маркетинг - Неологический словарь чувашского языка
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Неологический словарь чувашского языка
ç.с., экон. Тухăçлă ĕçлес (тавар сутассине сарас, тупăша ӳстерес) тĕллевпе рынок ыйтнине (туянакансен кăмăлне) тишкерни тата тĕллевлĕ хавхалантарни. Министр студентсем валли бизнес, маркетинг ыйтăвĕсемпе тухса тăракан хаçат-журнала çырăнса пама шантарчĕ. Х-р, 3.09.1996, 1 с. Çитес вăхăтра ... маркетинг службинче ĕçлекенсем, страхлакан специалистсем кирлĕ пулаççĕ. ÇХ, 1998, 3 /, 2 с. Маркетингпа ытларах ĕçлемелле. ХС, 1999, 5 /, 3 с. — сеть маркетингĕ (Х-р, 4.08.2001, 1 с.).