Поиск: ырсем?

Введите слово для поиска

Область поиска:

Словарь чувашского языка

Саркамăш

(саргамы̆ш), имя мужч. (сын Тăмпая, основатель деревни). Альш. Саркамăш — по преданию, один из З-х домоправителей мурзы, жившего на Тăхăр-ял-çĕрĕ. || Назв. двух деревень, Сорокамыш, б. Бурундуковской в., Буинск. у.: Вырăс Саркамăшĕ, Чăваш Саркамăшĕ. Альш. Пăрăнтăкăн çур ялне, вырăс вĕçне, Чăн Пăрăнтăк теççĕ; ку чăваш вĕçне — Саркамăш теççĕ. Ib. Саркамăшри ырсем. К.-Кушки. Саркамăшра выртса каян ырăсем. || Прибрежная полоса притока реки Пасна (Бездна) в различных местах носит различные названия: „Мăклă шур“, „Саркамăш“. Уресмет., Асан.

Сĕве

(сэ̆вэ), назв. р. Свияга. Кĕвĕсем. Сĕве хĕрринчи пултăран татмасăрах ватăлнă. Ib. И, Сĕве-тĕр, Сĕве-тĕр, Сĕве тăрăх кимĕ-тĕр. Т. II. Загадки. Сĕве-тĕр, Сĕве-тĕр, Сĕве шывĕ тăрăлтăр. (Сывă çу). Çĕнтерчĕ 28. Шуррисем Сĕве улăхĕнчех, теççĕ. Альш. Сĕве çинчи ырсем шерпет сып юсман вар. Сĕве çинчи ырсем юсман шерпет. Искажение). Стюх. † Тапса ярăр Севенĕн пăрсене, туртса илĕр Атăлăн пăрсене. Альш. Атăлтан пăрăнсарах каять çавăрăнса ытла нумаях мар: „Сĕве кукăрĕ“ теççĕ ăна кунтисем. Ib. Сĕве таппи, разлив р. Свияги. || Название гор., Свияжск. Нюш-к. N. Сĕве çинчи ырăсем; Сĕвере выртакан ырă, назв. божества.

Çĕнĕ ыр

назв. киремети в Мусирме, Урмарск. р. || Назв, божества. Альш. Çĕнĕ ырсем шерепет сып. юсман. ДФФ. Çĕн ыр, назв. божества (обитало будто бы в 2 км. от дер. Перво-Степановой, Цив. р., к юго-востоку, в овраге, около леса, и считалось „добрым“, во сне будто бы являлось в виде русского барина-помещика). Орау. Çĕне ырă. Чăлах Ваççили пăхса тăракан пуçлăхĕ пулнă. (Киреметям бросали деньги; эти деньги собирал выборный Чăлах Василий; на эти деньги покупали через известный срок животное и приносили его в жертву. У каждой киремети был смотритель, сборщик брошенных денег.)

Таккаварĕ

то же, что таккавар. (По построению срв. Елшелĕ, что в др. говорах произносится Елшел). Альш. Таккавар патĕнчи ырсем шерпет, сынисене (так!) юсман. Ib. Таккаварнче выртан ырăсене юсман, шерпет (вар. такаванти выртан ырсем шерпет, сынисене юсман. Искаженный текст).

Тип-вар

назв. местности. Изамб. Т. || Тип-вар — çырма (в одном км. от с. Ковалей, Урмар. р). || Альш. Тип-варти ырсем — шер(пет) сып, (т. е. сыпписене) юсман. Тип-варти ырсем — юсм(ан) шерп(ет). || Назв. селения.

Кушкă

(-кы̆), первоначально — имя мужч., теперь — назв ряда селений в Чувашск. и Татар. республ. Буин. Кушкă — сын Тăмпая, основателя деревни. К.-Кушки. † Кушкă шывĕ аслă шыв. Ib. Кушкăра выртса каян ырăсем. Альш. Кушкăри ырсем — пăтă, шерпет, сыппине юсман, вăталăхĕ, кĕçĕн ырсем (вар. Кушкăри ырсем юсман, шерпет; вăтăлăхĕ юсман шерп. Кĕçĕн ырс. юсман шерпет).

Ченпек

назв. местности. Альш. Ченпекри ырсем шерпет çын юсман. Ib. Ченпекри ырсем юсман шерпет.

Ченчек

назв. местности. N. Ченчекри ырсем юсман шерпет.

