпартусем чикет. Ст. Шаймурз. Анне пур таврари кӳршĕсене чĕнтерме хушрĕ. Вара эпĕ чĕнме кайрăм. Чĕнсе пухсан, анне пурне те пиллерĕ. Качал. Кĕçĕн ывăлĕ калат, тет: атте, мана пиллесе яр, эпĕ пичисене шырама каям, тесе. С.-Тим. Учитĕлĕн амăшĕ пĕр карчăка çуралнă ачана пиллеме хушрĕ (т. е. произнести ему разные добрые пожелания и наставления для будущего. Обряд ачана тирпейлени). Конст. чăв. Кукка: сана пиллесе калатăп, ачам, эсĕ Мухаммед тĕнне ан тух, терĕ. N. † Виллисем те пиллеччĕр, чĕррисем те савăнччăр. (Хĕр йĕри). ППТ. Пиллеччĕр или пиллеччĕр-çырлахчăр, — формула при поминании покойников и некоторых божеств (хĕрсут, кил-йышĕ, карта пуçĕ) в калăм кунĕ. Ib. Тавăрнас уммĕн пурте вут урлă: пиллеччĕр! çырлахччăр! тьфу, тьфу! чир-чăр вĕçтĕр! мана килес çула çак вăхăта çитмелле пултăр, пур хĕн-асапа çак вут çулăмĕ илсе кайтăр! тесе каласа каçаççĕ. (Çăпата çунтарни). Н. Седяк. Пиллес мар, çиленес Ир. Сывл. 14. Мана çамрăклах савса пиллерĕн. Урмай. Этеме савакан ыр турă! Акнă тырпул кăмăлне, çăмăрпала хĕвелне ху чысласа ху пилле Кучĕ хăмăш пек, тăрри пăрçа пек пысăк пулин, пар. (Моленье). || Завещать. Альш. Тата тепĕрне калакан шăпăр пиллесе хăварат. ЧП. Ах аттеçĕм те аннеçĕм, çӳç пĕрчинчен пиллинччĕ (пусть наделят меня скотиною. КС.). N. Акă манăн пĕр кĕреçе пур, сана çавна пиллетĕп. N. Ах аннеçĕм, мĕн пиллетĕн, аннеçĕм? — Кăкăру сĕтне пиллесем. Ах аттеçĕм, аттеçĕм, мĕн пилетĕн, аттеçĕм? — Çăкăрна-тăварна пиллесем. (Хĕр йĕри). Т. VI. II. Вара ывăлĕ амăшин кăкăрне: кăкăр сĕчĕ пилле, çавăр, тесе, чуп туса илет (салтак ăсатни). N. Çав çурă ят çĕре пиллени те çитет мана.

аслă калăм

(к̚алы̆м), dies Mercurii ante Pascham, среда на страстной неделе (Череп.; там же кĕçĕн калăм — четверг на православной пасхе). || Primus dies Paschae, Первый день пасхи. Ст. Чек. Ст. Чек. Аслă калăм — мункун эрнинче пирвайхи вырсарникун. Шаймурз. Аслă калăм тесе, мун-кунăн пирвайхи кунне калаççĕ. Аслă калăм — первый день пасхи. [В этот день, в ночь на понедельник, на рассвете, совершается обряд вирми хăвалани]. Сказки и пред. чув. 68. Аслă Калăм эрнинче мĕнле чăваш ĕçмен-ши?! Какой чувашин не пил (т. е. не бражничал) на пасхальной неделе? || Dies lovis, qui praecedit Pascham, четверг на страстн. неделе. Тюрл. Аслă калăм кĕçнерни-кон полнă (перед пасхой). V. калăм.

путхах

топкий. N. Путхах шывĕ, топь. Н. Серёжк. Тайлăк кĕперĕнчен, путхах шывĕнчен, курас инкекрен сыхласа упрасинччĕ. (Из моленья «калăм-кунхи чӳк»).

кавăн

то же, что калăм. Встреч. в сложении: кавăн пăтти.

