налукçă - Неологический словарь чувашского языка
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Неологический словарь чувашского языка
ç.с. Налук инспекцийĕнче ĕçлекен çын; налук инспекторĕ. Килĕшмест налукçăсене хăйсен тумтирĕ... Чăваш енĕн чи аслă налукçине вакунри çынсем проводник вырăнне хурса йышăннă. ÇХ, 1999, 5 /, 2 с. Тавар сутакансем налукçăсене хĕрлĕ эрехĕн пахалăх сертификатне «тупса парайман». Х-р, 12.11.1999, 2 с. Налукçăсем сăмакунçăсене те тытнă. Х-р, 11.04.2001, 1 с. — налукçăсен черетлĕ рейчĕ (Х-р, 31.08.2000, 1 с.; Х-р, 17.04.2001, 1 с.); налукçăсен тĕрĕслевĕсем (Х-р, 21.10.2000, 2 с.); налукçăсен ĕçĕ (Х-р, 17.10.2000, 2 с.).