Поиск: кăштăрт

Введите слово для поиска

Область поиска:

Чувашско-русский словарь (1982)

каштăрт

то же, что кăштăрт

кăшăрт

то же, что кăштăрт

кăштăрт

1.
подражание внезапно прекратившемуся шороху
кăштăрт-кăштăрт — подражание однообразному шороху
кăштăрт-кăштăрт тутарса ут — идти, шаркая ногами

кăштăрт

2. подр. —
о неожиданном появлении

кăштăрт пырса кĕр — заявиться неожиданно

Словарь чувашского языка

çĕнĕ çул

çĕнĕ çол, новый год. N. Çĕнĕ çулсем иртсен, эпĕ те çанталла пыратăп. ФТТ. Çĕнĕ çул каç тăвар çисе выртас пулать. Вара тĕлĕкре арăм пулас хĕр пĕр курка шу исе пырса ĕçтерет. Ib. Çĕрле çĕнĕ çул каç чĕпсем картине кайса чĕпĕсене тытмалла. Хĕр атана тытсан, упăшки салтак пулать, атан мар пулсан, салтак пулмасть. Ib. Çĕнĕ çул каç анкартине кайса алăпа тытмасăр пĕр çăвар тулли çапнă ыраш улăмĕ хыпас пулать. Унтан улăмне çăвартан кăлармасăр хыпнипех киле исе пырас пулать. Унта илсе пынă улăм пучаххинче минче пĕрчĕк тыррине шутлас пулать. Миçе пĕрчĕк тырă, хыпакан çын çавăн чухлĕ пурăнать. Ib. Çĕн çул каç кашта çинче ларакан чăхăсене тытаççĕ те, вĕсене тырă, кĕл, кăмрăк, шу, хăмла параççĕ. Çав панă япаласенчен чăхă хăшне сăхать, çынтан упăшка пуласси, е арăм пуласси хĕр те çавнашкал пулать: тырă сăхсан, пуян пулать, кĕл — начар, шу — эреке ĕçекен, хăмла — кутăн. Ib. Çĕн çул каçне çĕрле пуян патне пырса чӳрече патне тăрса пӳртре укçа шутланă сасса итлес пулать. Укçа чăнкăртатнă сасă илтсен, итлекенĕ каялла каймасть, пуярах парать. Ib. Çĕн çул каç пĕчченех тула тухса итлесе тăрас пулать. Пуртă сасси илтĕнсен, çав çын тепĕр çулччен вилет. Ib. Çĕн çул каç çĕрле пĕчченех ампар кĕтессине кайса тăрас пулать. Ампарта кăштăрт! тенĕ сасă илтĕнсен, итлекен çын пуять. кăтăрт! тенĕ çасă илтĕнсен — начарланать. Ib. Çĕн çул каç куç пăхмалли илес пулать, алла çурта тытас пулать, унтан виçĕ хут сăхсăхас пулать, вара санăн вилнĕ тăванусем курăнаççĕ. Ib. Çĕн çул каçне чашкăшне шу ямалла, хĕрне кашни ху пĕлекен, ху юратакан хĕр ячĕпе пĕрер хут татăкĕ çыпăçтармалла; унтан шушне (= шыв ăшне) пĕр çавăрнакан япала яраççĕ. Япала хăш тĕлле чарăнать, çавăраканне, çав тĕлте мĕн ячĕ çырнă, çавă юратать, е качча ăна илмелле пулать. Ib. Çĕн çул каç çĕрле таса юр çине выртаççĕ: тепĕр ирхине пырса пăхаççĕ. Выртнă вырăнта йăтă тĕкĕ пулсан, выртакан çын тепĕр çĕн çулччен вилет. Ib. Хĕрсем çĕн çул каçне тимĕр татăкĕпе: çăла питĕретĕп, тесе, çăл тара (= тавра) çавăрăнмалла. Упăшки пуласси вĕсене тĕлĕкре çăл уçтарма пырать. Ib. Çĕн çул каçне сурăхсем картине кайса пĕр сурăх мăйне курăспала çыхмалла. Ирхине ăна кайса пăхмалла. Сурăхĕ шух, е начар, е выйлă, е ватă, е çамрăк пулсан, упăшка е арăм пуласси те çав сурăх пекех пулать. Ib. Çĕн çул каçне, çурçĕр тĕлĕнче, сăн пăхмаллипе çутнă çурта илес пулать. Çири хĕреçе хывса пăрахас пулать. Çуртана сăн пăхмалли умĕнче тытас пулать, унтан: эй, мана упăшкам пуласси, тух! тесе, чĕнес пулать. Чĕнсен, упăшка пуласси мал пуçĕ, унтан мăйĕ, ал, кăкăрĕ курăнать. Пилĕк таран курăнсан, çуртана сӳнтерес пулать. Çӳнтермесен лешĕ: эсĕ мана ма чĕнен, тесе, хĕре çĕçĕпе чикет. Ib. Кирек мĕлле ремеслăна вĕренес тесен, çĕн çул каç çурçĕр тĕлĕнче вилнĕ çын турпасĕ çине кайса ремеслăна вĕренмехленсе ларас пулать, каялла çавăрăнса пăхма юрамасть. Кайра шуйтансем, ашшĕ-амăшĕ тăванĕ, йăмăкĕ пулса, пире хĕрхенсе каялла çавăрăнса пăх: пире вăр-хурахсем вĕлереççĕ, пулăш пушалăстă пире, тесе, йăлăнаççĕ. Каялла çавăрăнса пăхсан, шуйтансем ăна çавăнтах вĕлереççĕ. Çавăрăнса пăхмасан, ăна турă ангĕлĕ курăнса вĕренес тенĕ ремеслăна пит аван вĕрентет; унтан киле ярать. Çавнашкал çын пек вара лайăх хăй ремеслине пĕлекен никам та çук. Ib. Çĕн çул каç çур пус укçа тупма пулать. Вăл çур пуса тыр ăшне хурсан, тырă нихçан та пĕтмест, укçа хутаççине хурсан, укçа нихçан та пĕтмест. Вăл çур пуса тупас тесен, çĕн çул каç евангелие исе, хунар çутса, уя çул юпне кайса ларас пулать, евангелие вулас пулать, каялла çавăрăнса пăхас пулмасть. Кайра шуйтансем тем пек кăшкăраççĕ, çуяççĕ, йăлăнаççĕ, хăратаççĕ, тет. Анчах каялла çавăрăнса пăхас пулмасть, пĕрмай евангелие вулас пулать. Атан атсан, шуйтансем тарса пĕтеççĕ, вара евангелие вулакан патне пĕлĕт çинчен ангĕл анать те, калать: мĕн кирлĕ сана, мĕскĕн? тет, çыннăн калас пулать: эпĕ питĕ начар пурăнатăп, эпĕ турра, вăл мана пулăштăрччĕ тесе, йăлăнатăп, тес пулать. Çавăн чухне вара ангĕл çынна çур пус укçа парать, тет. Ст. Чек. Çĕн çул кун малтан килнĕ çынна минтер çине лартмасан, чăхă пусмас. N. Çĕн çулсам иртиччен тăрас пулатьчĕ сирĕн. Изамб. Т. Çĕн çул çĕрĕ (канун) арçын-ачасемпе хĕр-ачасем çĕрĕпе чупса çӳреççĕ. Ст. Чек. Çĕнĕ çул кун чи малтан килекен çынна минтер çине лартмасан, чăхă лармаст, тет. Ib. Çĕнĕ çул кун килнĕ çын ăнмасан, выльăх пымаст, тет. Юрк. Çĕнĕ çул кунĕ, на (в) новый год. Ст. Шаймурз. Çĕнĕ çул каçхине, накануне нового года.