калăм

(калы̆м), назв. праздника. N. Калăм — первый день Пасхи. Бишб. «Калăм — пасха; аслă калăм — пасхальная неделя; кĕçĕн калăм — фомина неделя». Шарбаш. Калăм — время перед пасхой, когда ворожеи и колдуны превращаются, по верованию чуваш, в разные предметы, напр. в корыто и т. п. Ст. Чек. Калăм — юн-кун, мункун эрни умĕн килекен эрнере (среда на страстной н.). Пурте карташне, пахчана та тĕтĕреççĕ: пур усалтан, усал куçран, ирхи сывлăшран, каçхи тăмран, усал синкертен турă сыхла, акнă тырă-пулла, лартнă япаласене (теççĕ). См. калăм кун. || Çатра. Калăм — тоже, что калăм ватти.

йон-калăм

маленькая ярмарка в с. Иккове, Чеб. р., в среду перед пасхой. Шорк. См. юн-кавăн, юн-калăм кунĕ.

йон-калăм кунĕ

юн-калăм кунĕ, великая среда. Хурамал. Мункун кунне калăм кунĕ теççĕ. Ib. Юн-калăм кунĕ тесе, мункун умĕнчи юн-куна калаççĕ. Калăм кĕвви юрри, скрипичный мотив.

кĕçĕн калăм

фомино воскресенье. Изамб. Т. Ст. Шаймурз. Саккаслатса атă çĕлетрĕм, кĕçĕн калăм кунĕ тăхăнас пек.

мăн калăм

«лазарева суббота». Якейк. См. калăм кон.

чăваш калăмĕ каç

канун праздника чăваш калăмĕ. Собр. Чăваш калăм (так!) каç пĕлĕтлĕ пулсан, тырă пулать, теççĕ. N. Чăваш калăмĕ каç тухатмăшĕ хура сысна пулса тăчĕ, тет.

калăм эрни

пасхальная неделя. Рекеев. Альш. Калăм эрни тухсан, после пасхальной недели.

калăм ватти

колдун(-нья). Сятра. (Иначе, там же просто калăм).

калăм карчăкĕ

колдунья. СПВВ. Т. Калăм карчăкĕсем аслă типпĕн юлашки эрнинче юн-кун каç пуçĕсене темте-пĕр çыхса мелке çине утланса çӳрет (siс!)

калăм каç

в ночь на пасху или вечером на пасху (т. е. с субботы на воскресенье). Рекеев. Чув. пр. о пог. 352. Калăм каç, ночь на (siс!) страстную субботу. Сунчел. Калăм каç — ночь на пасху (занимаются волхвованием, чародейством на кладбищах). Сала. Калăм каçхине йытăсем вĕрсен, вут тухать, теççĕ. |! Ночь на Лазареву субботу. Якейк. См. калăм-кун.

калам-кун

калам-кон (к̚ун, к̚он), «Трехдневный праздник у чуваш: в Лазареву субботу, в великий понедельник и среду». Начерт. 99. || Пасха (т. е. первый день п.). СТИК. «Калăм-кун — пасха (говорят только старики и старухи). || Лазарева суббота? Якейк. Калăм — Лазарева суббота (= мăн калăм). Калăм каç ват стариксем, карчăксам киремете пуççапма, çынсене тохатма çирмесене (так!), йăвăç котсене каяçç. Калăм ыран тенĕ чох пĕр япалашне хĕрĕх пĕр йопаран çĕçĕпе (згс. çиçĕпе) е портăпа хĕрĕх пĕр торпас касса илеççĕ. Онта йăтă пăх, хăмла, тăвар, талпиçен, сала-кайăк пăх хораççĕ те, калăм-кон, тол çутăличченех, хăмла вырăнне кайса, çонтараççĕ. Çапла тусан вара хăмла лайăх полать. Калăм-кон никама та ним те памаççĕ. || В след. примерах значение сл. не выяснено. Т. IV. Калăм-кун йĕке курсан, вăрмана кайсанах çĕлен курат, теççĕ. N. Калăм-кун. Пирвай шăматкун пулат. Мункун эрнипех пулат. Онтан юн-кун, ыран мункун тенĕ чух (siс!). Калăм ваттисем çӳреççĕ, вĕсем пур япаласене йăтса (?) каяççĕ. Кĕпе тӳмисене, пиççиххи татăкĕсем илеççĕ, вилĕ вар пуçне каяççĕ. Унта вĕсем шăтăк алтаççĕ те, калаççĕ: пуç ыратат! вар ыратат! Тепри: ай, чикет! тет. Çапла каласа, чикеççĕ (зарывают) вĕсем макăрса. Вăл пулат (исполняется): хĕн куракан сывмар пулат. Калăм-кун кил шăлтармаççĕ, кил шăлсан, çурта шăна шăлат (толат?), теççĕ; çăнăх алласан, тырă çатăрка пулат, теççĕ. Йĕке пытараççĕ; йĕке пытарсан, калăм-кон, çĕлен курăнат, тет. Арча уçма каламаççĕ: уçсан, пӳрт çине çил сирсе каят, теççĕ. Япалана татса каяççĕ, вĕсем вил вар пуçне кушак пулса каяççĕ. Вил вар тесе, тупăк тунă юлашки йывăçсене тăкнă çырмана калаççĕ. Бел. Гора. † И хура та чĕкеç, мерчен куçлă, калăм-куна çитсессĕн юрă юрлĕ.

