гран-при - Неологический словарь чувашского языка
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Неологический словарь чувашского языка
ç.с. Фестивалĕн, пултарулăх конкурсĕн чи хисеплĕ награди, тĕп премийĕ. Спектакльшĕн вăл ... çамрăксен театрĕсен фестивалĕнче «Гран-при» илме тивĕç пулчĕ. КЯ, 11.06.1991, 4 с. Пĕтĕм тĕнчери телефестивальте гран-при çĕнсе илтĕмĕр. ÇХ, 1999, 49 /, 3 с. Иккĕмĕш кун вара Л.Васильева Гран-прие [кирлĕ, гран-прие] тивĕçнĕ... Гран-при микрофон-парне пулчĕ. Х-р, 23.01.2001, 3 с. — гран-при тапхăрĕ (ÇХ, 2000, 5 /, 12 с.); Гран-при çĕнтерӳçи (ÇХ, 2001, 20 /, 5 с.); Гран-при хуçи (Т-ш, 2001, 39 /, 3 с.).