партия - Чăваш чĕлхин ретроспективлă ăнлантару словарĕ
Ретроспективный толковый словарь — проект, направленный на описание лексической семантики чувашского языка рубежа XIX–XX вв. В словаре собраны реальные дефиниции, органично существовавшие в текстах того времени.
Чăваш чĕлхин ретроспективлă ăнлантару словарĕ
(хальхилле парти) ушкăн; пĕр шухăш пулса законсене хăйсем пĕлнĕ пек тăвас тесе пĕрлешнĕ ушкăнсем. Халĕ Россияра кирек мĕнле ушкăна пырса перĕнсен те эсĕ мĕнле ушкăна (партияна) хутшăнан тесе ыйтаççĕ [Хыпар 1906, № 13:202]; Конституционно-демократическая партия** (кадеты) вăл çĕр ĕçне мĕнле тумаллине хăйсем шухăшланă пек Думара каласа кăтартнă <…>. **Партия тесе пĕр шухăш пулса законсене хăйсем пĕлнĕ пек тăвас тесе пĕрлешнĕ ушкăнсене калаççĕ [Хыпар 1906, № 33:509].