хĕрлĕ çыр

красный яр. Такое название давали обрывам, оврагам, речкам, где красная глина. СПВВ. ИА. „Хĕрлĕ çыр“ был овраг. Хурамал. Хĕрлĕ çыр тесе хĕрлĕ çырана калаççĕ. Альш. Хĕрлĕ çыр айĕнче выртан ырсем юсманпа... (вар. Хĕрлĕ çыр айĕнчи выртан ыра юсман, шерпет). К. Кушка. Хĕрлĕ çырти ырăсем. || Назв. речки около села Тораева (Советск. р.). N. Вăл çырмана Хĕрлĕ çыр тесе ак мĕншĕн калаççĕ: вăл çырма пит хĕрлĕ тăмлă, çавăнпа Хĕрлĕ çыр теççĕ. || Назв. леса. Шибая. || Назв. Звенигокого затона. Тюрл. || Назв. ряда селений: дер. Хирли-Сир (Чебоксарского р.); с. Хирле-Сиры (Советск. р,).; с. Козыльяры (урмарск. р.).; с. Полевые Козыльяры (Яльчик. р.). Вомбу-к. Хĕрлĕ çырта чăпта вăйлă çапаççĕ, ку ял татăкĕсем: 1) уй-кас, 2) Йăлăм-кас, 3) Вăрманкасси, 4) Лешкасси, 5) Хĕрлĕ çыр. || Назв. киремети. N. Хĕрлĕ çыр вĕсен чăн усал киремечĕ. N. Ун хыççăн Хĕрлĕ çыра пăтă, Хĕрлĕ çыр амăшне юсман параççĕ. Альш. Хĕрлĕ çыра хур, Хĕрлĕ çырти ырăсене юсманпа шерпет. СПВВ. Х. Хĕрлĕ çыр, бог воды (Чеб.). СПВВ. ИА. Эй, Хĕрлĕ çыр! Пире шывçи айне ан тăвах, ун майлă ан пулах, ялан çырма пуçĕ пулса тăр. Васильев. Хĕрлĕ çыр; пĕртак пурнарахпа Микулăн турра пĕлтернĕ, ĕлĕк вăл тем тăваканни пулнă, паллă мар. См. Магн. М. 29, 67, 87, 251.

шăхран

рог (для табаку, для пороха), также кожаная сумка для пороха. N. Тапак шăхранĕ, табакерка. КС. Тар шахранĕ, пороховница (из рога). Шибач. Шăхран — для нюхательного табаку. Чертаг. Шăхран (мăйракаран е хурăн хуппинчен) сăмсана тортмалли табак хома. СПВВ. Т. Шăхрана хурăн хуппинчен тăрăхларах тăваççĕ. Вара çавăн ăшне тапак тĕпретсе хураççĕ. Шорк. Тапак шăхранĕ — имеет форму рога (табакерка из рога). Ib. Шăхран – мешок из цельной мошонки барана, кладут табак. СПВВ. ГЕ. Шăхран тесе ача ĕмĕртмеллине калаççĕ, тата тарпа пулькка хумаллине калаççĕ. || Так называют в шутку penis у детей. || Фамильн. прозвище. К.-Кушки. || Назв. местности. Чăвашсем 14. Шăхран тулĕнчи ырсем (киремет) вăрман хĕрринчи çырмара, Киштек хирĕпе хамăр хир хушшинче. || Назв. с. Шихраны; раньше назв. жел.-дор. станции и поселка, ныне жел.-дор. станция и город Канаш. N. Шăхранта анса юл.

Пимĕрсел

(-зэл'), назв. с. Пимурзина, б. Буинск. у. К.-Кушки. Пимĕрселĕнче выртса каян ырăсем. N. † Пимĕрселĕн хирĕнче ама тăрна кăшкарат, Элшелийĕн хирĕнче аçа тăрна кăшкăрат. Икĕшин сасси пĕр килет. Альш. Пимĕрселĕнчи ырсем — пăтă или шерпет, çыннисене юсман, Пимĕрселĕнчи ырсем — юсман, шерпет.

аслати тухнă аслă ырă

(аслади т̚ухны̆ аслы̆ ыры̆), n. cuiusdam numinis, quod ei parti caeli praepositum esse videtur, unde tonitrua oriuntur, повидимому, назв. божества, которому подчинена та часть неба, где возникает гром. Жертв. кн. Аслати тухнă асла ырă хур (scr. Аслати тухна аслă ыра гурь). Вариант: Аслати тухнă аслă ырсем гурь (lege: Аслати тухнă аслă ырсем — хур). Когда говорится об ударе молнии, поражающем предметы, то чуваши употребляют не «аслати», а «аçа». N. Аçа çапса вĕлерчĕ. Убило громом.

Пăрăнтăк

(пы̆ры̆нды̆к), назв. с., Бурундуки, б. Буинск. у. Жертв. тетр. Пăрăнтăкри ял хушанти ырсем шерпет, сынине юсман (вар. Пăрăнтăкри ял хушанта юсман шерпет). Текст искажен.

апситри ырăсем

(Апситри ыры̆зэм), numina, quae in Апсит habitare putantur, божества, живущие в урочище Апсит. Жертв. тетр. Абситри ырсем жер. сып. юсман, т. е. Апситри ырсем — шерпет, сыпписене юсман. Апситским духам (приносится в жертву) сыта, а их поколению(?) — лепешки, называемые юсман.

