ишев - Неологический словарь чувашского языка
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Неологический словарь чувашского языка
п.с. Шыв тăрăх ал-ура вăйĕпе е кимĕ-караппа куçни. Ишев тĕреклетет хула. П.Хусанкай, 1962 (Лирика), 119 с. Ишев мĕнле пынине пĕлтеретĕп çынсене. Е.Афанасьев, 1972, 54 с. Синхронлă ишевре ... ӳт-пӳпе сăн-пит те пысăк пĕлтерĕшлĕ шутланнă. Х-р, 15.05.1997, 3 с. Шыв ай киммин экипажĕ ишеве тухнă та каялла таврăнман. Т-ш, 2000, 34 /, 1 с. — комплекслă ишев (Х-р, 31.01.1998, 6 с.); академилле ишев (Т-ш, 1999, 11 /, 4 с.); — ишев мелĕсем (Х-р, 31.01.1998, 6 с.); ишев федерацийĕ (ÇХ, 1999, 3 /, 12 с.); ишев секцийĕ (Т-ш, 1999, 1 /, 4 с.; Х-р, 2000, 37 /, 2 с.).