кикбоксинг - Неологический словарь чувашского языка
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Неологический словарь чувашского языка
ç.с. Бокс ăслайĕсене хĕвелтухăç кĕрешĕвĕн мелĕсемпе (тĕсл., пилĕкрен çӳлерех тапма ирĕк панипе) çыхăнтаракан спорт тĕсĕ. Кунта [ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче] спортăн йăлана кĕрсех çитеймен тĕсĕсем, ушу, кикбоксинг т.ыт. те — аталанĕç. Х-р, 20.05.1994, 1 с. Каччă-семпе хĕрсем ... хальхинче кикбоксингпа — Европăра бокспа каратэрен çуралнăскер, контактлă каратэпе интересленме пуçларĕç. Х-р, 20.06.1997, 4 с. Пĕрисем кикбоксинг çине тĕрев тăваççĕ, теприсем самбăна е ытти кĕрешĕве тĕпе хураççĕ. ÇХ, 1999, 29 /, 11 с. Артур шăллĕ паллă спортсмен, кикбоксинг енĕпе Раççей тата Европа чемпионĕ. Х-р, 26.07.2001, 3 с. — ЧР Кикбоксинг федерацийĕ (ÇХ, 1998, 50 /, 12 с.).