калăм кунĕ

калăм кунь, четверг на страстной неделе. ППТ. Акă пирĕн ялта мункун типпинче, юлашки эрнере, кĕç-нерникун, ирех, пĕр йăла тăваççĕ. Çав куна вăсем «калăм кунĕ» е çăпата çунтарнă кунĕ теççĕ. Ib. Ахаль чухне калаçаççĕ хай вара: унта пурте харпăр хăй ăратнинче вилнисене пĕлекенсене: пурне те пурнăç паччăр, ан тытчăр, тесе хываççĕ, теççĕ. (Çăпата çунтарни). || Первый день хр. пасхи. Сред. Юм., Изамб. Т. Хурамал. Мункун кунне калăм кунĕ теççĕ. || Фомино воскресенье. Изамб. Т. Калăм кунĕ, 1) первый день пасхи, 2) фомино воскр. (Аслă калăм — день пасхи, кĕçĕн калăм — фом. в.).

калăм-кун пăраçникĕ

см. калăм пăтти.

калăм пасарĕ

невыяснен. выраж. Могонин. Калăм пасарĕ (вăл ĕç пулнă аслă кĕçнерни кун).

калăм пăтти

моленье с жертвоприношением кашей. Юрк. Калăм пăтти чӳкленĕ çĕре сăра ĕçмешкĕн пырăр! Калăм кун пăраçникĕ ялан юн-кун пулат.

калăм çĕрĕ

ночь накануне пасхи, пасхальная ночь. Янтик. Калăм çĕрĕ тесе, ыран мункун тенĕ чухнехи çĕре калаççĕ. Ун чухне чукатмăшсем урăх япала пулса çӳреççĕ, теççĕ, çавăнпа: усал тавраш ан кĕтĕр, тесе, пур хуралт алăкне те пурăпа (= пурпа) хреç (= хĕрес) туса çӳреççĕ. || СПВВ. Х. Сред. Юм. Ĕлĕкхи калăм çĕр («в [на?] великую среду вечером») шальча (тычины) вăрласа, мунча хотса кĕрсен, кĕçĕ каят, тет. (Народное поверье).

калăм

калым (?), Золотн.

капăртма

(кабы̆ртма), лепешка(-и)из кислого теста (обычно из пшеничной или полбеной муки). См. кӳптĕрме, икерчĕ. ППТ. Çав калăм кунĕ валли капăртмана хăшĕ юнкунах пĕçерсе хураççĕ, хăшĕ кĕçнерникун ирех тăрса пĕçереççĕ. N. Раштав каç хураççĕ капăртма. А. Турх. Капăртма — в роде лепешки из пшеничной или полбеной муки, или из. гороховой (жарят на сковороде). СПВВ. ИФ. Капăртма — вĕтӳрен çӳхе çатма-çимĕç. Букв. 1904. Сĕтеллисем йĕри-тавра капăртмасем, икерчĕсем, пӳремечĕсем, куклĕсем каса-каса хунă. Изамб. Т. Кĕркунне пĕр шăматкун ирех карчăксем тăраççĕ те, капăртма (толстые блины из полбы и пшеницы), куймак пĕçереççĕ. Ib. Е пăри, е тул çăнăхĕнчен капăртма (в роде лепешки, мажут маслом), хăпарту (калабашка,) пĕçереççĕ.

