психотерапевт - Неологический словарь чувашского языка
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Неологический словарь чувашского языка
ç.с. Психикăн йывăрах мар чирĕсене психологи меслечĕсемпе (ытларах — калаçу мелĕпе) сиплекен ятарлă врач. Психотерапевт нумай чире çĕнтерме пултарать [Пуçелĕк]. Х-р, 13.10.1993. Шел те, вăл [пӳсĕр чирĕ] психотерапевт патне кайнипе иртмест. С-х, 2000, 36 /, 1 с. Республикăн диагностика центрĕнче Чăваш Республикинчи психиатрсен, психологсен тата психотерапевтсен иккĕмĕш сpезчĕ уçăлчĕ. Х-р, 23.06.2000, 2 с. Сире хумхантаракан ыйтăва ... психотерапевт-семпе сексопатологсем татса пама тивĕçлĕ. Ар, 2001, 9 /, 4 с.