поза - Неологический словарь чувашского языка
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Неологический словарь чувашского языка
п.с. Çын хăйĕн кĕлеткине мĕнле тытни; тыткалу мелĕ. Ура явса эс лартăн ман ума, чавсупала диван хĕрне таянтăн... Çав позăна манмастăп эп паян та. С.Шавлы, 1969, 72 с. Поза вăл хăех çур эффект. Д.Гордеев, 1986, 141 с. Обӳектив умĕнче вăл илĕртӳллĕ позăсенче ларнă. ÇХ, 1998, 25 /, 4 с. Китай меслечĕ те пур. Унпа пур позăра та усă курма пулать. С-х, 2000, 17 /, 3 с.