застой - Неологический словарь чувашского языка
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Неологический словарь чувашского языка
ç.с. Аталанусăр тапхăр (туп.), пăнтăх вăхăт (туп.). Халĕ те çав çынсем ... застой вăхăтĕнчи йăла-йĕркесене тепĕр хут чĕртсе яма хăтланаççĕ. К-н, 1988, 17 /, 2 с. Рынок тени сентресем çине «застой» вăхăтĕнченех курман паха çимĕçсене те кăларса хучĕ. Х-р, 15.06.1993, 1 с. «Застой» тесе тиркекен вăхăтсенче Чăваш писателĕсен союзĕ çулсерен ... литературăпа культура эрнине йĕркеленĕ. ЧÇ, 15.03.1996, 2 с. — застой тапхăрĕ (ТА, 1988, 10 /, 6 с.); «застой» текен тапхăр (КЯ, 17.08.1991).