допинг - Неологический словарь чувашского языка
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Неологический словарь чувашского языка
ç.с. Этеме вăхăтлăха вăй-хал кӳрекен, хăват паракан (спортсмена кăтартăвĕсене ӳстерме пулăшакан) им-çам. Çынсем каланă тăрăх, допингпа мышцăсене ӳстерме пулать иккен. Организма сиен кӳмест-ши çакă. ÇХ, 10.04.1998, 6 с. Ун сăмахĕсем маншăн допинг пекех пулса тăчĕç. ÇХ, 1999, 11 /, 12 с. Олимпиадăра допингпа усă курнăшăн 1968 çулта пĕрремĕш хут спортсменсен ăмăртăва хутшăнмалли правине туртса илнĕ. ÇХ, 2000, 37 /, 2 с. — допинг-тĕрĕслев (ÇХ, 1999, 11 /, 12 с.); допинг пăтăрмахĕ (ÇХ, 2001, 34 /, 4 с.; Х-р, 21.09.2001, 2 с.).