минетлĕн - Неологический словарь чувашского языка
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Неологический словарь чувашского языка
п.с. Пархатарлăн, сăваплăн, чыслăн. Пĕтĕм çут тĕнче кашни ирех, ĕç пуçличчен, минетлĕн тăвать-çке хăйĕн чыслă йĕркине. Ю.Сементер //К-н, 1982, 5 /, 6 с. Калаçнăран-и танлăн та минетлĕн ... вăл курăнать мăнаçлă та килпетлĕ. А.Смолин, 1999, 95 с. — танл., минетлĕ (Ашмарин, VIII, 244 с.).