касамат - Неологический словарь чувашского языка
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Неологический словарь чувашского языка
ч.с. Тĕрме, камера. Хупса лартчăр вĕсене... Касаматра çĕрччĕр. В.Алендей, 1986, 296 с. Кунта çăлакана пăталамаççĕ, поэтсене касамата хупмаççĕ. Н.Ишентей, 1997, 16 с. Следовательте, юстици комиссарĕнче ĕçленĕ чух вăл миçе çынна касамата ăсатни ... пирки паян кунччен те тулли хурав çук. ÇХ, 1999, 42 /, 5 с. Кураймарĕ Иван тете хăйĕн ывăлĕпе Митта Ваçлейĕ асап касамачĕсенчен хăтăлса тухнине. В.Ахун //Я-в, 1999, 11—12 /, 98 с. — касаматра касăл (Н.Исмуков, 1990, 104 с.).