крекер - Неологический словарь чувашского языка
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Неологический словарь чувашского языка
ç.с. Типĕ йышши печени (ытларах вĕтĕр-вĕтĕр шăтăклă пулать). Кашни кун 60 тонна хатĕр продукци тухать, ирис, карамель, крекер, вафли, печени. Х-р, 13.02.1997, 1 с. Нумаях пулмасть «Пышка» текен чаплă крекер, «Зверята» ятлă крекер тума пуçланă. ХС, 1999, 11 /, 2 с. Шултра алланă çăнăхран пĕçернĕ крекер. С-х, 2000, 29 /, 3 с.