брокер
сущ.муж. (син. посредник)
брокер (хаклă хут, тавар сутма е туянма пулăшакан специалист); биржевой брокер биржа брокерĕ
брокерский
прил.
брокер -о; брокерская контора брокер кантурĕ
брокер
, маклер брокер (сутуçăпа товар туянакана çыхăнтарса килĕшӳ шума пулăшакан)
маклер
см. брокер
брокер
ç.с., экон. Клиентсен ячĕпе тата вĕсен шучĕпе биржăра (хаклă хутсемпе, таварпа) сутă тăвакан çын; ĕçлĕ евчĕ. Хатĕр продукцие ... брокер кантурĕ урлă сутатăп. Х-р, 15.07.1992, 4 с. Хăвăрăн акцисене эсир фонд биржинче те сутма пултаратăр — çак тĕллевпе сирĕн брокерпа çыхăнмалла. Х-р, 24.09.1992, 2 с. Брокер вырăнĕ тупăшлă-и. [Пуçелĕк]. Х-р, 13.10.1992, 1 с. Перестройка пуçлансан Алексей тĕпчев институтĕнчен кайнă, брокер профессине алла илнĕ. ЧХ, 1998, 6 /.
— брокер фирми (Ç-т, 1992, 6 /, 24 с.).
дилер
ç.с., экон. Тавар (е хаклă хутсем) туянса хăй тĕллĕн сутă тăвакан, хаксен ăрасналăхĕнчен услам илекен çын е фирма; сутуçă. Дилерăн брокер пек ĕçлеме те май пур. Ç-т, 1992, 6 /, 24 с. «Хавхалану» юлташлăх — Тутаеври мотор завочĕн официаллă дилерĕ. Х-р, 29.10.1993, 4 с. Çĕнĕ тата питĕ кирлĕ «маркетинг», «лизинг», «дилер тытăмĕ» ... ăнлавсене пĕр хăрамасăр хăнăхмалла. ÇХ, 1997, 49 /, 1 с.
— промышленность-дилер предприятийĕ (Х-р, 14.10.1992, 2 с.); дилер станцийĕ (Х-р, 20.09.2003, 2 с.).
См. также:
бродяжничать бродячий брожение бройлер « брокер » брокерский бром бромлă бронеавтомобиль бронебойный