кăшăрт

(кы̆жы̆рт), подр. оборванному шороху. МПП. Кĕлетре кăшăрт! тунă сасă илтĕнсе кайнă. КС. Пирускă (папироса) тултарнă чухне кăшăрт! кăшăрт! тăвать (кăшăртатать). Орау. Кăмака тăрĕнче кăшăрт та кăшăрт! тăвать. Эпĕ: ку мĕн? теп. Хĕр-сурт пулĕ, тесе. Вăл типĕтме кӳртсе пăрахнă сава турпасси (стружки), типсе пĕрĕнсе, пĕр-пĕринчен ĕçерĕннĕ сасă мĕн! || Неожиданно, сразу. Орау. Эпир калаçнине итлесе тăнă темскер; эпир ун çинчен калаçса пĕтерсенех алакран кăшăрт пырса кĕчĕ. Унтан мĕн эпĕ тухса киличченех нимле мар пек (как ни в чем не бывало) ларчĕ. Ib. Тăрансан, тутарĕ пуçĕнчи кеппеçне (тюбетейку) каялла кăшăртах тĕксе (легко толкнув) ӳкерчĕ, тет. Вăл (она) тумланса кĕче, тет те, Иван çумне: кăшăрт! пырса тăчĕ, тет (быстро, неожиданно; звук от одежды или от шагов, а также и от того, что она сразу остановилась). N. Вун тенкĕ кăшăрт кăларса тыттарать (вручает тотчас, быстро). П. Патт. 15. Хаяр çын кăшăрт пырса кĕчĕ. Ашшĕ амăшне. Çапла Лисахвие пĕр сасăсăрах, кăшăрт çеç (незаметно) качча, парса янă. См. МКП 95; кăштăрт.

кăштăрт

(кы̆шты̆рт), подр. оборванному шуршанию. См. кăштăр. Шорк. Çăм пошмак тăхăннă та, кăштăрт-кăштарт! откалать. Хурамал. Хам патра темĕскер кăштăрт! турĕ (зашумело). Шарбаш. † Кăштăрт-кăштăрт сӳс йĕвен. || Сразу, неожиданно, вдруг, в один приём. Альш. Кăштăрт килсе кĕчĕ (с шорохом). НПТ. Вăсем, пăтă хатĕр пулcан, çиме кăштăрт анаяççĕ (т. е. тут как тут). Хурамал. Хам та сисмерĕм, кăштăрт (незаметно) килсе ларчĕ ман çумма. ЧС. Унтан вара çав ыйтнă хуçа — е çăмарта, е кулачă — кăштăрт кăларса тыттарат çав вирĕм ачасене. (Вирĕм). В Шибач. в этом см. кŏштŏрт. || Неожиданно и тихо (а каштăрт — неожиданно, но м. б. и не тихо). || Сделать шершавым. Пшкрт.

кăштăрт-каштăрт

подр. неодинаковым оборванным звукам шороха. СТИК. Улăм ăшĕнче темĕскер кăштăрт-каштăрт! турĕ те, анчăк сикрĕ-тухрĕ. («При этом звуки раздельны, что показывает конечное т»). 93 çул. 18. Вăл кăштăрт-каштăрт тунисене пурне те итленĕ.

кĕшĕрт

подр. неожиданному появлению. Коракыш. Ку çын пырать, пырать, пĕр вăрман виттĕр тухнă чухне, пĕр вар вĕçĕнчен кĕшĕрт пĕр çын сиксе тухнă. См. кăшăрт, кăштăрт.

каштăрр

подр. оборваниому шороху. || Вдруг. Сред. Юм. Эп о çыннăнне: окçа çок поль, тесе, шотланĕ, о пĕр кӳшелкке толли каштăрт! окçа тортса каларчĕ. Сред. Юм. Каштăрт! (Неожиданно; напр. не заметили, как он прошел в ворота). См. кăштăрт.

Русско-чувашский словарь (1971)

шаркать

несов. 1. кăшăртаттар, кăштăртаттар, кăшăр-кăшăр (е кăштăр-кăштăр, кăштарт-кăштăрт) тутар; 2. (при приветствии) шаклаттар (ура кĕлипе).

См. также:

кăштăркан кăштăркка кăштăрмак кăштăррин « кăштăрт » кăштăрт-каштăрт кăштăртат кăштăртаттар кăштăртату кăштăрти

кăштăрт
Свойства слова не указаны
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Яндекс: 41001106956150

WMR: R028110838271

PayPal: np@chuvash.org