бейсбол - Неологический словарь чувашского языка
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Неологический словарь чувашского языка
ç.с. Мечĕке панукпа (туяпа) çапса командăпа вылямалли, лапта евĕрлĕ вăйă. Японире халĕ Европа футболĕпе бейсбол анлă сарăлчĕç. Х-р, 4.03.1994, 1 с. Бейсбол вăййипе чапа тухнă Джо Дамаджио. Х-р, 23.01.1996, 3 с. Америкăри Пĕрлешӳллĕ Штатсенче савăшу çынсене бейсбол вăййи пекех йăпатать, илĕртет. Х-р, 16.03.2000, 3 с.