геополитика - Неологический словарь чувашского языка
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Неологический словарь чувашского языка
ç.с., полит. Патшалăхăн географи уйрăмлăхĕсем (çĕрĕ-шывĕ, талккăшĕ, çанталăкĕ, çутçанталăк пурлăхĕ т.ыт.те) унăн тулашри политикине тата тĕнчери хутшăнусене витĕм кӳни. Раççей — хăйĕн геополитика инте-ресĕсемлĕ никама пăхăнман çĕршыв. Х-р, 29.04.1999, 3 с. Геополи-тикăра «сакраллă (вăрттăн, сăваплă) географи» текен пĕлӳ пур. ÇХ, 1999, 10 /, 4 с. Совет Союзĕ арканни çак ĕмĕрти питĕ пысăк геополитика инкекĕ пулса тăчĕ. Ч-х, 1999, 28 /, 3 с. Геополитика текен ăнлав пур. Ăна ахаль сăмахсемпе усă курма май çук чухне асăнаççĕ. Х-р, 23.03.2000, 2 с. — геополитика чăнлăхĕ (Х-р, 16.03.1992, 2 с.); геопо-литика талккăшĕ (Х-р, 7.08.1993, 3 с.); геополитикăна пĕлни (Х-р, 21.03.1996, 1 с.); геополитикăн çивĕч ыйтăвĕ (Х-р, 10.04.2001, 3 с.).