ĕçтешлĕх - Неологический словарь чувашского языка
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Неологический словарь чувашского языка
ç.с. Ĕçтешсен (1) пĕрлешĕвĕ (коллеги, гильди, предприяти). Н.Ильина модельер-художник ӳнер ăстисен «Паха тĕрĕ» ĕçтешлĕхĕнче капăр тума аталантарассипе çыхăннă çивĕч ыйтусене хускатрĕ. ХЭ, 1996, 4 с. — адвокатсен ĕçтешлĕхĕ (ÇХ, 1998, 32 /, 4 с.).