вĕлерӳçĕ - Неологический словарь чувашского языка
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Неологический словарь чувашского языка
ç.с. Çын вĕлерен, чун илли. Ун чухнех Ю.В.Зайцев художник ăна [Нарспие] çын вĕлерӳçĕ пек йышăннă. Вĕлерӳçĕ тени вăл публицист хĕрӳ[лĕх]не кăтартакан гротеск, гипербола пекки-тĕр ĕнтĕ. Г.Федоров, 1996, 21 с. Вĕлерӳçĕ кăмпасем [Пуçелĕк]. ÇХ, 23.10.1998, 8 с.