конкурсçă - Неологический словарь чувашского языка
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Неологический словарь чувашского языка
ç.с. Конкурса хутшăнакан çын. Баянист баяна тăсса ярса кĕвĕ шăрантарать, конкурсçăсен вара мĕнле юрă пулнине куракансене пĕлтермелле. Х-р, 20.02.1996, 4 с. Чăваш эстрада юррисен «Кĕмĕл сасă» фестиваль-конкурсне ирттерме йышăннă... Конкурсçăсен фестивале хутшăнма кăмăл пурри çинчен йĕркелӳ комитетне пĕлтермелле. Т-ш, 1999, 48 /, 7 с.