бельманçă - Неологический словарь чувашского языка
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Неологический словарь чувашского языка
ç.с. Швед поэтне тата мусăкçине (туп.) Карл Микаэль Бельмана сумлакан, пурнăçра тата пултарулăхра ăна евĕрлекен çын. Чăваш бельманçисен тăванлăхĕ. Х-р, 6.09.1996, 1 с.; Х-р, 21.03.1997. Чăваш бельманçисем хăйсен обществин пĕрремĕш «Хыпарçине» кăларма май тупрĕç. Х-р, 27.03.1997, 4 с.