наркобизнес - Неологический словарь чувашского языка
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Неологический словарь чувашского языка
ç.с. Наркотик сутса услам (тупăш) илни. Çавăн пек пысăк должноçсем йышăннă çын наркобизнеспа çыхланни ... тарăхтармасăр тăма пултараймасть. Х-р, 2.06.1992, 1 с. Вăл Шупашкарта наркобизнеса, проституцие, «савăнăçлă пурнăç» индустрине хăй аллинче тытса тăнă. ÇХ, 1997, 15 /, 1 с. Каварлашса тунă преступлени, çаратнă укçана «саккуна кĕртни» тата наркобизнес Раççейре халĕ — çав тери çивĕч ыйтусем. Ч-х, 1999, 14 /, 3 с. — наркобизнеса явăçтар (ÇХ, 2000, 37 /, 4 с.); наркобизнеспа кĕреш (Х-р, 27.06.2001, 1 с.).