Юмансар-касси

назв. деревни. || Это выраж., кажется, имеет то же значение, что и хурăнсур-кассисем. См. алпас. N. Юмансар-кассисем, хуçа ятлă курка туса ярас тет. Эти слова относятся и к мужчинам и к женщинам. (Из обряда «пичке пуçлани» в автобиогр. Д. Ф. Филимонова). См. калăм кунĕ.

юн-каç

канун среды. Изамб. Т. Çав юн каç-и? Ун чухне пит сивĕ-чĕ-çке? Никит. Пĕр калăм каçĕ юн-каç пулат.

лӳк

то же, что йӳп. ПТТ. Çак тĕрлĕ халăх пухăнса, çак тĕрлĕ хисепленипелен те лӳк курмасассăн, урăх вара тĕрлĕ-мерлĕ ыйтса ан аптăратăр. (Из моленья в калăм-кунĕ). Ib. Питĕркке, çырлах, лӳк кур, ырă сунса сана ĕçкĕ паратпăр! (Питĕркке шăтăкĕ).

минтер

(мин’дэр, мин’д’эр), подушка. Юрк. Калăм кунĕ чи малтан пырса кĕрекен çынна, йыхравçа, сĕтел хушшине, сак çине, минтер çине, çатма çимĕçсем çиме лартаççĕ. N. Кăмака çине тăваткăллă мамăк минтер хураççĕ, çав минтер çине пăтăлă чашка кашăкĕсемпех лартаççĕ; чашкă айне, минтер çине, шурă сĕтел çитти сараççĕ. Хурамал. † Мамăкран минтер хăпартрăм, хĕр кут айне ӳкертĕм. Ст. Шаймурз. Килчĕ хăна, килчĕ хăна, минтер хурса çитереймерĕм. (Пӳрт мăклани). Сред. Юм. Хĕрсĕм чӳрече панче илтелесе тăнă чôх минтерпе сак çине çапсан, илтелекенсĕм хôлхасăр пôлаççĕ, тет. (Поверье). || Ст. Чек. Çил арман валин айĕнче минтер. См. çытар, çăтар.

