асилтер - Неологический словарь чувашского языка
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Неологический словарь чувашского языка
п.в. Аса илтер, астутар, ăша килтер. Сĕт шăрши... мĕне асилтерет, атьсемĕр. А.Алга, 1962, 52 с. Вырăнĕ-вырăнĕпе пирĕн уй-хир çыннăн пĕркеленнĕ сăн-питне асилтерет. В.Алендей, 1979, 6 с. Унăн [çăмартан] хĕрлĕ тĕсĕ эпир Христос юнĕпе çĕнелнине асилтерет. П-н, 1990, 3 /, 10 с. Пĕрлешмен шăпасене асилтерĕ тĕрĕ. Г.Ефимов //ТА, 1991, 9 /, 2 с. Шĕвĕ яшка ... пăтранчăк шыва асилтеретчĕ. ЧЕ, 1992, 21 /, 16 с.