Кипет

назв. божества. Альш. Кипет ырсем, сып. юсман (вар. Кипет ырсем, юсман, шерпет). См. Кипĕт.

киремет

(кирэмэт, к’ирэмэт’, Пшкрт: кєр’ємєт), киреметь (как свящ. место; от араб. кирамӓт). Охотн. Разные места около деревни и в самой деревне чуваш усеяны киреметями. Даже люди, близко стоящие к чувашам, часто ошибаются, понимая под слозом «киреметь» самих злых богов. «Киреметь», собственно, есть место, где пребывает злой дух, напр. дух какого-нибудь известного, некогда жившего на этом месте, чувашина, представляющего собою героя. У нас, напр., около деревни лежит прекрасное возвышенное пустсе место, имеющее форму полуострова, так как оно окружено с трех сторон двумя реками, соединяющимися в одну. На этом месте, помню, несколько лет тому назад росла старая, старая береза. Место около березы, а нередко и самую березу чуваши называют «утлас киремечĕ» — киреметь Утласа. По преданию чуваш, всем этим полуостровом владел когда-то богатый мужественный чувашин по именн Утлас. Находясь на высоком месте, откуда виднеется окрестность, и в то же время защищенном реками от нападения неприятелей, и владея домом с подземными кодами, ои умел всегда искусно и мужественно охранять себя и свое имущество от воров и разбойников и держать в страхе и покорности жителей нашей деревни. Утлас сам давным давно умер, но не умер его дух; он живет под березой, посаженной Утласом в своем саду. Дух его и теперь держит чуваш в страхе. Ни один чувашин не осмеливается выразить свою непочтительность к березе, где живет он, в противном случае дух Утласа наказывает его продолжительными телесными болезнями, для избавления от которых существует единственное средство — просить прощение в молении перед березою и зарыть в землю около нее медную монету, двухкопесчного или трехкопеечного достоинства. (Признаки жилища. Утласа до сего времени сохранились). «Киремети» имеют и другое происхождение. Место, где раньше совершали в продолжение столетий общественные моления высшим богам, нередко впоследствии были оставляемы, так как с течением времени условия жизни изменились, и чуваши, находя неудобным молиться на том месте, выбрали другое место для молений. Но уважение к прежнему месту молений сохраняется. Они и после изредка ходят туда молиться. Затем йомзи, затрудненные в обьяснении причины болезни чувашина, обращавшегося к ним за советом, говорили, что болезнь могла произойти лишь от неблагопристойного поведения его около известного места. Так постепенно чуваши приходили к убеждению, что на этом месте обитает злой бог, который и посылает нм болезни. Отсюда произошли новые «киремети» чуваш. Например, в нашей деревне, на берегу речки, есть место, куда собирались некогда для совершения общественных молений; оставлено было оно, по всей вероятности, когда поселились на противоположном берегу русские. Присутствие их мешало им молиться, так как те позволяли себе смеяться над их религиозными обрядами. Чуваши для молений выбрали другое место, а прежнее обратилось в «киреметь» (Авăр-кӳл киремечĕ). Сюда, в день совершения общественных млений, приходит старик, выбранный обществом, подметает небольшое место и, незаметно зарыв в землю медную монетку, отправляется домой. Этим выражается уважение