нарколог - Неологический словарь чувашского языка
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Неологический словарь чувашского языка
п.с. Наркоманирен, токсикоманирен (туп.), ĕçкĕ чирĕнчен сиплекен врач. Пĕлтĕр пĕрне сиплевпе ĕçлев профилакторине, иккĕшне нарколог патне ăсатрăмăр. К-н, 1985, 13 /, 2 с. Врач-наркологсем палăртнă тăрăх, ку чирсем [токсикоманипе наркомани] пĕр евĕрлĕ. ÇХ, 27.02.1998, 4 с. Республикăн диагностика центрĕнче ĕнер Чăваш Республикинчи психиатрсен, наркологсен тата психотерапевтсен иккĕмĕш сpезчĕ уçăлчĕ. Х-р, 23.06.2000, 2 с.