мункун

монкон, назв. праздн., пасха. N. Е мункунтан мункуна çӳрет. Шел. 105. Ме-халĕ, Урук, мункун çăмарти. ДФФ. Мункунăн иккĕмĕш кунĕнче, тунтикун, ваттисене (вилнисене) асăнатьчĕç. Ib. Пирĕн аттесем çамрăк чухне мункуна юнкун (хăрушă эрнере) пуçлатьчĕç. тет... Малтанхи куна кăлăм-кунĕ тетчĕç. Ст. Яха-к. Хăш-хăш ялсенче чăвашсем мункуна аслă типпĕн юлашки эрнин калăм-кунĕнче, юнкун, тăваççĕ. Ĕлĕк пирĕн ялсем те, эпĕ ăçтăвасса, мун-куна юнкун туса, пăтă чӳклетчĕç. Н. Седяк. Чăвашсен мункунĕ асап эрнинче юнкун пуçланать. Юнкуна калăм кунĕ теççĕ. Чăвашсем праçникĕсенче малан вилнисене асăнаççĕ – хываççĕ. Христос тĕнне тытакан чăвашсем апла мункуна малтан тумаççĕ, вырăссемпе пĕрлех тăваççĕ. ЧС. Пирĕн ялсем сĕрен мункун тунтикунĕ тăваççĕ. Ib. Мункун эрне тенĕ чух ачасем ашшĕсене атăсем илтереççĕ. N. Мункун (калăмкун) аслă эрнере юнкун пулать; тепĕр кун, кĕçнерникун, вилнĕ çынсене хываççĕ. N. Çулталăкра пур вилнĕ çынсене те пĕрле тăватă хут асăнса хываççĕ: мункунта, аслă кĕç-нерникун каç; мункунĕ пулат юнкун, тепĕр кунне, кĕçнерни-кун-каç, эрне-каç, вилнĕ çынсене асăнса хываççĕ. Ст. Шаймурз. Мункун эрни хушшинче. Юрк. Мункун эрни тухсан (когда пройдет). N. Мункун-каç, канун пасхи. N. Кĕрхи сăра. Кĕр сăри каç та вилнĕ çынсене, мункун-каçхи пекех, е автан сăри пекех, ăратнесене пуçтарса, çĕрле ĕрет туса, хывса çӳреççĕ. Изамб. Т. Мункун мынчи (= мунчи). N. Çакна асăнма, пĕчĕкçĕ ачасене мункун кунĕ çăмарта пуçтарма йăла тухнă, тет. КС., Изамб. Т. Мункун типпи, великий пост. N. Пупсем çӳреççĕ, тет, мункун кĕлли кĕлтуса. Макка 215°. Чăваш мункунĕ вырăс мункунĕнчен пилĕк кун малтан пулать. Чи пирвайхи кун вăсем пăтă çисе çӳреççĕ; вăсем пăттине ăратни-ăратнипе çисе çӳреççĕ. Иккĕмĕш кун ваттисене хываççĕ, виççĕмĕшпе тăват(т)ăмĕш кунĕнче кассипе çисе çӳреççĕ. Пилĕкмĕш кун сĕрем тăваççĕ. Çав мункуна турăпа патшана асăнса праçник тăватпăр, теççĕ. Мункун хушшинче чӳклеме ĕçеççĕ. Ăрам варрине кашни касса такан чуччувĕ хураççĕ, такан чуччу çинче кататса тăваççĕ, ярăнаççĕ. Изамб. Т. Хĕрарăмсем мункун кĕпи, шăлаварĕ, чăлхи çĕлеççĕ. Ib. Мункун умĕн юлашкинчен пулакан пасара мункун пасарĕ теççĕ. Ib. Мункун шăмат-кунĕ пурте мынча хутаççĕ. Ib. Ул укçана (т. е. „периленнĕ укçана“) шуйттан мункун-каç типĕтет, теççĕ. Шурăм-п. Мункун пăтти. СТИК. Мункунсенче эпĕр нимĕнле ĕç кутне те пыраймарăмăр. N. Мункунта çерçире те сăра пур, теççĕ. (Послов.). Никит. Мункун çитес умĕнхи кĕçнерникун шăнтсассăн, пăрçа пулать. N. Ма апла пит хыпаланаççĕ? — Мункун çитет. Сред. Юм. Мôнкôн (моҥгон) чохне пĕчик ачасĕне кирак (= кирек) кам патнех те кайсан, мôнкôн çăмарти тесе, пĕрер çăмарта, пĕренкĕсĕм параççĕ. Ib. Мôнкôн кôнĕ ирхĕне малтан аван çын пырсан, çитес хĕл сôрăхсĕм пит пăрулаççĕ, тет; ôсал çын пырсан, пăруламаççĕ, тет. (Народное поверье). Ib. Мôнкôн кôнĕ пôшар пôлсан, çу тăрăшпе (всё лето) пôшар пит пôлать, тет. (То же). Ib. Кăчкă-кĕлли кôнĕ Мôнкôн Хôсантан тôхать, кĕçнерникон (великий четверг) яла килет, шăматкон пӳрте кăмака хыçне кĕрет, вырсарникôн ирхĕне тĕпеле иртсе ларать. (Гов. детям). Ib. Мôнкôн çĕрĕ тĕттĕм пôлса вăт тôхса çôнтараççĕ. N. Аслă мункун, первый день пасхи. Кĕçĕн мункун, фомино воскресенье. || Имя (прозвище?) мужч. в области Тăхăр-Ял; он знал много древних преданий и бывал жрецом (молельшиком) на моленьях. (Сообщ. Ф. Т. Тайбинский).

