арăслан - Неологический словарь чувашского языка
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Неологический словарь чувашского языка
ç.п., астрол. Çулталăк çаврăмĕпе пыракан Хĕвел çав ятлă çăлтăр ушкăнне кĕрсен (24.VII—23.VIII) çуралнă çын. Арăсланăн сывлăха упрама тăрăшмалла. Т-ш, 27.02.1991, 7 с. Арăслансен сывлăхĕсем çирĕпленĕç, вĕсем хăйсен пултарулăхĕпе витĕмлĕхне кăтартĕç. К-ш, 1997, 39 /, 8 с. Эпĕ 33 çулта, ...гороскоппа — Арăслан. ÇХ, 1999, 1 /, 10 с. Арăслансене пла-нетăсем çĕнĕ ĕç шырама канаш параççĕ. ХС, 1999, 14 /, 4 с.