компактдиск - Неологический словарь чувашского языка
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Неологический словарь чувашского языка
ç.с. Лазерлă проигрывательпе итлемелли пĕр енлĕ йăвă çыруллă (кĕвĕ-çемĕллĕ е текстлă) пĕчĕк пластинка; лазер дискĕ. Куравăшра «Раççей» ятлă лазер компакт-дискăн презентацийĕ пулса иртнĕ. Х-р, 15.02.1996, 3 с. Манăн [композиторăн] чи лайăх произведенисене компакт-диска çырма палăртнă. Х-р, 3.04.1996, 4 с. Çапах хăш-пĕр япаласем çухалнă-çухалнах, магнитола, компактдисксем. ÇХ, 2000, 37 /, 4 с. Библиотека фондне ... аудиокассетăсемпе, компактдисксемпе пуянлатма тăрăшаççĕ. Х-р, 6.03.2003, 4 с.