каратист - Неологический словарь чувашского языка
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Неологический словарь чувашского языка
ç.с. Каратэпе аппаланакан, каратэ ăслайĕсене пĕлекен çын. Каратист — чи çивĕч, чи йăрă çын. Д.Гордеев, 1988, 274 с. Каратист мар пулсан, политик та пулас çук тейĕн. ÇХ, 1997, 28 /, 2 с. Федоров президент каратист-и. [Пуçелĕк]. Х-р, 7.05.1998, 4 с. Надя çамрăк поэтесса та, каратистка та. Т-ш, 1999, 32 /, 1 с. — вырăнти каратистсем (А-и, 1991, 24 /); Чăваш ен каратисчĕсем (Т-ш, 1999, 4 /, 11 с.); чăваш каратисчĕ (Х-р, 16.08.2000, 4 с.); — каратистсен турнирĕ (ÇХ, 1997, 48 /, 2 с.); каратист-тренер (Ар, 2002, 19 /, 1 с.).