к священному месту и память о молениях в старину своим высшим божествам. Чуваши чрезвычайно боятся киреметей и положительно разоряются на жертвоприношения им, особенно при продолжительной болезни. Дети еще с малолетства запугиваются «киреметью». Я помню, как нам было страшно проходить мимо «киремети»: мы опасались даже говорить между собою, чтобы как-нибудь не проронить оскорбительного для «киремети» слова. Как-то невольно слово застывало на языке. Никит. Киремет место — место, где приносят жертву киреметю. N. Ĕлĕк чăвашсем киремет патне укçа пăрахнă, халь нухрат пăрахаççĕ. Акă вăл мĕшĕн: халь киремет ашшĕ вилнĕ, теççĕ, аслă ывăлĕ уйăрлса тухнă, вăталăхĕ салтак(р)а, кĕçĕнан ухмах, теççĕ; çавăнпа ăна халĕ, укçа вырăнне нухратпа улталаççĕ. Собр. Умма татас вăхăт çитиччен, киремет патне умма татса еçсе пăрахсан, киремете аçа çапса çунтарса ярать, теççĕ. Çапла тусан та тармасан, сысна пуçĕ кайса чикеççĕ, тет те, вара тарать, теççĕ. N. Вăл мăн чӳк тенине киремет ăшăнче тумаççĕ, пĕр таса çерем çине тухса парне кӳреççĕ. Шурăм-п. Кунта ĕлĕк киремет пулнă, тет. N. Вăл киремет тени — йăри-тавра йăвăç; çав йăвăçсан йăри-тавра карта тытнă, çав карта ăшне пĕтĕм ватă çынсен (так!) пуçтарăнса кĕл-тăваççĕ. И. Тахтала. Киреметре ан вăрçăр, унта вăрçакан вилет. Никит. Çав киреметре час-часах çынсене киремет тытать. Начерт. 104. «Киремет» и «киреллĕ», место чувашского богослужения. Бгтр. † Пирĕн ял çине пăхсассăн, Шупашкарăн туйăнат, çак ял çине пăхсассăн, киреметĕн туйăнать. Панкми. Чĕке ту киремет, Мăн киремет, Çĕн киремет. Чăвашсем 13. Чăвашсем, килте пĕр-пĕр çын чирлесен, юмăç патне каяççĕ те, вăл вăсене мĕн-те-пулин каласа ярат. Е пĕр-пĕр ыр сăмах калат (киремете), ырă сăмах каласан вара часрах тума хăтленеççĕ. Хăш киремете, вăл юмăç мĕнпе чӳклеме калат: пăтăпа-и, хур-кăвакалпа-и. Пăтă юсманпа ак çапла тăваççĕ: пилĕк тиркĕлĕх юсман тăваççĕ те, унтан пăтă пĕçереççĕ; пиçсен вара, кайса хăш ырăсем каманине чӳклеççĕ. Пырсан, пăттине юсманне лартат та, асăнат: е пĕсмĕлле, тав тăватăп, пуççапатăп, çырлах, мана хĕнне асапне ан пар, тесе. Хамăр айванлăхне пуççапса каçарттарма килтĕм, çырлах, ан пăрах, тет. Çак сан таврашăнта ытлашши сăмах калаçнă пулин те, вылянă-кулнă пулин те. Çырлах, тунă кĕллĕме хапăл ил, эпĕ хуранлă пăттăмпа, тиркĕлĕ юсманăмпа асăнатăп, витĕнетĕп, мана (чит. ман) айван кĕллине хапăл ил, эпĕ хам айванлăхăмпа йăнăшрăм, çырлах, тунă чӳкĕм-кĕллĕм вырăнлă пултăр, тет. Вара виç хут ӳксе пуççапат та, тата укçа хурат вара, миçе пус та пулин. Ун пек киреметсем пирĕн çĕрте пилĕк тĕлте. Ак ăçта: пĕрремĕш — Шăхран тулĕнчи ырсем, вăл варман хĕрринче, çырмара, Киштек хирĕпе хамăр хир хушшинче; иккĕмĕш — Киштекри ырсем теççĕ, вăл çирма ялта, вăрман хĕрринче; виççĕмĕш киремет вăрмантан пăртак аяккарах, унта ĕлĕк пит шултăра вăрман пулнă, пит вăйлă вăрман пулнă, çĕмĕрт пит нумай пулнă; анчах вăл киремет пит хаярччĕ, тет, вăл; унта никам та пырса кĕреймесчĕ, тет; вăл вăрмана вара уделни вăхăтĕнче кирпĕç тума кастарнă, тет; ăна кастарма килекен старшина вара пĕр уйăхранах вилнĕ, тет. Тата пĕр Киштек вырăсĕ çав киремет тĕлĕнчен иртсе пынă чух, ун тĕлне çитсен, мăшкăлласа, ларса сыснă, тет те, хăй вара пĕр эрнеренех вилнĕ, тет; пит усалччĕ тет, çав