вара

ужо. N. Вара пурăп, халь ерçместĕп. Собр. Варана кайсан, вараланат, теççĕ. (Вослов.). Тоск. Варана юлнă япала варланнă, теççĕ ваттисем. (Послов.). Регули 1227. Вара кил; вара тăвам. Ст. Чек. Ĕçе, ăна çийĕнче туса пăрах; варана юлсан, варланат, теççĕ (иначе дело забудется). || После, с, через. Орау. Эп вара килетĕп, виççелле, виç сахаталла (часам к трем). Регули 286. Эп сумар мартан вара (сувалнăран вара) онта ялан çӳретĕп. Т. VI. 12. Паянтан вара — с сегодняшнего дня. Кан. 1928, № 149. Ĕç çур-куннерен вара тăсăлать. Дело тьянется с весны. Альш. Çав кунтан вара — с того дня, Ч. С. Виç кунтан вара, через з дня. {{anchor|DdeLink21822718894160}} || Указ. на возможный вывод, следствие или заключение. Часто ставится о тем же оттенком конечного вывода и в вопросах. Изамб Т. Епле, укçа тухмалла-и? Мĕн чухлĕ-ши? — Ахăр тухмалла. Темĕн чухлĕ вара тухмалла, пĕлместĕп. Ib. Пăятам тепле вара, пăянам хуш сăмаха-йăмаха пит вичĕкĕн япала. N. Касаксем: акă халĕ тинĕс тĕпне кайăпăр вара, кайăпăр, тесе, каласа тăраççĕ («вот-вот»). N. Унта тытаççĕ вара пулă, тытаççĕ вара пулă (повторение), тетелĕпе шак хывса. Регули 251. Атти тухманшăн вара эп те ништа та тохман. N. Ме, акă пилĕк çĕр тенкĕ; анчах асту, ыран ирех илсе кил вара (принеси). Кан. 1928, № 149. Çуттишĕн (за вино) ĕç тăваççĕ, тоççĕ вара Тури-Тимĕрç-кассем. Шел. II. 58. Сывă-халĕ, лайăх пурăнать, питĕ чее вара, терĕç. N. Темĕскер вăрри вара (не знаю, что это за семена). Подгорное. Ача, Иван чăнахах Мускава кайнă-и вара? Епле лекнĕ-ши вара вăл унта? Цив. Еппин кăçта вара? Где же она у тебя? Ч. С. Ни хура мар, ни сăрă мар, хăй вара çарамас пек курăнать те, шыв хĕрринчех выртать (вутăш) Альш. Ай-ай аван çынсем-çке вара çав Мишкасем! Ну и хорошие же люди этот Михайла и его жена! СТИК. Вара мĕн хытланан эс? (Говорят человек, пораженный поступком товарища. Значение «вара» определится, если ты сопоставим выражения «вара мĕн хытланан ес?» и «мĕн хытланан эс?» Последнее выраж. значит; «что ты делаешь?», а первое «ну, что ты двлаешь?!» || А действительно ли... Сред. Юм. Аçу килте-и вара? А дома твой отец? || Будто. Нюш-к. Çав укçа (клад) кĕш(= хăш) чухне лаша е урăх япала пулса çӳрет пулать вара. || Однако, а. Альш. Вĕсене тивеймерĕ вара. Однако они остались нетронутыми (пожаром). П. П. Т. Калăмтенĕ сăмах мĕнле сăмахран та пулин тухат пулĕ-те, анчах эпĕ ăна пĕлейместĕп вара. N. Петĕр: выртма яратни килемей? тесе каларĕ, тет. Килемĕшĕ (старушка): выртасси выртăн та, эсĕ Иван тĕслĕçке вара, тесе каларĕ, тет. Сĕт-к. Çав Елекçин ним латăллă калаçни та çок вара. Перев. Вара (тогда) эпĕ: ку кам манпа пĕрле юрласа пырать? тесе ыйтрăм. — Эпĕ, тет,—Вара кам эсĕ? — Эпĕ санăн нушу, тет. || В таком случае, и тогда. Регули 1515. Мана пĕр . конлăх анчах парăр, вара çитĕ. Орау. Раштава сирĕн пата пыма юрать-и, килте пулăр-и? Çырăр çавна. Вара пырас. || Разве. Ч. С. Пĕр чĕрес сĕт нумай-и вара? N. Эс пасара каятним вара? || Уж не... ли. N. Пирĕн уччилни карташĕ хӳмине вут хыптарман-и вара? тетĕп. Я думаю: «Уж не подожгли ли забор двора нашей школы?» N. Кашкăрĕ калать, тет: тилĕ тус, эсĕ шăмасна (= шăмастăн-а) вара ман çие? || Едва ли... Альш. Качча кайиччен иккĕ-виççĕ а каяяççĕ-и вара хĕрсем хĕр-сăрие? Пĕрре-кăна кайнă, тиекенсем те пур арăмсен хушшинче. СТИК. Пуласса пулĕ те вăл хаçан-та-пулсан, эпĕр курмалла пулайăпăр-и вара ăна? (т. е. едва ли нам придется дожить до этого). || Да ведь. Кратк. расск. 24. Унтан тăванĕсене каланă: вара эпĕ И., тенĕ. || Потом... (с остановкой, при расскзе). Орау. Çан чухне çапла ятлаçрăмăр. Вара... çав çилĕпе, халь те чашлатса çӳрет (злится): пĕр-пĕр алла ӳнерĕп-ха, тесе калат, тит. || Выраж. подверждание, как русск. да. К. -Кушки. Эс паянах каятним ĕнтĕ? — Вара. Паян тухса кайсан, вăхăта çитĕп, тетĕп. Разве ты сегодня же едешь? — Да. Я решил, что если я выеду сегодня, то успею к сроку. Срв. ара. || С уст. накляну что же. N. Илин вара! Ну что же, если возьмет! || Дальше (чего-либо). N. Теччĕрен вара кăйман.

