лимон - Неологический словарь чувашского языка
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Неологический словарь чувашского языка
ç.п., жарг. Миллион тенкĕ. Виçĕ «лимонлăх» пĕр пĕчĕк ĕç тупăнчĕ. ÇХ, 1997, 20 /, 1 с. Манран хваттер валли тесе виçĕ «лимон» илни çитмест — халь тата тăван аннӳне çаратасшăн. Х-р, 6.01.1998, 3 с. Рекламăпа çыхăннă килĕшӳсем ăна тата 6 «лимон» кӳреççĕ. ÇХ, 1998, 47 /, 8 с. — «лимон» тӳле (ÇХ, 1997, 28, 6 с.).