киремет. Çавăнпа унтан халĕ те пит хăраççĕ. Халь анчах йывăç сахал юлнă ĕнтĕ: саккăр-и, тăххăр-и анчах юлнă ĕнтĕ. Тăваттăмĕш киремет — Тарăнварта, вăл Салмалав хирĕпе хамăр хир хушшинче. Пиллĕкмĕш киремет — Хула ăшĕнче, Ахтапана кайнă çĕрте, çӳлĕ çыран хĕрринче. Тата тепĕр киремет Кăнна урлă, Таяпа енче, тĕме çинче; унта пĕр хурăн ларат халĕ. Çак киреметсем пурте пĕр пек мар: хăшĕ ытларах та хаяр, хăшĕ аплах мар, тет. Тата хир-йĕнче, Раккассипе Елшел хушшинче, пĕр киремет пур, тет, çавна çитес хаяр киремет çук (такого злого киреметя, как он, нет), тет, вара. Ун тĕлĕнчен иртсе кайнă чух калаçма та юрамаст, тет, кулма та юрамаст, тет. Вăл киремет вырăнĕ çултан инçе мар, çултан çĕр хăлаç анчах, тĕме çинче, таврашĕнче йывăçсем ӳснĕ, çавăн енне çавăрăнса пăхма та юрамаст, тет. Пĕлтĕр пирĕн ялсем улатимир Аçтап(п)анĕ Миххайла праçникĕнче Раккассине йыхрава кайнă. Унта вăл ĕçкеленĕ, каç пулсан тин тухнă, хăй ӳсĕр пулнă; çав киремет тĕлне çитсен, аташнă вара, аташса çаврăнкаласа çӳресе шат супнă вара. Унтан çав киремет тĕми çине пырса кĕнĕ те, унтах лашине тăварса, çуни çумне кăкарса, выртнă вара. Вăл, çывăрсан, пит усал тĕлĕк курнă вара. Тухнă, тет, салтак çарри, пурте пăшалпа, тет, унтан кăна та шурă кĕпе-йĕм тăхăнтарса пăшал парса, салтакла вылятнă, тет. Унтан ирхине, тул çутăлсан, киле тавăрăннă вара; киле тавăрăнсан, мĕн пулнине пурне те каласа кăтартнă вара. Унтан вара хăй пĕр эрнеренех чирленĕ те, тăватă уйăх асапланса(н), вилчĕ вара. Нимскер туса та мая килмерĕ. Хăй виличченех пĕтĕмпе çĕрсе кайнă. Сред. Юм. Кашни киреметĕн хăйăн хуçи пôр, теççĕ. Çав хуçин çитĕнсе хĕр качча кайсан, çав хĕрĕн ô киремете хăйпе пĕрле илсе каяс пôлать, тет; хăйне илсе каймасан, киремет темле чирпе те чирлеттерет, тет, çав хĕре. Чирлесе аптрасан, хĕр вара киремете хăйпе пĕрле илсе каять, тет; ăна илсе каяс пôлсан, ак çапла тăваççĕ, тет: пĕчик пӳкçни (= пукане) тăваç, тет, тôтăр таткисĕнчен чӳркекелесе те: çак пӳкенипе пĕрле киремет пытăр, тесе, хăй качча кайнă яла илсе кайса, орам варрине пăрахса хăварать. Вара çав пӳкени пăрахса хăварнă çĕрте киремет полать, тет; он хуçи вара çав пӳкени илсе пыраканнисĕм полаççĕ, тет. Çапла вара пĕр киреметрен икĕ киремет полать, тет: пĕри çав ĕлĕк полнă çĕрте, тепри пӳкенипе илсе кайнă çĕрте. КАЯ. Хăшĕ-хăшĕ чӳк хыççĕн (после моленья) киле кайма лай(ă)х мар, тесе, киреметсене кайса, укçа парахса кĕл-тусан, тин тавăрнаççĕ. М. Васильев № 3, 4. Çав хорама котне кайса янă çынна чăвашсем киремет тее пуçланă, киремет хăй çих полман-мĕн, онăн çемьи те полнă. Собр. Пуринчен ытла чăвашсем киремете пуççапаççĕ, ăна вăсем хурăнсенче, ăвăссенче, çеремсем çинче, е хурамасенче, юмансенче пурнать, теççĕ. Пĕр пĕр çын халсăр выртсассăн, часрах: е арăмĕ, е амăшĕ, е аппăшĕ, юмăç карчăкĕ патне чупса каять. Вăл пырсассăн, вара юмăç карчăкĕ хăйĕн пĕр тӳмме пек юмăç пăхмаллине енчĕкĕнчен туртса кăларат те, тути патне еçсе, тута тавра çавăркаласа: çав киремет тытман-и? ку киремет тытман-и? тесе, тӳммине ярать те, çиппе сулкалама тытăнать. Тӳмми сулкалансан: çав киремет тытнă, теççĕ; тӳмми сулкаланмасан: урăх киремет тытнă, теççĕ, вара тата пăхма тытăнаççĕ. Çапла вара юмăç пăхтарма пыракана суйса яраççĕ. Юмăç пăхтарса килсессĕн, киремете пăтăпа, юсманпа