выртан

лежачий. Т. Гриюрьева. Выртан (= выртакан) каска мăкланать, çӳрен каска якалать, теççĕ. || Эпитет киреметей. Хурамал. Хурамалта выртан аслă киремет. Ib. Çырлах, турă, турă турă амăшĕ, пӳлĕхçи, пӳлĕхçи амăшĕ! Аслă киремет, çырлах! Хĕрлĕ çыр, çӳрен ыр, çырлах! теççĕ. Хурамалта выртан, çырлах! теççĕ. Пур çемемпе, выльăхăм-чĕрлĕхĕмпе тыррăм-пуллăмпа асăнатăп. (Калăм кунĕ). Магн. М. 87. Хусанта, Сĕвере, Сумпура, кĕлетре выртан, Шопашкарта выртан. Вулăра выртакань (sic!) путекъ (sic!) [вар. Влара (sic!) выртан путек].

вăйлă

(вы̆jлы̆), сильный, крепкий; состоятельный. Н. И. П. Вăйлă юрла. Пой громко (сильно). N. Халь вăрçă вăйлă. Теперь сильная война. Тайба Т. † Хирте тăман халĕ пит вăйлă (очень сильный буран), ял хушшине кĕрсен, епле-ши? Изамб. Т. Ыраш вăйлă пулнă, тет. (Прежде) рожь родилась хорошо. Никит. Çак калăм каçсенче тухатмăшсем тухатса çӳреççĕ; чи вăйлă çӳрекен каç юн-калăм каçĕ пулат. Ib. Икĕ-виçĕ çул ĕлĕкрех пирĕн ялта вăйлă ĕне мур (т. е. мурĕ) пулчĕ (был сильный падеж скота). Хыпар № 26, 1906. Патшалăх канашĕнче тĕрлĕ çын пур: чиновниксем, улпутсем, завод (= савăт, савут) хуçисем, пурте пуян, вăйлă çынсем (сильные люди). Ib. № 36, 1906. Халăх тата вăйлăрах ĕрче пуçланă (начал еще сильнее размножаться). О калед. Пуринчен ытла çĕре сывлăш кĕрсе тăмалла тытма тăрăшас пулать, тата çум-курăксенчен таса тытма тăрăшмалла. Çапла тусан анчах вăйлă тырă илме пулать. Альш. Кашана: вăл териех хытă ĕçмес, тетчĕç; вăл та кăçал питĕ вăйлă ĕçрĕ, теççĕ пĕр-пĕрин хушшинче çынсем. Чув. календ. 1911. Вăл хăвăрт çĕкленнĕ те, вăйлăран вăйлă кайса, нимĕç хулисем урлă Берлина кайнă. Альш. Ĕлĕкрех Куслувккара питĕ тырă вăйлă илетчĕç. Чув. прим. о пог. 424. Хурама (кăпчанкă) чечеке вăйлă ларсан, хура-тулă пулать. Если у вяза (жимолости) много цвета, то уродится греча. Чăвашсем 14. Унта ĕлĕк пит шултăра вăрман пулнă, пит вăйлă вăрман пулнă. Шел. П. 54. Вăйлă çурт, большой дом.

