канаш - Неологический словарь чувашского языка
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Неологический словарь чувашского языка
п.п. Пухăннă ыйтусене пуçтарăнса сӳтсе явакан, канашласа татса паракан сумлă йыш. Унчченрех ялта ваттисен канашĕ пурччĕ. Д.Гордеев, 1983, 111 с. «Совет» вырăнне «канаш» тесен чунра ăшă туйăм ытларах вăранать мар-и. Г.Юмарт //С-на, 1990, 392 с. Пĕтĕм влаçа рабочисемпе хресченсен тата салтаксен канашĕ тытса илнĕ. Юхма М., 1991, 44 с. Вăлах ... факультетри студентсен канашне ертсе пырать, ЧНК Мăн канашĕн членĕ. ÇХ, 27.02.1998, 3 с. — Патшалăх Канашĕ (Х-р, 1906 çул; Х-р, 10.10.1998, 2 с.); ял канашĕ (Хумма Ç., 1924, 63 с.; ЧЕ, 1998, 33 /, 5 с.); Ученăйсен канашĕ (Я-в, 1990, 5 /, 27 с.); атамансен канашĕ (Х-р, 27.06.1997, 1 с.).