вич - Неологический словарь чувашского языка
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Неологический словарь чувашского языка
ВИЧ-инфекци е ВИЧ инфекцийĕ, ç.я. Этем иммунодефицичĕн вирусĕ, çынна ерсе СПИД (туп.) чирне пуçаракан микроорганизм. 1998 çул пуçламăшĕнче пирĕн республикăра каллех ВИЧ-инфекцин 3 тĕслĕхне тупса палăртнă. ÇХ, 3.04.1998, 1 с. СПИДа хирĕç кĕрешекен центрăн пай пуçлăхĕ П.Львов пирĕн республикăри ВИЧ-инфекципе çыхăннă лару-тăрупа паллаштарчĕ. Х-р, 10.04.1998, 2 с. Хальхи вăхăтра ВИЧ инфекцийĕ пĕтĕм тĕнчипе сарăлчĕ. ÇХ, 1998, 46 /, 5 с. — ВИЧ-инфекципе çӳрекенсем (ÇХ, 1997, 48 /, 6 с.); ВИЧ-инфекци ерт (Ар, 2001, 15 /, 1 с.); — танл., ВИЧ вирусĕ (Х-р, 25.09.1996, 4 с.).