карас - Чăваш чĕлхин ретроспективлă ăнлантару словарĕ
Ретроспективный толковый словарь — проект, направленный на описание лексической семантики чувашского языка рубежа XIX–XX вв. В словаре собраны реальные дефиниции, органично существовавшие в текстах того времени.
Чăваш чĕлхин ретроспективлă ăнлантару словарĕ
вĕлле хурчĕсен йăви. Халĕ ĕнтĕ ун пек мар: вĕлле хурчĕсене çынсем-хуçисем хăйсене мĕнле кирлĕ – çавăн пек усраççĕ (пурăнтараççĕ), мĕн тутарас тенĕ – çавна тутараççĕ, йăви валли вырăнне (вĕллине) те хăйсем туса параççĕ, йăвине (карасне) те хăйсен майлă тутараççĕ <…> [Сергеев 1907:IV].