чӳклеççĕ. Шăматкун пасара пĕр икĕ пăт ыраш е сĕлĕ нухрат илсе парса яраççĕ. Килте вăл вăхăтра тайăн сăра тăваççĕ. Тайăн сăра тусассăн, пасартан нухрат исе килеççĕ те, пăтăпала, юсманпала киремете чӳклеççĕ; чӳкленĕ чухне юсманне пĕртак чĕпĕтсе илеççĕ те, нухратпа пĕрле уя, ăçта киремет пур, çав вырăна, пăрахаççĕ. Вырсарникун çитсессĕн, ир ирех киремет сăрине, ĕстел çине çăкăр хурса, чӳклеççĕ те, пĕрне часавай патне турра çурта лартма яраççĕ. Часавай патне çитсе, кулач исе чӳклесен, пĕр татăк киремете: çытăр, тесе, пăрахаççĕ. Çав пăрахнă кулача пĕр-пĕр ула-курак е çăхан çисассăн, киремет çиленет, теççĕ. Кайран тата халсăр выртсассăн, тата тӳрлетеççĕ. Ib. Чăвашсем киремете туррăн шăллĕ (в ориг. «шăлĕ») теççĕ. Т. VI. 54. Тата ĕçленĕ чухне те: вăрçса те ятлаçса çӳретпĕр пулĕ, киреметсем, çырлахăр, тет, турамăшĕ! НАК. Сырлан киремечĕ, Хура-Кĕсрери киремет, Саланчăкри киремет, тăлăп ăшĕнчи киремет! Пурăр та çырлахăр, пиртен урăх ан ыйтăр; кама мĕн кирли аçăвăртан ыйтар (см. ,,сĕмĕле»), эпир ăна сирĕ(н) тӳпĕре те патăмăр (дали и на вашу долю). БАБ. Ахаль те пирĕн хирте киремет нуммай, мĕн пурĕ пилĕк киремет: Аслă киремет, Кĕçĕн киремет, Пулат киремечĕ, Явка ялĕ, пиллĕкĕмĕшĕ — çичĕ çырма пуçĕ. Ib. Вăл аннен ала тымарне тытрĕ те, калама пуçларĕ: а! сире тăшман киремет ячĕпе пăсса пĕтернĕ. Янш.-Норв. Йĕкĕр-чуллă, аçаллă-амаллă киремет! Карăш пурчĕ (чит. пурчĕ?) киремет, уй пуçĕ киремет, Алăк умĕ киремет, Кивĕ-çурчĕ киремет! пурăр та çырлахар, пиртен ытлашшине ан ыйтăр, мĕн кирлине аçăвăртан ыйтар, эпир ăна сирĕн валли те патăмăр. (Уй чук туни; молитва к киреметям). ЧС. Кăна, сирĕн ĕнене, киремет тытнă; пĕр кавакал памасăр çырлахас çук, тенĕ (сказала старуха-йомзя), N. Вăл туррине те, киреметне те ĕненмест. N. Киремет тытрĕ: алă-ура чист хутланса кĕчĕ (киремет прогневался и послал болезнь). Нюш-к. Вырăслайра пĕлтĕр пăру кĕтӳçне, пĕчик ачана, машшин курăннă, тет. Шуркут Ярмулли (ватă çын) уна илтсен: киремет вырăн шырать пуль, тет. Çавах мана кĕлел тавра иртнĕ çăвла ут кĕтӳ кĕтнĕ чух... (здесь пропуск). Халь киремет пĕр çынна та тытнине каламаççĕ çак, тесен ак çапла каларĕ: халĕ киремет йăвашланчĕ, ĕлĕк питĕ хаярччĕ; эпĕ унтан 2 сум вунă пус парса (пăрахса) аран хăтăлтăм, арăм чут вилсе каятьчĕ. М. Васильев. Киремет тесе, çынна тытса хутлакан турра (так!) каланă. Вăл пит усал пулнă; ăна, тул çăнăхĕнчен сар çупа çăрса, юсман туса панă. Шурăм-п. Атте мана шăппăн каларĕ: ку киремет мар, ку арçури; киремет вăл куçа курăнмаст (терĕ). N. Киремете парнене кӳрекен выльăхсем: хур, путек, така, вăкăр, тына тăваççĕ (приносят в жертву), урăх пĕр япала та тумаççĕ. Чхейп. Вара сымар выртакан çынĕ чĕрĕлсен: киреметсем çырла(х)хăрçĕ ĕнтĕ, тесе хĕпĕртенĕ; сымар çын çаплах чĕрĕлмесен, киреметсене тата ытларах тăрăшса тăва пуçланă. Татах сымар çын чĕрĕлмесен, каланă вара: çук, пирĕн киреметсене кам-та-пулсан пирĕн çиран (на нас) елеклерĕçĕ пуль, тенĕ, çавăнпа çырлахмаççĕ пире киреметсем, тенĕ. Курм. Киремете валли: пашалу, вĕтĕ йăва, пăтă пĕçерсе, турăшсене кутăн тăрса, алăк янаххисем çине, çтенасем çине, йĕркипе, çуртасем çутса, чăркуçланса ларса, пуçĕсене чиксе, темĕскер пăшăлтатса кĕл-тăватчĕç. Ib. Пирĕн аттесем киреметсене салат, хăмла, çпичкă, тата укçа