мусăкçă - Неологический словарь чувашского языка
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Неологический словарь чувашского языка
п.в. Музыкант, музыкçă; кĕвĕ-çемĕ (туп.) ăсти. «Турă хĕлхемĕ» тенĕ авалхисем... Пĕрне вăл сăвăç е художник, теприне мусăкçă е тухтăр ... пулма хистет пулĕ. П.Хусанкай, 1977, 277 с. А.Осиповпа Ю.Кудаков мусăкçăсем ... каçа кĕвĕ-юрăпа илемлетрĕç. Х-р, 13.11.1999, 6 с. Мусăкçăсем, тачăрах эсир ларăр. Бельман, 1999, 20 с. — учитель-мусăкçă (А-и, 1991, 5 /); пĕве кĕмен мусăкçă (Г.Федоров, 1996, 61 с.); юрăçсемпе мусăкçăсем (Х-р, 27.03.1997, 4 с.); юратнă мусăкçă (Ар, 2002, 36 /, 2 с.).