медпулăшу - Неологический словарь чувашского языка
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Неологический словарь чувашского языка
п.с., кĕск. Медицина пулăшăвĕ. Выçă тытакансем патне ... васкавлă медпулăшу машини пынă. Х-р, 19.09.1992, 1 с. Арăмĕ васкавлă медпулăшу чĕнтернĕ. Х-р, 10.06.1995, 3 с. «Васкавлă медпулăшу» пĕлтернинчен... ÇХ, 1998, 37 /, 8 с. Ку сиплев учрежденийĕ 11 ялти тăватă пине яхăн çынна медпулăшу парса тăрĕ. Х-р, 12.07.2001, 1 с. — хулари медпулăшу станцийĕ (К-н, 1967, 1 /, 4 с.); васкавлă медпулăшу больници (Х-р, 29.07.1998, 2 с.).