ешкер

(эшкэр), многолюдство. СПВВ. Т. Ешкер тени нумай çын тени пулать. IЬ. Урамра ешкер куçать! На улице огромная толпа. Н. Карм. Пĕтĕм ешкер килсе тăкăнчĕ (говорят, когда сразу придет много народа, толпой). Н. И. Т. Пиллеччĕр, çырлахччăр, акă, асăнса, хисеплесе, ешкер пухăнса, хыватпăр; тек хывмастăр, тесе, тытса ан аптăратăр.(Моленье в «Калăм кунĕ»). Тюрл. Ешкер куçать — халăх нумай.

у хуни

(х̚уνиы), libatio. В. Олг. Калăм-кон. Мăyкон ыран тенĕ чоне, хăймалу парса çӳреччĕ ват çынсане, сăра параччĕ: сан титĕр (вероятно, = умăнта пултăр), тет. Пĕри парса каять, тепĕри парать; ялĕпе пуçтарнса парать, кашнă киле кĕрет. Хыймалу варса çӳрет... Тата туат тăпăртăс икерчи. — Пĕçерсе пĕтерсе, тет, тавай чĕнес поскилсене. — Ну, косăр, чĕнсе килĕр! Килеччĕ. Кисессĕн: у хупăр (= хывăпăр), тет. Тăраччĕ те, тавай у хумашкăн. Тавай, татса параччĕ икерчине. Чашкăшне сăрине те онта хуат. Вăтăрăн (?) пор — вăтăрăш та параччĕ. Парса пĕтереччĕ, йолашкине ятта параччĕ. Сăрине хуçам ĕçеччĕ. Кашнă (кажны̆) килĕре ĕсĕрлсе лараччĕ и ташлаччĕ. Срв. Опыт иссл. чув. синт., II, 269.

Русско-чувашский словарь (1971)

пасха

ж. рел. мăнкун, калăм.

пасхальный

прил. рел. калăм ⸗ĕ [⸗и], мăнкун ⸗ĕ [⸗и]; пасхальная неделя мăнкун (е калăм) эрни.

Этимологический словарь чувашского языка (1964)

калăм

калăм кун уст.— название древнего чувашского праздника, который праздновался весной в среду русской страстной седмицы. Первоначально он был связан, по-видимому, с культом предков, а позднее посвящен поминовению усопших. Праздник этот в известной степени соответствует навьему дню Древней Руси. По верованию чуваш, в этот, день будто бы мертвецы выходили из могил и шли к своим родственникам невидимо погостить у них. Через неделю, в праздник сĕрен или вирĕм, молодежь с рябиновыми прутьями ходила по домам, хлестала избы, амбары и заборы, прогоняя мертвецов обратно на кладбище. В заключение за деревней разводили костёр и все участники сĕрен прыгали через огонь, чтобы очиститься от всякой нечисти, которая могла пристать к ним вследствие соприкосновения с обитателями загробного мира. Калам — слово финское; морд, калмо «могила», удм. куләм «мертвец», мар. и манси калем «умираю», фин. kalma «смерть».

сĕрен

уст.— название обряда изгнания из деревни покойников, явившихся в калăм кун (см.) погостить некоторое время у своих родственников; тюрк. сурен — боевой клич, воинственный крик, соответствующий русскому ура!, кирг. сӳрӧн — боевой клич; казах. диал. сӳрен «крик», «шум», «тревога»; чаг. сӳрэн — страшный крик, производимый войсками, ставшими друг против друга и вызывающими к бою (Будагов 1, 642), узб. С суран — крик, гик воинственный: „Смотр войска Тимуром (в 1391 г.— В. Е.) продолжался два дня с утра и до 6 ч. вечера и кончился боем барабанов и военным криком «сурен» (В. Г. Тизенгаузен. Сборник материалов, относящихся к истории Золотой Орды, 1948, т. II, стр. 162, 169, 176 и др.); КБ сӳр «прогонять»; уйг., азерб., туркм., тур., тув., хак., алт. В (конд.) сӳр, узб. сур «гнать»; башк. hӧргӧн «ссылка». Следовательно, сĕрен — настоящее причастие, означает «изгоняющий», «прогоняющий».

См. также:

кал кал-кал кал-калăн Калăккасси « калăм » калăм çĕрĕ калăм ватти калăм каç калăм карчăкĕ калăм кунĕ

калăм
Свойства слова не указаны
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150