асар-писерлĕх - Неологический словарь чувашского языка
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Неологический словарь чувашского языка
ç.с. Йĕркесĕрлĕх, арăш-пирĕшлĕх (туп.), пăтрашу. Çĕршывра асар-писерлĕх, паллă марлăх хуçаланать, доллар вылять, правительствăра камсем пуласси татăклă мар, япаласем хакланаççĕ. ÇХ, 18.09.1998, 3 с. Çывхарса килет асар-писерлĕх — систерсех тăраççĕ чиркӳсем. ХХ, 2000, 7 /, 4 с. Эпĕ мĕнле асар-писерлĕхе кĕрсе кайнине пĕлетĕр-и эсир. Намăс. Ар, 2002, 38 /, 3 с.