бордель - Неологический словарь чувашского языка
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Неологический словарь чувашского языка
ç.с. Аскăнлăх çурчĕ, ясарлăх килĕ, савăшу (туп.) йăви. Унăн амăшĕ Минск хулинче бордель тытатчĕ, эп унта çӳреттĕм. Я-в, 1991, 12 /, 20 с. Илем шкулĕн хĕрĕсене Турцире бордель валли вăрласа юлнă имĕш. ÇХ, 9.10.1998, 2 с. Туй хыççăн юлташĕсем ăна бордельте кураççĕ. ÇХ, 2000, 39 /, 12 с. «Хĕрлĕ хунарсен урамĕнчи» пĕр бордельте 21 çулти çамрăк вилсе кайнă. Х-р, 28.09.2001, 3 с.