Шанчăкран тух - Чувашско-русский фразеологический словарь
Над созданием электронной версии трудились: Алина Иванова, Николай Плотников
Чувашско-русский фразеологический словарь
Шанчăкран [шанăçран] тух выходить/ выйти из доверия кого-чего, чьего.
Кам мухтанма, кам палкама çеç юратать — Вăл шанчăкран тухать, Ун пеккине хавас тăшман. С. Шавли. [Итупай:] Шанчăкран тухмалла мар, итлес пулать: вара пурне те лайăх пулать. П. Осипов. Ача коллективĕнче пĕр те пĕри шанăçран тухассинчен инкек те çук. В. Канюков.