пăрахатчĕç: на сана, киремет, сăра туса, ĕç-çи, савăн; малашне пире ан тив, тетчĕç. Байг. Тата манăн аттепе анне тĕрĕс чăн тĕнпе пурăннă: тĕрлĕрен киремете, хĕрт-сурта чӳк туман, тата юмăç патне те ăс ыйтма çӳремен. Ст. Чек. Киремет вăл аван улталанă, шур сухаллă старик пулса, çынсене курăнса вăл каланă: эсĕр мана çапла-çапла асăнсассăн, хĕн-хур ямăп, тенĕ; чир-чĕр ямăп, тенĕ, выльăх-чĕрлĕх-хĕре айăп тумăп, тенĕ; асăнмасан, хур туса пĕтерĕп, тенĕ. Иванова. Пирĕн ялти тĕне кĕмен чăвашсем: питĕ усал киремет, тесе, çаксене шутлаççĕ: Хăмăл ятлă киремете, çиçтĕпе, тата ял вĕçĕнчи пĕр пысăк хыра. Сюгал-Яуш. Ĕлĕк киремечĕ хут пĕлнĕ. Хут пĕлнĕ те, ăна нимĕнпе те улталайман, укçах (так!) парсах пынă. Вăл аччи-пăччисене (так!) хут вĕрентмен. Çавăн пирки, хĕç тимĕртен касса, тенкĕ пек туса пăрахсах улталаççĕ. Шинар-б. Пирĕн хамăр патра пĕр çыран хĕринче пĕр çӳлĕ ту пур, унта пурте: киремет пур, тесе, пуççапнă, укçасем пăрахнă. Халĕ ĕнтĕ пирĕн вăл киремет сăрчĕсене сухаласа пĕтерчĕç. Ăна пурте сухапама хăранă. Виçе кассинче пĕр Иван Гаврилыч ятлă çын пулнă, вăл вара çав киремет сăрчĕсене, йӳнĕ хакпа илсе, акса пурăннă. Çапла вара пирĕн патра киреметсене пĕтернĕ. Собр. Киремете вĕсем турăран те аслă, теççĕ. Чирлесен, ăна: е хур, е кăвакал памалла, теççĕ; хур та, кăвакал та памасан, вăл вилет, теççĕ, мĕшĕн тесен ăна киремет: нуммай вăхăт иртернĕ, тесе, вĕлерет, теççĕ. Юрк. † Çӳлĕ ту çинчи киремет, начарланнă шеремет; шурă такапа чӳк тусан, самайланнă киремет. Çĕнĕ ялсенĕн хĕрĕсем начарланнă шеремет, Кивĕ-ялăн каччисем, чуп-тусан, самайланнă шеремет. КАЯ. Çавăрăнсан-çавăрăнсан (хлеб при гадании), хай мăн килемей аннене укçа çине кăтартса каларĕ: пăх, кин, пăх, тулĕк сан куçа те курнать тем, укçа çине пĕр пĕчĕк улпут сиксе тухрĕ. Вăл улпут Сурăм киремеч ывăлĕ. Унăн çăварĕ кĕмĕл, чĕлхи ылттăн, кĕçĕн чĕлхи (uvula) пăхăр; вăл икĕ чĕлхе ак мĕн калать: Апрам таврашĕ (пирĕн йăх ячĕ) ĕлĕк ман асаттене, вырăсла пулнă чух, пĕр тиха паман, халь çавăншăн ачине урнă йăтă туллаттартăм, ун ачи урса вилĕ!.. НТЧ. Хĕрлĕ çыр киреметĕнчен... N. Кайри (киремет?). N. Киремет пӳрчĕн никĕсĕ. См. Шĕнер киремечĕ, Рекеев III, 5, Магн. М. 121. || Приносимое в жертву киремети. Макка 53. Пирĕн ял патĕнчех хурăн çул пур, çав хурăн çул çинче киремет прахаççĕ. || Бранное обзывание. Ст. Чек. Ку киремет ста карĕ? Куда это он поехал? || Назв. местностей. НАК. Пĕрре кайăк хыççăн Хура Кĕсрери киреметре çӳренĕ чух, кӳлĕре пĕр кăвакал куртăм. Елаур. Киремет. Вăл Маликасси хыçĕнче, çӳлĕ ту айĕнче. Ĕлĕк унта киремете чӳк тунă. Унта малтан сĕм-тĕттĕм вăрман пулнă. Бел. Гора, Ст. Ганьк. Киремет, назв. урочища. Янших. Б. Пирĕн ял укăлчи тулашĕнче виçĕ хырă йывăççи пур. Çав хырăсем патĕнче ĕлĕк суя тĕнлĕ çынсем ку киремете пуççапнă, çавăнпа вăл вырăна Киремет, тенĕ. || Назв. оврага (тип çырма) около д. Дуваневой, б. Буинск. у. («унта ĕлĕк учук тăваччĕç»). || Назв. горы около д. В. Байгуловой, Козлов. р. Эпитеты «выртакан», «выртан», встречающиеся в названиях духов, повидимому, также свидетельствуют о том, что культ киреметей возник у чуваш из почитания умерших, слившегося впоследствии с культом мусульманских святых, на что указывают и сл. киремет, мăчавăр, мамале. См. Оп. иссл. чув. синт. II, 270.

