амбициллĕ - Неологический словарь чувашского языка
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Неологический словарь чувашского языка
(АМБИЦИЛЛЕ), ç.с. Хăйне мăнна хуракан, пысăк вырăна тĕллекен; кĕрмеклĕ, мăн кăмăллă. Амбициллисем выляса яраççĕ [Пуçелĕк]. Х-р, 23.07.1997, 1 с. Партин кашни сыпăкĕнче руль умне амбициллĕ çынсем ларни хăратать. Х-р, 25.12.1997, 3 с. Тен, çамрăксен парламентне «...ӳссен депутат пулатăпах» шухăшлă, амбициллĕ яшсем çеç пухăнаççĕ. ÇХ, 1999, 11 /, 2 с. Хăш-пĕрисем, РФКП ретĕнче пулса, лидер пулас амбицилле тĕллевпе... партие хирĕç ĕçлеççĕ. Ч-х, 1999, 28 /, 2 с.