куравçă - Неологический словарь чувашского языка
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Неологический словарь чувашского языка
ç.с. Спектакль-концерт, ăмăрту-шоу е фильм пăхакан çын; куракан. Артистсен пуплевне куравçăсем тĕслĕх вырăнне хураççĕ, вĕсем пек калаçма тăрăшаççĕ. И.Павлов //ТЧИТ, 1991, 11 с. Пурте вĕсем — юрлакансем те, ташлакансем те — хăйсен пултарулăхĕпе куравçăсене савăнтарма тăрăшрĕç. ÇХ, 1999, 12 /, 9 с. Ăслă та чее телерепортерсем куравçăсене подсознани урлă витĕм кӳме хăтланаççĕ. Ч-х, 1999, 27 /, 7 с. Пин-пин куравçă ячĕпе [Пуçелĕк]. Х-р, 29.05.2001, 4 с. — хисеплĕ куравçăсем (Т-ш, 1998, 9 /, 3 с.); пĕчĕк куравçăсем (Х-р, 4.10.1998, 4 с.); ирĕксĕр куравçăсем (Х-р, 25.07.2000, 3 с.); совет куравçисем (Х-р, 12.07.2002, 3 с.). — танл., телекуравçă.