Мертлĕ

(-лэ̆), назв. 2-х дер., Мертли. б. Бурунд. вол. Буинскогоу.: Кивĕ-Мертлĕ, Ст. Мертли; Çĕнĕ-Мертлĕ, Нов. Мертли. Жертв. т. Çĕнĕ-Мертлĕри ырсем юсм. шерп. [вар. Çĕнĕ-Мертлĕри ырсем — пăтă или шерп(ет), сыппине юсман]. К.-Кушки. Мертлĕ-картлă пашалу. Килти килте пĕттĕр, хирти хирте пĕттĕр. (Насмешка над мертлинцами, будто бы так молившимся. Сообщ. М. А. Андреев).

ырă

(ыры̆), назв. духов, чтимых чувашами. Срв. тат, iзгi. См. ырă. Ст. Чек. Ырăсен сыпăкĕсем, поколения (разряды?) духов, именуемых ырă. IЬ. «Ырă означает киремет: Аслă ырă — Аслă киремет, Кĕçĕн ырă — Кĕçĕн киремет, Вăталăх ырă — Вăталăх киремет». Азбаба. Чӳк туни вăл усал япала мар, унта эпир ырăсене асăнатпăр, ырăсем вĕсем святойсем, теççĕ (говорят язычники). НТЧ. Сĕвере (в Свияжске) выртан ырă, тесе, вĕсем унти Çвятоя асăнаççĕ (во время, сăра чӳклени»). НТЧ. Вĕсен аслă ырă тени пуринчен аслă киремет (он «тытать», т.-е. может причинять болезни). Жертв. т. Ваталахе ырсем гурь (вар. Вталаге ырсем гурь), т.-е. Вăталăх ырсем — хур, т.-е. средним ырсем гуся. IЬ. Кесени ырсем гурь (вар. Кесени ырсемъ гуръ), т.-е. кĕçĕн ырсем — хур «младшим ы. гуся». IЬ. Çĕнĕ ырсем жербет сып. юсман (вар. сене ырсем жербеть юсман т.-е. çĕнĕ ырсем — шерпет, (сыпписене) юсман, новым ы. сыта, (поколениям их) юсманы Т. VI. 27, 28. 1) Çырлах ырă чӳк-вĕлĕ. 2) Çырлахтăр ырă чук-кĕлĕ. 3) Çырлах ырă пӳлĕхçĕ. 4) Çырлах ырă хĕвел. Магн. 64, 65, 67, 87, 87. Çутă кӳлте выртакан ырă. Çол çӳрен ырă. Аслă ырă. Шопашкарти ырă. Макарери ырă. Хусанти ырă. Альш. Çав ырăсенчен хăранипех пăсăлтамăр, тетĕн. IЬ. Тура уменче сюрекенъ ырасем гурь. Тура умĕнче çурене ырсем гурь, т.-е Турă умĕнче çӳрекен ырăсем — хур. Т. VI, 5. 1) Тĕнче тытакан ырă амăшĕ, тĕнче тытакан ырă... З) Çул çӳрен ырă амăшĕ, çул çӳрен ырă.... З) Çĕр шыв тытан ырă амăшĕ, çĕр шыв тытан ырă.... См. сĕт кӳл. Т. VI, 1, 4, 5. 1) Турă умĕнче çӳрекен ырра... 2) Мăн Турă умĕнче çӳрекен мăн ырă. 3) Чун çуратан Турă умĕнче çӳрекен ырă. 4) Чун пӳрен Турă умĕнче çӳрекен ырă. 5) Турă умĕнче çӳрекен ырă амăшĕ, Турă умĕнчи ырă. 6) Шыв турри умĕнче çӳрекен ырă. N. Хĕр (поправлено: хĕрлĕ) çырта выртакан ырă амăшĕ хĕрлĕ çырта выртакан ырă.... Т. VI, 7. 1) Çӳрекен ырă амăшĕ, çӳрекен ырă.... 2) Чĕлпĕр тытан ырă амăшĕ, чĕлпĕр тытан ырă.... Альш. Тăхăр ял чӳкĕнче асăнакан ырăсем (список божеств). Альш. Турă умĕнче çӳрекен ырăсене хур. Аслати тухнă çĕрти Аслă ырăсене хур, аслати тухнă çĕрти вăталăх ырăсене хур, асл. тух. çĕр. кĕçĕн ырăсене хур. Л. Кошки. Хĕрлĕ çырта выртса каян ырăсем. Л. Кошки. Ырлăха пӳрен ырă. IЬ. Çул çӳрен ырăсем. Аку, 121°. Ырăсене юратса тăратпăр. (Из моленья). Отожествлять «ырсене» с киреметями, повидимому, нельзя. См. Милькович; А. Рекеев. Из чув. пред. и вер., Ш, 5, 6 (внизу); У, 10. || Ырсем тĕми (т̚э̆ми), назв. священнай горы древних чуваш-язычников дер. Тайбы-Таушевой. || ЬIрсен карти (карδиы) «место для жертвоприношения между реками» К.-Теняково.

ырсамай

т.-е. Ырсем айĕ, назв. лугов (улăх ячĕ; около М. Яльчиков Тет. у.).

Ирсем

то же, что ырсем? Отсюда: Ирсем çырми.

См. также:

ырлавлăн ырми-канми ыррăн ыррăн-сыввăн « ырсем? » ыртар ырхан ырханкка ырханлан ырханлантар

ырсем?
Свойства слова не указаны
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150