биопрепарат - Неологический словарь чувашского языка
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Неологический словарь чувашского языка
ç.с. Чĕрĕ организмсене (чĕрчун тĕртĕмне, бактерисене т.ыт. те) тĕпе хурса хатĕрленĕ, ял тата вăрман хуçалăхĕнче (выльăх-чĕрлĕх ĕрчевлĕхĕпе тухăçлăхне ӳстерме, вăрмана чир-чĕртен сиплеме, сиенлĕ хурт-кăпшанкăпа кĕрешме) усă куракан хутăш; биохутăш. Ку сиенлĕ паразитпа биопрепаратсемпе кĕрешеççĕ. А.Емельянов, 1990, 252 с. Граждан авиацийĕн самолечĕсем вăрман çине биопрепаратсем сапаççĕ. Я-в, 1991, 7 /, 2 с.