микрохум - Неологический словарь чувашского языка
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Неологический словарь чувашского языка
ç.с., физ. Пĕчĕк хушăллă (диапазонлă) электромагнитлă хум; чиксĕр пысăк тăтăшлăх. Микрохумпа ĕçлекен кăмакара апат хатĕрлетĕр пулсан, унти температура 70 градусран кая ан пултăр. С-х, 1999, 26 /, 3 с. Сотовăй телефонпа калаçнă чухне микрохум пайăрки пуç купташкипе пуç мимине кĕрет. С-х, 2000, 37 /, 1 с. — микрохумлă кăмака (ХС, 1999, 130 /, 2 с.).